News by date 29 December 2017
-
Тепӗр çул мӗнле пулать?
ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008) Йӗкехӳре çулӗнче çуралнисен 2018 çулта асăрхануллă пулмалла - хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ. Эсир хăвăр тăнăçлăха юратакан çын пулсан та, хăвăртан килмен сăлтавсемпе шăпах сирӗн татса пама тивет конфликтсене. Укçа-тенкӗ енчен çулталăк пуçламăшӗнче йывăртарах пулма пултарать. Йывăрлăха кӗрсе ӳкес мар тесен пӗр...
-
Пылчăк çăрма пăрахатпăр иккен
2017 çулта республикăри ялсен 373 урамне вак чул (тӗрӗсрех каласан, щебенкăллă ятарлă состав) сарнă. Çакăн валли бюджетран 1 миллард тенкӗ укçа уйăрнине хыпарлать ТР Транспор тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби. Çак технологие пула юлашки виçӗ çулта ялсенчи 2000 ытла урамра (пурӗ 900 километр) пылчăк çăрăлмасть, вӗсенчи çулсене пурне те вак...
-
Хӗл Мучи парни
(Александра Романова). Юрату - тӗлӗнмелле туйăм. Çӗр чăмăрӗ çинчи кашни çынах ун авăрне путма, пылак тутипе киленме ӗмӗтленет. Халиччен мăшăрне тӗл пулман çитӗннӗ çынсем темшӗн уйрăмах Çӗнӗ çул уявӗ умӗн Турă пӳрнӗ çынпа паллашма ӗмӗтленеççӗ. Уяв тӗлӗнтермӗшсем кӳрессе ӗненеççӗ. Светланăн хӗр-тантăшӗсем пурте качча кайса пӗтнӗ. Паян вăл çывăх юлташӗсем патне...
-
Пăвасем пуринчен те ирттереççӗ
Юлашки вăхăтра республикăри районсенче чăваш ачисемпе шкул тулашӗнче ӗçлени ытла сисӗнсех каймасть, шел пулин те. Аслăраххисем валли «Аталан» проект тупăнчӗ-ха, кӗçӗннисем вара хальлӗхе аппаланусăр тесен те юрать. Иртнӗ çулсенче хăш-пӗр районсенче чăваш центрӗсем чăрăш уявӗсем ирттеретчӗç, анчах хăшӗсенче малтанхи хӗрӳлӗх чакса пырать ахăр. Çак сăмахсене Пăва районӗ пирки çеç калама...
-
«Пилӗк минутсăр вун иккӗ»
Çăмартана, кишӗре тата çӗрулмине пӗçермелле те сивӗнсен шуратмалла, тасатмалла. Сухана, кишӗре, çӗрулмине тата тăварланă хăяра турамалла. Симӗс пăрçа, теркăпа хырнă панулми хушмалла, майонез тата тăвар хушса пăтраштармалла. Салата лап тӗплӗ турилкке çине шайба евӗрлӗ форма туса хумалла. Шуратнă çăмартасене икӗ пая касмалла, саррине кăларса илмелле те теркăпа хырмалла. Салат çине...
-
Пирӗн Прокопьевсем Суздальте çӗнтерчӗç
Декабрӗн 14-17-мӗшӗсенче Владимир облаçӗнчи Суздаль хулинче «Вера. Надежда. Любовь» çемье династийӗсен IX Халăхсен хушшинчи фестивалӗпе «Нумай нациллӗ Раççейри çемье» форум иртнӗ. Форум-фестиваль программи питӗ те анлă пулнă. Ӗçлӗ пайӗсӗр пуçне унта тӗрлӗ конкурссем, наци культурисемпе çыхăннă концертсем, ярмăркка-куравсем, юрă марафонӗсем, ачасемпе аслисем валли çӗнӗ çул уявӗпе çыхăннă мероприятисем тата ытти...