Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Аксу районĕнече пулмалли отчетпа суйлав Конференцине пăрахăçланин сăлтавĕ укçара мар

Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче Аксу ялӗнче ЧНКА Конференцийӗ иртесси пирки пирӗн пата та хыпар çитрӗ. «Сувар» хаçат та ун пирки пӗлтерчӗ. Çак хыпара илтсен эпӗ шухăша путрăм. Ӗлӗк Конференци Хусан хулинче иртекенччӗ, унта иртсен ытти районсенчен килме çăмăлрах, пӗтӗм ялсемшӗн çухрăмсем пӗр пекрех пулаççӗ. Миçе çухрăм пулсан та, Конференци ăçта иртсен...

Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче Аксу ялӗнче ЧНКА Конференцийӗ иртесси пирки пирӗн пата та хыпар çитрӗ. «Сувар» хаçат та ун пирки пӗлтерчӗ. Çак хыпара илтсен эпӗ шухăша путрăм. Ӗлӗк Конференци Хусан хулинче иртекенччӗ, унта иртсен ытти районсенчен килме çăмăлрах, пӗтӗм ялсемшӗн çухрăмсем пӗр пекрех пулаççӗ.
Миçе çухрăм пулсан та, Конференци ăçта иртсен те эпир пыма шухăш тытрăмăр. Анчах та тепӗр ыйту канăç памарӗ: Элмет районӗнчен миçе делегат, кам пире пуçтарса каять? Ӗлӗкхи çулсенче те ку ыйтăва Элмет ЧНК-и пурнăçа чăнласа кӗртмен, Патраклă ялӗнчен делегатсем нумайрах пулнă. Юлашки 3 хутӗнче Конференцие мана хутшăнма тӳр килчӗ. Унта мӗнле кайни çинчен каласан çынсем кулса çеç ирттерӗç е ман пекех шухăша кайӗç...

Анчах Аксăва каясси пулмарӗ. Акан 24-мӗшӗ умӗн пӗр-ик кун маларах начар хыпарсем килме пуçларӗç - çак кун Конференци пулмасть. Мӗнле-ха капла? Ăна вӗт 24-мӗш числора пулассине ЧНКА Совечӗ палăртнă, «Сувар» хаçатра пичетленӗ! Ялти çынсем, вӗсен хушшинче эпӗ те - Ерӗспел ялӗнче пурăнакан общественник, 30 çул ытла ял Канашӗн депутачӗ, чăваш, шкул директорӗ, чăваш чӗлхишӗн вăй хуракан, чăваш халăхӗпе савăнса пурăнакан, ăна çӳле çӗклеме унăн пахалăхне хапăлласа вăй хуракан этем - çакна ăнланмарăмăр. Пирӗн районсенче, чăваш халăхӗ пурăнакан ялсенче ман пек çынсем сахал-им? Манăн, вӗсен, мӗншӗн-ха Аксăва Конференцине кайма юрамасть? Конференци пулманнине укçа-тенкӗ çуккипе ăнлантаракансем те пулчӗç. Анчах та укçа-тенкӗпе хамăрăн вăйсене танлаштарни - вăл камăн-тăр вăйсăрлăхӗ! Эпир вӗт Конференцие ӗçсе çиме килместӗмӗр. Паян пирӗн йывăрлăхсем питӗ нумай, пӗр-пӗрин çине утланса пӗр-пӗрне тăма памаççӗ. Пӗри аяла, тепри çиеле тухса юлать. Мӗншӗн-ха çав проблемăсем сӳтсе явăнмаççӗ? Хăш-пӗр чăваш çавăн пекех шутлама пултарать: «Акă К.Яковлев Шупашкара урăх ӗçе куçса кайрӗ те, эпир тăлăха тăрса юлтăмăр». Теприсем вара çакăн пек те шутлама пултараççӗ: «Яковлев вырăнне урăх çын çук». Тата нумай-нумай шухăшсем тухса тăма пултараççӗ. Вӗсем мӗнле пулсан та, эпӗ акă мӗнле шутлатăп:

  1. К.Яковлев Шупашкара кайнă-тăк, унăн çанă тавăрса Чăваш Республикишӗн вăй хурас пулать;
  2. Конференцие кӗркуннене хăварни - ЧНКА вăйсăрлăхне кăтартать, вырăсла каласан кризис иккенне;
  3. Вăхăт хăвăрт шуса пырать. Мӗнле-ха темиçе уйăх ЧНКА хуçасăр пулмалла? Анат Камăри этеме вăхăтлăха председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлама хуни лайăх ӗçлеме, ыйтусене вăхăтра татса пама памасть-ши?
  4. Акан 24-мӗшӗнче суйлав тумаллаччӗ. Кандидатсем нумайрах пулни тата та аванрах. Суйлав умӗн кашни кандидат хăйӗн программипе паллаштармалла!
  5. ЧНКА-на вăйлă хумсем кирлӗ, унта вăй хуракан çынсем хушшинче те улшăнусем пулмалла. Çӗнӗ çынсем, вӗсен хушшинче çамрăксем пулни тата та аванрах пулӗччӗ.

Конференци пулмарӗ. Чăваш халăхӗн шухăшӗсем унта палăрмарӗç. Анчах та мӗнле-тӗр пӗчӗк пуху иртнӗ. К.Яковлев Н.Угасловпа унта Шупашкартан килсе çитнӗ. К.Яковлев мӗнле-ха вара икӗ республикăра ӗçлет? Шупашкарта та вăй хурать, кунта та ӗлкӗрет. Кăна ăнланма питӗ йывăр. Совет пухăвӗ икӗ сехет иртнӗ иккен, нимӗнле те пысăк ыйтусене те сӳтсе явман. Анчах, кашни çулах Конференцире те нумай ыйту пулать Нурлатри «Уяв» тата Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи «Учук» пирки... Унта çӗршер пин укçа тăкакланать, Аксăва килмелли çӗр делегата пăхма укçа тупăнман... Юрлани-ташлани кирлӗ, анчах та хамăр чӗлхепе усă курни, ăна вӗрентесси пӗрремӗш вырăнтан куçни, тепӗр темиçе çултан хыçала юлма пултарни мана пăшăрхантарать.

Акă пирӗн чăваш халăхӗн пӗр пуянлăх пур - вăл «Сувар» хаçат. Паянхи кун вăл çеç пире тӗрӗсрех пурăнма пулăшать. Районсемпе ялсенчен мӗнле кăна лайăх тӗслӗх çук. Хаçата хурлас текенсене те эпӗ пӗлетӗп. «Хаçата çырăнса илетӗр-и тесе ыйтсан çакăн пек хуравлаççӗ: «Çырăнман-ха, çырăнас пулать.» Анчах та çавăн пек çынсем хаçатра ӗçлекенсене вӗрентме пăхаççӗ мӗнле ӗçлемеллине, хăш ялсене каймаллине, мӗнле çырмаллине. Критиклеме çăмăл. Пӗтӗм шухăшсене пурнăçа кӗртме пулмасть, ун пек пулаймасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев