Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Рустам Минниханов: "Графикран кая юлса тăвăннă çуртсем пирки отчет кӗтетӗп"

Пурӗ Тутарстанра патшалăх харпăрлăхне тăлăх ачасене валли 251 хваттер илӗнни паллă. Хальлӗхе ӗç хучӗсене йӗркене кӗртнине пӗлтернӗ ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе комуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Алексей Фролов ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ канашлура. Çак канашлăва муниципаллă йĕркеленÿсемпе видеоконференципе çыхăнса ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ирттернӗ. Патшалăх программипе палăртнă тăрăх, çуртпа тивӗçтерме...

Пурӗ Тутарстанра патшалăх харпăрлăхне тăлăх ачасене валли 251 хваттер илӗнни паллă. Хальлӗхе ӗç хучӗсене йӗркене кӗртнине пӗлтернӗ ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе комуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Алексей Фролов ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ канашлура.
Çак канашлăва муниципаллă йĕркеленÿсемпе видеоконференципе çыхăнса ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ирттернӗ. Патшалăх программипе палăртнă тăрăх, çуртпа тивӗçтерме нумай ачаллă 50 çемьене сертификатсем хатӗрленӗ, унсăр пуçне 61 çамрăк çемьерен тăракан списока ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерствине янă. Вӗсемсӗр пуçне тата Чернобыльте пулнă çынсене (20), ирӗксӗр куçса килме тивнисене (13) тата Инçетри Çурçӗртен килнӗ çынсене (12) хваттер илме сертификатсем хатӗрленӗ.
Рустам Мнниханов ТР Стрительство министерствине тăвăнакан çуртсене тăтăшах тӗрӗслеме, графикран кая юлса пыракан объектсем çинчен, тунă ӗçсен объмӗсемпе отчет туса тăма хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев