News by date 30 June 2017
-
Июлӗн 3-мӗшӗнче Хусанта митинг
Совет Союзӗн Геройӗ, летчик-истребитель Михаил Девятаев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа июлӗн 3-мӗшӗнче кăнтăрла 12 сехетре Хусанти юханшыв портӗнче митинг пулать. Мероприятие «Татфлот» генеральнăй директорӗ Сергей Викторович Жуков ертсе пырать, тесе пӗлтерет ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби. Михаил Девятаев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тыткăнран нимӗç самолечӗпе тарса...
-
Асăрханăр, ыран аслатиллӗ çумăр çăвать
ТР гидрометеорологи управленийӗ ыран , июлӗн 1-мӗшӗнче, ирхине тата кăнтăрла республикăра, Хусанта аслатиллӗ вăйлă çумăр, çил-тăвăл, вырăн-вырăнпа пăр çăвассине пӗлтерет. Çил çеккунтра 15-20 метр вӗрет.
-
Чăвашла кӗнеке кирлӗ-тӗк, Уява пыр
Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунӗнче, июлӗн 8-мӗшӗнче, Нурлат хулинче иртекен чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри Уявне кăçал Чăваш кӗнеке издательстви те хутшăнать. Издательствăн редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тăрăх, уява тин кăна тухнă çак кӗнекесене илсе килеççӗ: Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Хветӗр Агиверӗн «Йӗпхӳри сасă», Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын», Николай Терентьевăн «Суйласа илнисем»,...
-
Хусанта Олимпиада иртме пултарать-и?
Хусан хуть мӗнле шайри ăмăртăва , çуллахи Олимп вăййисем таранах, ирттерме пултарайнине каларӗ ӗнер РФ Патшалăх Думин физкультура, спорт, туризм тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн председатель çумӗ, паллă хоккеист Вячеслав Фетисов Хусанта журналистсемпе тӗл пулсан. Тӗнче шайӗнчи спорт ăмăртăвне кашни хулах ирттереймест-мӗн, тăкаклă пулнипе нумай çӗршыв йышăнаймасть. Комитет Тутарстана спорт сферинчи...