News by date 29 June 2017
-
Юхма Мишши Аксу районӗнче
Чăваш халăх академикӗ, çыравçи Юхма Мишши июнӗн 15-16-мӗшӗсенче Аксу районӗнче пулчӗ. Çак тăрăха çитсе килме вăл тахçанах ӗмӗтленнӗ-мӗн. Мӗншӗн тесен Саврăш паттăр çинчен сахал мар тӗпченӗ. Тинех Михаил Николаевич ТР ЧНКА çумӗнчи халăх академикӗсемпе таврапӗлӳçисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов чӗннипе çак тăрăха килчӗ. Академикпа пӗрремӗш тӗлпулу чи малтан Савгачево шкулӗнче...
-
Ял шанчӑклӑ алӑра!
Хамăр мӗнле условисенче пурăннине пӗлес тесен урăх региона кăна каймалла. Уйрăмлăха республика чиккинчен тухсанах куратăн. Пирӗн ялсем тирпейлӗ, çулсем яка, вӗр-çӗнӗ социаллă культура объекчӗсем... Ку вăл Павительствăн кăна мар, вырăнти влаçăн та тăрăшуллă ӗçӗ. Ял тирпейӗ чи малтан ӗçе йӗркелеме пӗлекен ял хутлăхӗн ертӳçисенчен килет-çке. Тутарстанри вырăнти хăйтытăмлăх системи Раççейре...
-
Хусан – футбол хули
Хусан вăл - футбол хули, туслăх шăратакан хуран. Кунта Хӗвелтухăçпа Хӗвеланăç культурисем пӗрлешсе пӗр-пӗринпе туслă пурăнаççӗ, тенӗ Халăхсем хушшинчи футбол федерацийӗн президенчӗ Джанни Инфантино июнӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ çурма финал матчӗ хыççăн. Спорт праçникӗ Хусанта туслă атмосферăра иртни лайăх реклама пулнине, çитес çулхи Тӗнче Кубокӗнче болельщиксене кунта килсе курмаллине каланине пӗлтерет...