Рисовани урокӗнче юрă-кӗвӗ те пулăшать
«Декоративлă-прикладной ӳнер» пайне вӗреннӗ чухне вӗренекенсен илемлӗх туйăмне Городец, Хохлома, Жостов ăстисен ӗçӗсене пăхса ӳстермелле. Çак ăстасем тунă кирек мӗнле япала та капăр та илемлӗ.
«Иртнӗ саманари чаплă портретистсем» темăна вӗреннӗ чухне вӗрентекен ачасене вырăс художникӗсемпе, вӗсен пултарулăхӗн уйрăмлăхӗсемпе паллаштарать. Ачасене тăван çӗрӗн илемне туйма чаплă вырăс художникӗсен картинисем урлă вӗрентмелле.
Юмахсем е мифсем вуланă чух ачасен илемлӗх туйăмне аталантарма иллюстрациленӗ кӗнекесем пулăшаççӗ. Кӗнекесене тӗрлӗ художник иллюстрацилет, вӗсен пӗр тӗллев – çутçанталăк илемне, Тăван çӗршывăн аслăлăхне, ахаль çынсен хитрелӗхне кăтартасси.
Ачасем кӗнеке урлă нумай пӗлме пултараççӗ. Музыкăпа рисовани предмечӗсен хушшинчи çыхăну пысăк. Хамăн уроксенче час-часах паллă композиторсен хайлавӗсемпе усă куратăп. «Пейзаж – пысăк тӗнче» тема П.И.Чайковскин «Çулталăк вăхăчӗсем» музыка хайлавӗнчен пуçланать. Вӗренекенсем çурхи вăхăт илемне ӳкерчӗксенче кăна мар, урамра та кураççӗ, ăна музыка урлă та йышăнаççӗ. Кашни ӗçе юратса, илемлӗх туйăмӗпе тумалла.
Марина Валентиновна ЧУГАЙНОВА, ИЗО вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев