News by date 28 November 2016
-
Ертӳçӗн новатор пулмалла
Лайăх йӗркеленӗ ӗç кăна ăнăçу патне илсе çитернине аван пӗлет вăл. Кăçал унăн бизнесӗ 15 çул тултарчӗ. Çак çулсенче пултарулăх шухăшӗпе çунатланнăскер, вăл ниме пăхмасăр малалла та малалла ăнтăлнă, хăйӗн компанине ăнăçу çулӗ çине кăларнă. Шупашкарта вырнаçнă «Техник Универсал» ПФК продукцийӗ çӗршыври заводсене, оборона предприятийӗсене кирлӗ. Производство çӗршыв экономикине аталантарассишӗн...
-
Тăван Çӗршыва суйламаççӗ
Чӗмпӗр кӗпӗрнинче çуралса ӳснӗ паллă çын - Петр Васильевич Дементьев çинчен тӗрлӗ хаçат-журналта, кӗнекесенче халиччен сахал мар çырнă ӗнтӗ. Вăл генерал-полковник-инженер ятне илнӗ, нумай çул СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, ăна икӗ хутчен СССР Социализмла Ӗç Геройӗн ятне панă. Çаплах ăна тăхăр хутчен Ленин орденӗпе наградăланă, унсăр пуçне Ленин тата...
-
Эрех черкки чуна пăвать
Ӗлӗк ӗçекен çынран тӗлӗнетчӗç, халӗ - ӗçменнинчен», - тенине нумай ватă çынран илтме пулать. Çапла, майӗпен эрех ăшне путатпăр. Паянхи кун çав хаяр шӗвекпе этем шкул саккинчен пуçласах туслă. Чăвашстат пӗлтернӗ тăрăх, кӳршӗ республикăра çулталăк пуçланнăранпа авăн уйăхӗччен 300 яхăн çын эрех-сăра ӗçсе вилнӗ. Ытарлă каласан, пӗр ял пӗтнӗ. Çулталăк...
-
Эрнелӗх гороскоп 28.11-04.12
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Питӗ те ырă тапхăр, тӗлпулусем, ӗçлӗ калаçусемпе çулçӳревсем пысăк усă кӳрӗç. Декабрь пуçламăшӗнче хуть те мӗнле информаципе те тимлӗ пулăр, вăл пурнăçри çӗнӗ тапхăрăн уççи пулӗ. Мăшăрпа е бизнесри ӗçтешсемпе тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Юратса пăрахма пултаратăр. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Ку эрне юлташсемпе çыхăнусене...
-
Кун хыççăн кун
Ноябрь, 28 Хӗвел: тухать - 7.45, анать - 15.19, кун тăршшӗ - 7.34. Уйăх: тухать - 5.57, анать - 15.21. Халăх календарӗпе - Гурий. Çак кун юр çусан вăл çуркуннечченех ирӗлмест теççӗ. 40 куна тăсăлакан Раштав типпи пуçланать. Ноябрь, 29 Хӗвел: тухать - 7.46, анать - 15.18, кун тăршшӗ -...