Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Пилӗк минутсăр вун иккӗ»

Çăмартана, кишӗре тата çӗрулмине пӗçермелле те сивӗнсен шуратмалла, тасатмалла. Сухана, кишӗре, çӗрулмине тата тăварланă хăяра турамалла. Симӗс пăрçа, теркăпа хырнă панулми хушмалла, майонез тата тăвар хушса пăтраштармалла. Салата лап тӗплӗ турилкке çине шайба евӗрлӗ форма туса хумалла. Шуратнă çăмартасене икӗ пая касмалла, саррине кăларса илмелле те теркăпа хырмалла. Салат çине...

Çăмартана, кишӗре тата çӗрулмине пӗçермелле те сивӗнсен шуратмалла, тасатмалла. Сухана, кишӗре, çӗрулмине тата тăварланă хăяра турамалла. Симӗс пăрçа, теркăпа хырнă панулми хушмалла, майонез тата тăвар хушса пăтраштармалла. Салата лап тӗплӗ турилкке çине шайба евӗрлӗ форма туса хумалла. Шуратнă çăмартасене икӗ пая касмалла, саррине кăларса илмелле те теркăпа хырмалла. Салат çине «сехет ӳкеретпӗр»: икӗ пая каснă çăмарта шуррисене салат хӗррипе хурса тухмалла, варрине теркăпа хырнă çăмарта сарри сапмалла, тикӗслемелле. Хӗрлӗ пăрăçран тăрăхсем касса кăлармалла, çăмарта шуррисем çине рим цифрисем «ӳкермелле». Стрелкисене те хӗрлӗ пăрăçранах тумалла.

6 çăмарта, 5-6 çӗр улми, 2 кишӗр, 2 тăварланă хăяр, 1 панулми, 1 пуç сухан, 1 стакан консервăланă симӗс пăрçа, 1 хӗрлӗ пăрăç, 150-200 г майонез, тăвар кирлӗ.

ВĂЛЧАЛЛĂ ТАРТАЛЕТКА

Пулла шăммисенчен тасатса турамалла та лимон сӗткенӗпе сапмалла. Пӗр 15-20 минут çаплах лартмалла - маринадлантăр. Унтан пулла, сыра тата шӗвӗ хăймана блендерпа пăтраштармалла - пӗр евӗрлӗ хутăш пултăр. Хутăша кондитер хутаçне тултармалла та тарталеткăсем çине пуса-пуса кăлармалла. Çиеле темиçе пӗрчӗ хӗрлӗ вăлча хумалла. Укроппа илемлетмелле.

150 г сахал тăварпа тăварланă лосось, 3 кашăк шӗвӗ хăйма (сливки), 100 г хӗрлӗ вăлча, 100 г шăратнă (плавленый) сыр, 6 тарталетка, çур лимон сӗткенӗ, укроп кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев