Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çур бакпа «Ылтăн бедуин» памаççӗ

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Иртнӗ шăматкун, январӗн 20-мӗшӗнче, икӗ эрнене тăсăлнă «Дакар - 2018» ралли-марафон Аргентинăри Кордоба хулинче вӗçленчӗ. Юлашки кунсем уйрăмах хӗрӳ пулчӗç. Ăмăрту вӗçлениччен виç кун маларах кăна пирӗн «КАМАЗ-мастер» командăри Эдуард Николаев экипажӗн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра аргентинецчӗ, вӗсен хушшинчи вăхăт пӗр кун 1 минут ытларахчӗ,...

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Иртнӗ шăматкун, январӗн 20-мӗшӗнче, икӗ эрнене тăсăлнă «Дакар - 2018» ралли-марафон Аргентинăри Кордоба хулинче вӗçленчӗ. Юлашки кунсем уйрăмах хӗрӳ пулчӗç. Ăмăрту вӗçлениччен виç кун маларах кăна пирӗн «КАМАЗ-мастер» командăри Эдуард Николаев экипажӗн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра аргентинецчӗ, вӗсен хушшинчи вăхăт пӗр кун 1 минут ытларахчӗ, тепӗр кун пачах та пӗр çеккунт кăначчӗ. «Дакара» куç илми сăнакансем хумханса пуç вататчӗç: кам çӗнтерет - Раççей е Аргентина? Шăпа пӗр кӗтмен çӗртен татăлчӗ темелле: 13-мӗш тапхăрта сасартăк Виллагрăн машинин передачăсен коробки юрăхсăра тухнипе вăл чупуран тухса ӳкрӗ. Ку аргентинец чупуран мӗншӗн тухса ӳкнин официаллă версийӗ. Чăн сăлтавӗ вара вăл ралли йӗркине пăснинче пулӗ. Хăй чупуран тухичченхи ăмăртура Федерико Виллагра чееленме хăтланнă: старт умӗн машинине çурри таран кăна топливо тултарнă, ара, çур бакпа вӗçтерсе пыма çăмăлрах-çке. Унтан юраман çӗрте чарăнса тата кирлӗ чухлӗ топливо янă.

Çапах та тӗп тупăшуçă тухса ӳкнӗ хыççăн та пьедесталшăн ăмăрту хӗрӳ пулчӗ, юлашки тапхăрсем çăмăл пулмарӗç - икӗ эрнере мӗнле кăна çул урлă иртме тивмен машинăсем йывăрлăхсемпе пӗрре мар тӗл пулчӗç. Апла пулин те çӗнтерӳçӗсем тивӗçлӗ вырăнсем йышăнчӗç. Грузовиксен зачечӗ çапларах: 1-мӗш вырăн - Эдуард Николаев («КАМАЗ-мастер») (54:57:37), 2-мӗш - Сергей Вязович («МАЗ») (+03:57:17), 3-мӗш - Айрат Мардеев («КАМАЗ-мастер») (+05:22:34). Сăмах май, внедорожниксенчен Карлос Сайнс-старший («Пежо») испанец, мотоциклсен зачетӗнче Маттиас Валькнер («КТМ») австриец, квадроциклсенчен Игнасио Касале («Ямаха») чилиец çӗнтернӗ.

Ралли-марафона йӗркелекенсем кăçал, шантарнă пекех, вăл чылайччен унта хутшăнакансен асӗнче юлтăр тесе хăйсенчен килнине пӗтӗмпех тунă. Юбилейлă, 40-мӗш хут иртекен «Дакар» чăн та чи малтан маршрутăн кăткăслăхӗпе асра юлӗ: спортсменсем хăйăр кӗрчӗсемлӗ Перу çӗршывне, çӳллӗ тусемлӗ Боливие, çул çуккипе палăрса тăракан Аргентинăна тахçанччен манмӗç-ха. 8 пин ытла километр хыçа хăварса чи вăйлисем финиша çитрӗç. Ытти çулсенчипе танлаштарсан, кăçал чупуран вăл е ку сăлтава пула тухса ӳкекенсем самай ытларах пулчӗç, пур категорире те.

Çапах та «КАМАЗ-мастер» команда патнех таврăнар-ха. Çырчаллисем кăçалхине шутласан 15-мӗш хут çӗнтерчӗç «Дакарта». Тепӗр хут пӗтӗм тӗнчене пирӗн машинăсем чи хăватлине, шанчăклине, команда вăйлине, туслине кăтартса пачӗç. Эпир вӗсемпе мăнаçланатпăр!

Эдуард Николаев: «Эпӗ экипажа тата командăна хамăрăн пĕрлехи çĕнтерӳшӗн тав тăватăп. Пирӗншӗн хумханакансене те таймапуç, сирӗн тӗревӗре ăмăрту пуçламăшӗнченех туйса тăтăмăр. Хăш-пӗр кăткăс самантра эпир хамăр экипажшăн пӗтӗмпех вӗçленчӗ тесе те шутлакаласа илтӗмӗр, паллах. Анчах та, телее, техника та, хамăр та чăтрăмăр. Маншăн «Дакар» 40, «КАМАЗ-мастер» 30 тултарнă юбилейлă çул çӗнтерме пултарни - пысăк телей».

Айрат Мардеев: «Кăçалхи пек хӗрӳ ăмăрту, вăйлă конкуренци пулнине астумастăп. Çӗнтерӳшӗн тапаçланнипе пӗрлех çанталăкпа та кӗрешме тиврӗ. Ăмăрту пуçламăшӗнчех Перури чăтма çук шăрăхпа хăйăр кӗрчӗсем спортсменсенчен нумайăшӗшӗн шок пулчӗç. Унтан Боливири çӳллӗ тусемпе Аргентинăри çулсăрлăх чуна илчӗç. Кашни кун иртнинчен йывăрланса та йывăрланса пычӗ. Кăçалхи «Дакарта» пурте юлашки вăйран ăмăртрӗç. Кун пек чух финиша çитни пысăк телей. Пирӗн экипажшăн бронза бедуин çав тери хаклă».

Владимир Чагин: «Икӗ эрнене тăсăлнă кăткăс чупу ăнăçлă вӗçленнӗшӗн чӗререн савăнатăп. Çак вăхăтра эпир Раççей болельщикӗсен, командăн партнерӗсен умӗнче пысăк яваплăх туйса тăтăмăр. Кăçал йӗркелӳçӗсем хытă тăрăшни куçкӗрет. 40-мӗш юбилейлă маршрут хăйӗн экстремаллă кăткăслăхӗпе асра юлӗ. Эпир Раççей техники тата пирӗн автоспорт шкулӗ чи лайăххи пулнине юлашки кунччен пынă çивӗч кӗрешӳре тепӗр хут çирӗплетсе пама хавас. Çак çӗнтерӳ пирӗн команда 30 çул тултарнă çул пулни уйрăмах савăнтарать».

«КАМАЗ-мастер» командăна çӗнтернӗ ятпа РФ Президенчӗ В.В.Путин, ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов саламланă. Виçӗмкун каçпа çӗнтерӳçӗ-командăна чаплă лару-тăрура «Бегишево» аэропортра çывăх çыннисем, пуçлăхсем, болельщиксем кӗтсе илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев