News by date 27 December 2016
-
«Сбербанк» «Татфондбанк» клиенчӗсене 10 млрд тенкӗ укçа тӳленӗ
«Сбербанк» Тутарстанра декабрӗн 26-мӗшӗнче «Татфондбанк» клиенчӗсене 10 миллиард ытла укçа тӳленӗ. Банкăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, «Сбербанк» пӗтӗмӗшпе вкладчиксене 35 миллиард тенкӗ укçа памалла. Çапла май, укçасене пама пуçланă пӗрремӗш кунӗнчех банк пӗтӗмӗшле тӳлеврен виççӗмӗш пайне тӳленӗ те. Кунсăр пуçне хăш-пӗр банк уйрăмӗсен ӗç графикне 12-сехетлӗ тунă, ӗçченсен штатне ӳстернӗ. Черетре...
-
«Россельхозбанк» «Татфондбанк» вкладчикӗсене 12 сехет тӗлне 155 млн укçа тӳленӗ
«Россельхозбанк» декабрӗн 26-мӗшӗнче «Татфондбанк» вкладчикӗсене компенсаци укçине тӳлеме пуçланă. 12 сехет тӗлне 200 вкладчик 155 миллион тенкӗ илме пултарнă. Кун çинчен иртнӗ пресс-конференцире «Россельхозбанкăн» Тутарстанри филиалӗн директорӗн çумӗ Василя Муллина пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, «Татфондбанк» клиенчӗсенчен çурри вӗсен банкӗнче çӗнӗ счет уçать. «Россельхозбанк» пӗтӗмӗшпе вкладчиксене 1,4 миллиард тенкӗ укçа памалла.
-
«АК БАРС» Банк компенсаци укçисене тӳлеме пуçларӗ
«АК БАРС» Банк пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ку банк подразделенийӗсенче страховка укçине Хусанта, Мускавра, Санкт-Петербургра, Ӗпхӳре, Йошкар Олара, Чулхулара, Новосибирскра, Пермьре, Самарта, Саратовра, Екатеринбургра, Ижевскра тата Ярославльте пурăнакан «К» тата «Л» саспаллисемпе пуçланакан хушаматлă вкладчиксем илме пултараççӗ. Тӗплӗнрех компенсацисемпе çыхăннă ыйтусене банкăн (8 800 2005 303) тата АСВăн (8 800 200...
-
«ТАТФОНДБАНК» Президент тимлӗхӗнче
Рустам Минниханов республикăри право сыхлавӗн органӗсемпе ӗнер иртнӗ ларура вӗсене «Татфондбанк» ПАО клиенчӗсемпе вкладчикӗсем чӗнсе çырнисене пăхса тухма тата «Татфондбанкăн» яваплă çыннисем енӗпе мерăсем йышăнма хушнă. Вăл çак ыйтăва хăй тимлӗхӗнче тытассине пӗлтернӗ.
-
«Татфондбанкăн» вкладчикӗсем укçасăр юлмаççӗ
«Татфондбанк» вкладчикӗсен укçисене парас ӗçе хăвăртлатас шутпа «Ак Барс» банкăн ертӳçисем праçниксенче банкăн ӗç графикне улăштарма йышăннă. «Ак Барс» банк вкладчиксене пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа памалла. Декабрӗн 26-мӗшӗнче 649 вкладчик 320 миллион тенкӗ илнӗ. «Ак Барс» банк ПАО правлени председателӗн çумӗ Т.Жаркова каланă тăрăх, праçниксенче май пур таран...
-
Сасартăк татăлнă вӗçев
Декабрӗн 25-мӗшӗнче ирхине пулнă хăрушă та ăнланмалла мар синкер пирӗн халăхшăн, творчество çыннисемшӗн пысăк çухату. Сочи çумӗнче Хура тинӗсе ӳкнӗ ТУ-154 самолет çинче Александров ячӗллӗ çар ансамблӗсӗр пуçне 9 журналист, культура, общество ӗçченӗсем пулнă. Вӗсем яланлăхах пирӗн асра юлӗç. Трагедире пирӗн йăхташăн, Ӗпхӳре çуралса ӳснӗ чăваш каччи Максим Ивановăн та...