News by date 27 May 2017
-
Юлашки шăнкăравран парне илсе таврăннă
Май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнчи шкулта юлашки шăнкăрав кунне уявланă. Шкул умӗнчи лаптăкра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ашшӗ-амăшӗсем тата килнӗ хăнасем пуçтарăннă. Салам сăмахӗпе Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ С.А. Дмитриев, шкул директорӗ Т.И. Капитонова, Наратлă ял канашӗн депутачӗсем тухса калаçнă. Ырă сăмахсене вӗрентекенсемпе ашшӗ-амăшӗсем те хушмасăр юлман. Чи пултаруллă вӗрентекенсене...
-
Рустам Минниханов: "Графикран кая юлса тăвăннă çуртсем пирки отчет кӗтетӗп"
Пурӗ Тутарстанра патшалăх харпăрлăхне тăлăх ачасене валли 251 хваттер илӗнни паллă. Хальлӗхе ӗç хучӗсене йӗркене кӗртнине пӗлтернӗ ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе комуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Алексей Фролов ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ канашлура. Çак канашлăва муниципаллă йĕркеленÿсемпе видеоконференципе çыхăнса ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ирттернӗ. Патшалăх программипе палăртнă тăрăх, çуртпа тивӗçтерме...
-
Пушарта тăватă çын пурнăçĕ татăлнă
Паян, май уйăхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Шупашкар хулинче пысăк пушар пулса иртнӗ. Ирхине 3.30 сехетре Чапаев урамӗнче пӗр хутлă йывăç çурт çунма тытăннă. Пушара сӳнтернӗ хыççăн пÿртре 37-ри хӗрарăмпа 3 ачан (4-ри, 6-ри тата 16-ри) кӗлеткине асăрханă. Хальлӗхе палăртнă тăрăх, çемье сӗрӗме пула вилнӗ.
-
Кун хыççăн кун
Май, 27 Хӗвел: тухать - 3.13, анать - 20.09, кун тăршшӗ - 16.56. Уйăх: тухать - 5.00, анать - 21.44. Пӗтӗм Раççейри библиотекăсен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 3-мӗш кун. Маларах планласа хунă япаласене туянма, кил-çурта тирпейлеме ăнăçлă кун. Çак кун çуралнă: Мария Шукшина (1967). Май, 28 Хӗвел: тухать - 3.12,...
-
Ульяновскри Акатуя Хусан делегацийĕ кайрĕ
Паян, майăн 27-мĕшĕнче мăсăльмансен Рамадан уйăхĕ пуçланать, тутарсем ураза тытма пуçлаççĕ. Чăвашсен вара акатуйĕсем пуçланнă. Ĕнер Слакпуçĕнче Пушкăртстан чăвашĕсен Акатуйĕ иртрĕ пулсан, паян Чĕмпĕрте Ульяновск облаçĕн Акатуйĕ иртет. Унта Пăва тата Хусан чăвашĕсен делегацийĕсем тухса кайрĕç. Вырăнти вăхăтпа 11 сехетре тытăнмалли уяв Çĕнтерÿ паркĕ çумĕнче иртет.