News by date 29 December 2018
-
Пăвасен Хӗл Мучийӗ вырăсла пӗлмест
Районти чăваш центрӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсенчен чылайăшӗ çакăнта иртет. Декабрӗн 28-мӗшӗнче кунта районсенчи шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисем пухăнчӗç. Чăрăш уявгне ертсе пыракансем те, сăвăсем те, юрри-ташши те, вăййисем те чăвашла кăна пулчӗç.
-
Чăвашсене парне пачӗç
Пăвасен Хусанти ентешлӗхӗ ыркăмăллăх акцине хальхинче тата анлăлатрӗ. Районти ваттисен канашне тата Чăваш наципе культура центрне Çӗнӗ çулпа саламласа ноутбуксем парнелерӗ.
-
ПӖРРЕМӖШ ЕРТӲÇЕ КАЯЛЛА ТАВĂРЧӖÇ
Аксу чăвашӗсем паян вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине суйларӗç.
-
КЛУБСĂР ТА ЮРЛАМА МАНМАН-ХА
10 çул клубсăр пурăннă Раккасси декабрӗн 28-мӗшӗнче Культура çуртне уçрӗ. Хăйӗн кун-çулне вăл харăсах икӗ мероприятипе тата çӗнӗ ансамбльпе пуçларӗ.