News by date 27 January 2017
-
Хусанкай çуралнă çӗре аталантарма Иван Казанков 4 млрд тенкӗ укçа янă
Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗ йӗркелерӗ. Хальхи вăхăтра ăна Е.М.Чугунов ертсе...
-
Фарида концертӗнче «Вираж» шоу-балет ташлӗ
Шанчăклă хыпарçăсем пӗлтернӗ тăрăх, мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче иртекен Фарида концертӗнче «Вираж» шоу-балет ташлӗ. Ку ушкăн юрăçпа пӗрле ытти хуласенче те сцена çине тухать. Вăл шоу-балет пултарулăхне эсир 17.30 сехетре концерта килсен хаклама пултарăр. Хальлӗхе илемлӗ чăваш ташшине пăхма сӗнетпӗр.
-
Хусанкая халалласа видеоролик
Тутарстанри халăхсен Ассамблейи çумӗнчи Çамрăксен организацийӗн чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ те республикăра иртекен Хусанкай эрнине активлă хутшăнчӗ. Эрнипех Хусанти Туслăх Çуртӗнче Петӗр Хусанкайăн сăввисене илемлӗн вулассипе пысăк ӗç пычӗ. Пуçараканӗ Хусанти Культурăпа искусство институчӗн студенчӗ Марина Кудряшова. Çак акцие ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗсем, студентсем, ачасем, ытти кăмăл тăвакансем те хаваспах хутшăнчӗç....
-
Çӗпрел районӗ паттăрне чысларӗ
Çӗпрел районӗнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, кунта пурăнакансем кашнинпе тивӗçлипе мăнаçланаççӗ. Çак кунсенче район центрӗнчи Паттăрсен аллейинче икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройне, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьева асăнса митинг ирттерчӗç. Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин, район ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ А.Залялов, районти ветерансен...
-
Ку ялти качака кӗтӗвӗ часах ӗнесене хăваласа çитет
Тутарстан районӗнчи ялсем паян пурте пӗр йӗркепе аталанса пыраççӗ, уйрăмлăхсем тӗрлӗ сферăсенчи кăтартусемпе, республикăра ӗçлекен программăсене мӗнле шайра хутшăнса пурнăçланинче кăна. Хăшӗсем пуянрах, теприсем каярах юлса пыраççӗ. Пӗр ял хутлăхӗн тӗслӗхӗнчен те регионти ялсем еплерех аталанса пынине курма пулать. Çавăнпа вулакансене Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма шутларăмăр. Январӗн...
-
Александр Кăлкана Шупашкарта манса пыраççӗ пулмалла
Тутарстан чăвашӗсемшӗн иртнӗ эрне мероприятисемпе пуян пулчӗ. Чăваш литературин классикӗсене халалланăччӗ вӗсене. Вырсарникун Элкел районӗнчи Хусанкай-Сиктӗрмере П.П. Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне анлăн паллă турӗç пулсан, пӗр кун маларах Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре чăваш литературин тепӗр çăлтăрӗн Александр Дмитриевич Кăлканăн 105 çулхи юбилейне халалласа çӗнӗ Культура çурчӗ çине вырнаçтарнă асăну хăмине...
-
Çак конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет
Республикăра çулленхи «Çулталăк вӗрентекенӗ» конкурс пуçланчӗ. Кăçал çӗнӗлӗх те пур, уйрăм номинацие тăван чӗлхе тата литература вӗрентекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет. Анат Камăра 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатăн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Петровна Ильгузина та район конкурсне хутшăнчӗ. Мастер-класс, 4-мӗш класс ачисемпе «Кашкăр» темăпа урок кăтартрӗ. Чи...