Халăх календарӗ – август, сентябрь
Августăн 26-мӗшӗ - лăпкă çил вӗрсен, лайăх çанталăка. Енчен те вăйлă çиллӗ-тӗк, сентябрь йӗпе-сапаллă пуласса. Тӗпсакайне, шăтăксемпе нӳхрепсене тирпейлемелли кун. 27-мӗшӗ - çулçă тăкăнма пуçлать. Тăрнасем кăнтăралла вӗçсе каяççӗ пулсан, октябрьте хӗл ларать. Тăрна картисем курăнмаççӗ-тӗк, хӗл ир килмест-ха. 28-мӗшӗ - çуллана ăсатса кӗркуннене кӗтсе илмелле. 29-мӗшӗ - Мăйăр Сăпасӗ....
Августăн 26-мӗшӗ - лăпкă çил вӗрсен, лайăх çанталăка. Енчен те вăйлă çиллӗ-тӗк, сентябрь йӗпе-сапаллă пуласса. Тӗпсакайне, шăтăксемпе нӳхрепсене тирпейлемелли кун.
27-мӗшӗ - çулçă тăкăнма пуçлать. Тăрнасем кăнтăралла вӗçсе каяççӗ пулсан, октябрьте хӗл ларать. Тăрна картисем курăнмаççӗ-тӗк, хӗл ир килмест-ха.
28-мӗшӗ - çуллана ăсатса кӗркуннене кӗтсе илмелле.
29-мӗшӗ - Мăйăр Сăпасӗ. Çак вăхăтра вăрманта мăйăр ӗлкӗрет, ăна пуçтарса хӗллене хатӗрлеме тытăнмалла.
30-мӗшӗ - çулçă тăкăнать. Ирхи тӗтре çӗре ансан, çанталăк лайăх пуласса.
31-мӗшӗ - ӗлӗк ут уявӗ шутланнă, çак кун лашана ӗçлеттермен, кантарнă, лайăх çитернӗ.
Сентябрӗн 1-мӗшӗ - кун ăшă, сывлăшра эрешмен карти вӗçет-тӗк тата 7 кун ăшă пулать-ха. Халăх календарӗпе Фекла. Чӗкӗнтӗр кăларма пуçламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев