Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Татфондбанкăн» вкладчикӗсем укçасăр юлмаççӗ

«Татфондбанк» вкладчикӗсен укçисене парас ӗçе хăвăртлатас шутпа «Ак Барс» банкăн ертӳçисем праçниксенче банкăн ӗç графикне улăштарма йышăннă. «Ак Барс» банк вкладчиксене пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа памалла. Декабрӗн 26-мӗшӗнче 649 вкладчик 320 миллион тенкӗ илнӗ. «Ак Барс» банк ПАО правлени председателӗн çумӗ Т.Жаркова каланă тăрăх, праçниксенче май пур таран...

«Татфондбанк» вкладчикӗсен укçисене парас ӗçе хăвăртлатас шутпа «Ак Барс» банкăн ертӳçисем праçниксенче банкăн ӗç графикне улăштарма йышăннă.

«Ак Барс» банк вкладчиксене пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа памалла. Декабрӗн 26-мӗшӗнче 649 вкладчик 320 миллион тенкӗ илнӗ. «Ак Барс» банк ПАО правлени председателӗн çумӗ Т.Жаркова каланă тăрăх, праçниксенче май пур таран нумайрах вкладчика укçа парас тӗллевпе банк ӗç графикне улăштарать. Праçниксенче мӗнле ӗçлессине декабрӗн 30-мӗшӗччен пӗлтерӗç. «Татфондбанкăн» владчикӗсенчен нумайăшӗ « АК Барс» банкра юлаççӗ-мӗн.

Асăннă банкра укçа илес тесен вкладчикăн хăйпе пӗрле паспорт, страхлакан тӳлев пама ыйтса çырнă заявлени (ăна вырăнтах тултарма е сайтран илме пулать) пулмалла. «Татфондбанк» вкладчикӗсем хăйсен укçине декабрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа виçӗ уйăх илме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев