Аксу районĕнече пулмалли отчетпа суйлав Конференцине пăрахăçланин сăлтавĕ укçара мар
Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче Аксу ялӗнче ЧНКА Конференцийӗ иртесси пирки пирӗн пата та хыпар çитрӗ. «Сувар» хаçат та ун пирки пӗлтерчӗ. Çак хыпара илтсен эпӗ шухăша путрăм. Ӗлӗк Конференци Хусан хулинче иртекенччӗ, унта иртсен ытти районсенчен килме çăмăлрах, пӗтӗм ялсемшӗн çухрăмсем пӗр пекрех пулаççӗ.
Миçе çухрăм пулсан та, Конференци ăçта иртсен...