Чăвашла кӗнеке кирлӗ-тӗк, Уява пыр
Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунӗнче, июлӗн 8-мӗшӗнче, Нурлат хулинче иртекен чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри Уявне кăçал Чăваш кӗнеке издательстви те хутшăнать. Издательствăн редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тăрăх, уява тин кăна тухнă çак кӗнекесене илсе килеççӗ: Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Хветӗр Агиверӗн «Йӗпхӳри сасă», Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын», Николай Терентьевăн «Суйласа илнисем»,...
Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунӗнче, июлӗн 8-мӗшӗнче, Нурлат хулинче иртекен чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри Уявне кăçал Чăваш кӗнеке издательстви те хутшăнать.
Издательствăн редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тăрăх, уява тин кăна тухнă çак кӗнекесене илсе килеççӗ: Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Хветӗр Агиверӗн «Йӗпхӳри сасă», Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын», Николай Терентьевăн «Суйласа илнисем», «Тавралăх халапӗсем», «Чăваш пилӗсемпе кӗллисем», В.Каховскин «Происхождение чувашского народа», Анатолий Салминăн «Праздники, обряды и верования чувашского народа», Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», Елена Еньккан сăрласа илемлетмелли «Чăваш кӗпе-тумтирӗ». Унсăр пуçне Уявра ача-пăча кӗнекисене, чăваш çыравçисен хайлавӗсен пуххисене, тӗрлӗ словарь туянма та май пулать.
Тутарстанран тухнă Дмитрий Михлеев, Петӗр Хусанкай, Атнер Хусанкай, Валентина Тарават, Николай Андреев тата ытти çыравçăсен кӗнекисене илсе килеççӗ. Турра ӗненекенсем валли чăвашла тухнă православи кӗнекисем те пулаççӗ.
Тӗплӗнрех www.chuvbook.ru сайтра тата (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев