News by date 30 December 2018
-
ХУСАНТА ÇУЛ УКÇИ 27 ТЕНКӖ ПУЛАТЬ
Тарифсем енӗпе патшалăх комитечӗ Хусанти çул укçи çитес вăхăтра 27 тенке çитессине пӗлтерчӗ.
-
ТИНӖС ХУМӖПЕ ПӖР ТӖСЛӖ КУÇСЕМ
Икӗ çын хушшинче 10 утăм, эсӗ хăвăн 5 утăмна тунă хыççăн сана никам та кӗтсе илмерӗ пулсан, каялла çаврăнса кай тенине аса илчӗ. Вăл хăйӗн пӗрремӗш утăмне турӗ. Анжела ăна хирӗç килӗ-ши?
-
2019 - САРĂ СЫСНА ÇУЛӖ
Тӗнчери лару-тăру стабильлӗ пулать тесе шантараççӗ астрологсем. Кризис, паллах, сыхланса юлӗ-ха, çапах та финанс «шăтăкӗнчен» майӗпен тухса пырăпăр. Хăш-пӗр астрологсене ӗненес пулсан, çӗршывра культура революцийӗ пулма пултарать.
-
Эрнелӗх гороскоп 31.12 - 06.01
ТУ КАЧАКИН лайăх эрне, ăнăçу хыççăн ăнăçу пулӗ. ХӖРСЕМ лотерея билечӗ илсе пăхăр, выляса илес шанчăк пур. ЙӖКӖРЕШСЕН ку эрнере тунă йăнăшсене тӗпчесе шухăшсемпе пуçтарăнмалла.