News by date 29 March 2025
-
Мăсăльмансем Ураза-байрам паллă тăваççӗ
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов Ураза-байрам ячӗпе саламлать.
-
Раççей халăхӗсене халалланă викторина – акăлчанла
Раççей – нумай нациллӗ çӗршыв, хăйӗн историйӗпе, йăли-йӗркипе тата культурипе пуян. Çак пуянлăха ачасене туллин туйса илме пулăшас тӗллевпе кăрлач уйăхӗнче гимнази-интернатра Раççей халăхӗсене халалланă викторина ирттертӗмӗр. Акăлчанла иртнӗскере 4-мӗш класран икӗ команда хутшăнчӗ.
-
Об успехах «Народного инспектора»: «За сообщения о нарушении ПДД уже выплачено 200 тысяч»
Результаты работы обновленной версии приложения «Народный инспектор» доказали его эффективность. За сообщения о нарушениях правил дорожного движения выплачены уже более 200 тысяч рублей. «Татар-информ» напоминает, за что именно можно получить деньги в приложении.
-
Тыл ветеранӗ 100 çул тултарчӗ
100 çула çитиччен пурăнакансем питӗ сайра пулсан та хамăр хушăрах пур вӗсем. Аксу районӗнчи Кивӗ Киремет ялӗнче пурăнакан Александра Петровна Трофимова акă çак кунсенче хăй пӗр ӗмӗр тултарнине ачи-пăчипе, мăнукӗсемпе, кӗçӗн мăнукӗсемпе, çывăх тăванӗсемпе пӗрле чаплăн паллă турӗ. Хисеплӗ ватта, тыл ӗçченне саламлама Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Алмаз Мингулов та ятарласах килнӗ.
-
Рисовани урокӗнче юрă-кӗвӗ те пулăшать
«Декоративлă-прикладной ӳнер» пайне вӗреннӗ чухне вӗренекенсен илемлӗх туйăмне Городец, Хохлома, Жостов ăстисен ӗçӗсене пăхса ӳстермелле. Çак ăстасем тунă кирек мӗнле япала та капăр та илемлӗ.
-
В Татарстане по нацпроекту на модернизацию учреждений культуры направят более 370 млн
В 2025 году в Республике Татарстан реализуется федеральный проект «Семейные ценности и инфраструктура культуры» национального проекта «Семья». На проведение мероприятий в его рамках направят 371,16 млн рублей. Об этом сообщили в Минкульте РТ.
-
Вăрçă пуçланнине шанас килмерӗ...
Çăмăл мар çар офицерӗн профессине суйланă çынсем Ишлӗ-Матак ялӗнче (Çӗпрел районӗ) нумай. Çамрăккисем пурте тенӗ пекех паянхи кун ятарлă çар операцийӗнче. Вӗсенчен пӗри – Юрий Сергеевич Воробьев капитан. Хусанти Танк училищинчен 2018 çулта вӗренсе тухсан распределенипе Дон-çи-Ростов тăрăхӗнчи çар чаçне лекнӗскер, ятарлă çар операцине пирвайхи кунсенченех хутшăнать. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденне, «Çапăçура палăрнăшăн», «СВОна хутшăннăшăн» медальсене тивӗçнӗ. Ентеш-офицерпа вăл кӗске отпуска таврăннă вăхăтра калаçма май пулчӗ.