Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанкая халалласа видеоролик

Тутарстанри халăхсен Ассамблейи çумӗнчи Çамрăксен организацийӗн чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ те республикăра иртекен Хусанкай эрнине активлă хутшăнчӗ. Эрнипех Хусанти Туслăх Çуртӗнче Петӗр Хусанкайăн сăввисене илемлӗн вулассипе пысăк ӗç пычӗ. Пуçараканӗ Хусанти Культурăпа искусство институчӗн студенчӗ Марина Кудряшова. Çак акцие ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗсем, студентсем, ачасем, ытти кăмăл тăвакансем те хаваспах хутшăнчӗç....

Тутарстанри халăхсен Ассамблейи çумӗнчи Çамрăксен организацийӗн чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ те республикăра иртекен Хусанкай эрнине активлă хутшăнчӗ. Эрнипех Хусанти Туслăх Çуртӗнче Петӗр Хусанкайăн сăввисене илемлӗн вулассипе пысăк ӗç пычӗ. Пуçараканӗ Хусанти Культурăпа искусство институчӗн студенчӗ Марина Кудряшова. Çак акцие ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пайташӗсем, студентсем, ачасем, ытти кăмăл тăвакансем те хаваспах хутшăнчӗç. Аталансем сăвă калакансене камерăпа ӳкерсе видеоролик хатӗрлес шухăш тытнă. Кӗçех ăна кашни кăмăл тăвакан социаллă сетьсенче курма пултарӗ.

Ирина Трифонова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев