News by date 26 August 2017
-
Туриста илӗртмелли вырăнсем чăвашсен пур
(Тимӗр Акташ. Шупашкар).Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн (ЧПГНИ) сотрудникӗсем августăн 18-мӗшӗнче Патăрьел тата Елчӗк районӗсенчи (Чăваш Ен) паллă вырăнсенче пулса курчӗç. Институт йӗркеленнӗренпе 87 çул çитнине çакăн пек паллă турӗç вӗсем. Экскурсие ЧПГНИ администрацийӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ тата Шупашкарти «Пегас» тулли мар яваплăхлă общество йӗркелерӗç. Институт представителӗсемпе...
-
Эрнелӗх гороскоп 28.08 - 03.09
ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере сиплевпе профилактика процедурисем тума тăрăшмалла, организм ăна лайăх йышăнӗ. Укçа-тенкӗ проблемисене татса параятăр. Пуçтарăнса кайнă ӗçсене çăмăллăнах пурнăçлама пулӗ. Юратнă çынпа хирӗçме пултаратăр, туйăмсене ирӗке ан ярăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Канупа романтикăлла хутшăнусен вăхăчӗ, çăлтăрсем тинӗс хӗррине кайма сӗнеççӗ. Унта сире ырă мыскара...
-
Халăх календарӗ – август, сентябрь
Августăн 26-мӗшӗ - лăпкă çил вӗрсен, лайăх çанталăка. Енчен те вăйлă çиллӗ-тӗк, сентябрь йӗпе-сапаллă пуласса. Тӗпсакайне, шăтăксемпе нӳхрепсене тирпейлемелли кун. 27-мӗшӗ - çулçă тăкăнма пуçлать. Тăрнасем кăнтăралла вӗçсе каяççӗ пулсан, октябрьте хӗл ларать. Тăрна картисем курăнмаççӗ-тӗк, хӗл ир килмест-ха. 28-мӗшӗ - çуллана ăсатса кӗркуннене кӗтсе илмелле. 29-мӗшӗ - Мăйăр Сăпасӗ....
-
Кун хыççăн кун
Август, 26 Хӗвел: тухать - 4.36, анать - 18.53, кун тăршшӗ - 14.17. Уйăх: тухать - 10.00, анать - 20.48. Халăхсен хушшинчи çара çерçисен каçӗ. Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Ăçта-тăр кайса канма аван кун. Çӗнӗ ӗç пуçламалла мар. Çак кун çуралнă: Земфира (1976). Август, 27 Хӗвел: тухать - 4.38,...