News by date 26 January 2018
-
Шухăшлани йăлт пурнăçлантăр
Аксу районӗнчи Çӗньялта çуралса ӳснӗ, Лениногорск хулинче пурăнакан Геннадий Николаевич САДОВНИКОВ январӗн 24-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ. Эпир ăна юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксӗлми телей, творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр. Шухăшлани пурнăçлансах пытăр. Нихăçан вăй-хал ан чактăр, Пул эс сывлăхлă ялан. Эпир ăшшăн саламлатпăр Ыр сунса сана...
-
Футбола кам хăй каять, кама яраççӗ
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн матчӗсене сиенлӗ производство ӗçченӗсен фанатсем пекех ирӗклӗн çӳрес шанăçӗ пысăк, мӗншӗн тесен чемпионат вăхăтӗнче вӗсен завочӗсене хупма пултараççӗ. ФСБ ведомствисем чемпионата йышăнакан субъектсене сиенлӗ производствисен ӗçне (вӗсем хуларан 200-400 километрта пулсан та) июнӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен хупма ыйтса çырусене январь уйăхӗн пуçламăшӗнчех янине хыпарлать «Коммерсантъ»...
-
Çакă чаплă юбилей кӳтӗрех сана телей
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнакан Елена Геннадиевна АЛЕКСЕЕВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Мăшăру кунсерен юрату парнелетӗр, ачусем пултарулăхпа савăнтарсах тăччăр, тăванусем хаклаччăр, ӗçтешсем хисеплеччӗр, çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсем калăплама чун хавалӗ нихăçан та ан чактăр, çӳлти Турă пехиллесех тăтăр. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Ăнăçу сана,...
-
Йышăнсам, тăван, салам!
Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре пурăнакан Валентина Михайловна ФИЛИППОВА январӗн 22-мӗшӗнче 55 çул тултарчӗ. Çывăх çыннăмăра юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр. Сывлăху çирӗп, ӗмӗрӳ сурпан пек вăрăм та илемлӗ пултăр. Çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр чунтан, Шутлани пурнăçа кӗрсе пытăр ялан. Çирӗп сывлăх, хастарлăх сунар чӗререн, Татăлма ан пӗлтӗр укçа енчӗкрен. Килӗшӳ, юрату...
-
Вăрманта йӗрке çук-тăк – пӗлтер
Вăрман пирӗн пуянлăх тетпӗр пулсан, эппин ăна упрама та пурте тăрăшмалла. Çак тӗлӗшпе ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви тутарстансене вăрманти йӗркесӗрлӗхе курсанах «Берегите лес» мобильлӗ сервис урлă Федераллă диспетчер службине пӗлтерме ыйтать. «Берегите лес» приложени çӗршывăн хуть хăш вăрманӗнчи йӗркесӗрлӗх çинчен диспетчера хăвăрт та ансат пӗлтерме май парать. Кунсăр пуçне çак...
-
Çур бакпа «Ылтăн бедуин» памаççӗ
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Иртнӗ шăматкун, январӗн 20-мӗшӗнче, икӗ эрнене тăсăлнă «Дакар - 2018» ралли-марафон Аргентинăри Кордоба хулинче вӗçленчӗ. Юлашки кунсем уйрăмах хӗрӳ пулчӗç. Ăмăрту вӗçлениччен виç кун маларах кăна пирӗн «КАМАЗ-мастер» командăри Эдуард Николаев экипажӗн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра аргентинецчӗ, вӗсен хушшинчи вăхăт пӗр кун 1 минут ытларахчӗ,...
-
100 çулти театр тинех музей уçать
Чăваш тӗнчишӗн ыран паллă кун, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ 100 çул тултарать. Юбилее халалласа нумай мероприяти ирттерме палăртнă, вӗсенчен пӗри - музей уçасси. Пӗр шутласан, театрăн халăха хăйӗн историйӗ пирки каласа памалли те, кăтартмалли те нумай, çитменнине ку театра халăх яланах юратнă, юратать те, анчах музей уçма...