Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ТИНӖС ХУМӖПЕ ПӖР ТӖСЛӖ КУÇСЕМ

Икӗ çын хушшинче 10 утăм, эсӗ хăвăн 5 утăмна тунă хыççăн сана никам та кӗтсе илмерӗ пулсан, каялла çаврăнса кай тенине аса илчӗ. Вăл хăйӗн пӗрремӗш утăмне турӗ. Анжела ăна хирӗç килӗ-ши?

Чăрăш лартас-ши е ӗçлӗ пулас та мар-ши тесе Костя темиçе кун иккӗленсе çӳрерӗ. Пӗрех Çӗнӗ çула кӗтмешкӗн никам та килмест: ывăлӗ – салтакра, Хусанта вӗренекен хӗрӗ те унтах савнийӗ патӗнче юласси пирки пӗлтерчӗ. Çавăнпа ӗçтешӗсемпе юлташӗсем чăрăш капăрлатни, ачисем епле хавхаланни пирки калаçнă чухне унăн чунӗ ыратрӗ. Костя пӗлтӗр те уяв каçӗнче пӗчченех телевизор курса, иртнӗ савăк кунсене аса илсе ларчӗ. Кăçал та çаплах пулӗ-ши?

Ачисем пӗчӗк чухне мӗнле хаваслă иртетчӗ Çӗнӗ çул... Пӗр уйăх малтан хатӗрленме тытăнатчӗç вӗсем. Чăрăшне те раштав пуçламăшӗнчех капăрлататчӗç. Юр çуса лартсанах Костя ачисем валли юр тăвайкки купалатчӗ. Пӳрте кӗмесӗр савăнса ярăнатчӗç Викăпа Дима! Вӗсем çеç-и? Урамри ытти шăпăрлан та кунӗпе вӗсен пӳрчӗ умӗнче кӗштӗртететчӗ. Юр кӗлеткесем те ăсталатчӗç, вӗсене сăрлатчӗç. Çӗнӗ çул умӗн кил умӗ юмах тӗнчине çаврăнатчӗ. Уйрăмах каçкӳлӗм, çурт умӗнчи гирляндăна çутсан, тӗлӗнмелле илемлӗччӗ. Пӳртре вара ачасем амăшӗпе пӗрле кӗштӗртететчӗç. Тӗслӗ хутран темӗн те пӗр ăсталатчӗç. Чун юратнă мăшăрӗн Вальăн алли ылтăнч­чӗ çав. Кирек епле ӗç те ăнăçатчӗ. Хăйех маскарад костюмӗсем çӗлетчӗ. Ялти хӗрарăмсем те ун патне пулăшу ыйтса килетчӗç. Вăхăт пур-и, çук-и – никама та хирӗçлемен Валя. Çӗрлеччен çӗвӗ машини умӗнче ларатчӗ.

Костьăна арăм енчен питӗ ăнăçрӗ. Валя ӗçкӗçсен çемйинчен пулнишӗн тиркешмерӗ. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест тесе ашшӗ-амăшӗ качча илтересшӗн марччӗ. Анчах хӗрӗ çывăх çыннисене хывмарӗ. Ачаран эрех-сăрана курайми пулса ӳснӗскер, хаяррине пӗр тумлам та ăша ямарӗ. «Эрех ӗçме вӗренме нумай кирлӗ мар, халех ан мухтан арăмупа», – тетчӗ вӗçӗмех Костьăн ашшӗ. Вăл йăнăшрӗ: Валя кайран та черк­ке алла тытмарӗ. 13 çул пӗр çăвартан сурса пурăнчӗ мăшăр. Çукран пур турӗ, килти çӳп-çапа урама кăлармарӗ.

Паянхи кун та тӗрӗс-тӗкелех пурăнмаллаччӗ те… Анчах шăпаран иртеймӗн. Пилӗк çул каялла усал шыççа пула Валя çӗре кӗчӗ. Куç умӗнче сӳнчӗ чечек пек хитре хӗрарăм. Ачисем пурнăç çулӗ çине тухайманччӗ, иккӗшӗ те шкулта вӗренетчӗç. Костя арăмне сыватас тесе ăçта кăна çитмерӗ-ши? Укçа та нумай пуçтарчӗ. Çук, çăлма май килмерӗ вилӗм аллинчен. Вальăна пытарнă хыççăн вăл чӗмсӗрленчӗ, пусăрăнчӗ. Пӗр вăхăт çăлăнăçа черкке тӗпӗнче те шырарӗ. Тăванӗсем пулăшнипе хăйне алла илме пултарчех. Çапах та пурнăç унчченхи пек шавласа юхмарӗ. Ашшӗ вӗçӗм салху пулнине кура ачисем те чӗрне вӗççӗн çӳрерӗç. Дима пӗрмай спортзалта тренировкăра вăхăта ирттерчӗ. Тухтăр пулма ӗмӗтленекен Вика кӗнекесенчен уйрăлмасăр урок турӗ. Çӗнӗ çул çывхарас умӗн чăрăш капăрлататчӗç-ха ачасем, анчах вăл та савăнăç кӳмерӗ. Уявсенче пушшех тунсăх пусса илетчӗ çемьене, вӗсен çухатăвӗ ӗмӗр тӳрленми суран пулса юлчӗ.

Арăмӗ вилсенех тепри алăк хыçӗнче тенӗ пекех, Костя патне паян тесен паян пурăнма килме хатӗр хӗрарăм пурччӗ. Пӗрре кăна та мар ун пекки. Мӗнех калăн: арçынӗ пăхмалăх та, ăмсанмалăх та пур, хуçалăхӗ тӗреклӗ. Çавăнпа та качча кайса ача çуратма ӗлкӗреймен хӗрсем те куç хыватчӗç ăна. Икӗ ачана пӗччен ӳстернине пӗлсен шеллерӗç, пулăшма та хатӗрччӗ. Анчах Костя никама та хăйӗн пурнăçне кӗртеймерӗ, пӗр каçлăх савнисене чунпа йышăнаймарӗ.

 

* * *

Хырăннă-çăвăннă хыççăн вăл яланхи пекех ӗçе кайма васкарӗ. Гаража тухса çăмăл машинине хускатрӗ. Заводра мас­терта ӗçлет Костя. Çулӗ инçех мар, укçа та аван тӳлеççӗ. Ачасемпе пӗрле чухне питӗ меллӗччӗ, вӗсене хăйсем тӗллӗн пăрахса хăварман, яланах пӗрле пулнă.

Паян завода студентсем килмелле, мас­терăн вӗсемпе экскурси ирттермелле. «Çамрăк кадрсене илӗртмелле, пысăк технологисене алла илме хавхалантармалла», – çапла калама юратать пуçлăх. Вӗсен заводӗнче çамрăксем ахаль те сахал мар-ха, çапах та тивӗçлӗ канăва тухакан ăрăва улăштарма кадрсем хатӗрлемелле. Студентсен ушкăнӗ шавласа пырса кӗчӗ цеха. Малтан ӗç условийӗсемпе паллашрӗç, çӗнӗ йышши хатӗрсем епле ӗçленине курчӗç. Йăлтах яланхилле пек, кун пек экскурси пӗрре мар ирттернӗ Константин Павлович. Анчах хальхинче тем пулчӗ, ăна мăшăр куç çурăмран пăраланине сисрӗ те чӗлхи çыхланчӗ, такăр çӗртех такăнчӗ. Юрать-ха, шӳте ăста çамрăксем кула-кула йышăнчӗç çакна. Çав куçсене таçта курнă пек, ытла çывăх çыннăнни пек туйăнчӗç. Аса илчӗ: ара, Вальăн куçӗсем вӗт кусем! Мӗнле манса кайнă-ха вӗсене? Тинӗс хумӗпе пӗр тӗслӗ вӗсем, пысăк, вăрăм куç харшиллӗ. Кулнă чухне хӗсӗнсе чеен пăхаççӗ.

Çав илӗртмӗш куçсен хуçи те мастера сăнарӗ. Ӗç тумӗпе те питӗ килӗшӳллӗ курăнать арçын, пиншакӗ айӗнчен çутă тӗслӗ кӗпе тăхăннă, çӳçне тирпейлӗн каснă... Çамрăксемпе яках калаçайманшăн та ăна айăпламарӗ, вăл чăн-чăн ӗç çынни. Ун пеккисем пушă сăмах вылятмаççӗ. Экскурси вӗçленсен ушкăна ертсе килнӗ преподаватель Анжела Николаевна ăшшăн йышăннăшăн тав турӗ. Тӗрӗссипе, паян унăн килмелле марччӗ кунта. Кӗтмен çӗртенех ӗçтешне улăштарма тиврӗ. Мастер ун çине мӗншӗн тӗсесе пăхнине ăнланмарӗ вăл, анчах ку ахальтен маррине чунӗпе туйрӗ.

Икӗ çын тӗл пулсан вӗсем пӗр-пӗриншӗн çут тӗнчене килнине епле ăнланмалла-ха? Шăпа çырни-и вăл е çук-и – кам пӗлет ăна? Тен, кашни кунах тӗл пулатпăр çавăн пек çынна, анчах чухламаннипех ăна çухататпăр-çке. Костьăпа Анжелăн мӗн тумалла-ха халӗ? Вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрне килӗштерчӗç, иккӗшӗ те пӗччен. Анчах ун пирки тав­çăраймаççӗ-ха. Çавăнпа Анжела: «Вăл авланнă», Костя: «Унăн упăшки пур», – тесе шухăшларӗç те никам та пӗр утăм та тумарӗ. Иккӗшӗ те пӗлеççӗ кам ăçта ӗçленине, кирлех-тӗк – шăнкравласа телефон номерне те ыйтма пулать. Ӗç вӗçленнӗ тӗле техникум умне чечекпе кайса тăма кам чарать Костьăна сăмахран? Кинора çапла тăваççӗ вӗт, пурнăçра мӗншӗн апла мар-ха? Мӗншӗн ытла хăюсăр-ши? Ытла чӗмсӗр-ши? Хăйсем вара кашни каçах çав тӗлпулăва аса илсе çывăрма выртрӗç.

Хӗллехи вăрăм каçсенчен пӗринче ахальтен тенӗ пек кăна Костя компьютер умне ларчӗ. Анжела ӗçлекен техникум сайтне уçрӗ, унта преподавательсен списокӗ кăна мар, сăнӳкерчӗкӗ те пур. Акă вӗсем – тинӗс хумӗпе пӗр тӗслӗ куçсем. Кăсăклăх ӳссе пычӗ, Костьăн çав хӗрарăм çинчен ытларах пӗлес килчӗ. Ку енӗпе социаллă сеть пулăшайӗ-и ăна? Интернетра ларма юратсах каймасть вăл. Çапах та ачисемпе ун урлă хутшăнать, скайппа калаçать. Акă, пур! Пулăшрӗ те. Унăн страницине шыраса тупсан мӗн тери савăнчӗ вăл. Сăнӳкерчӗксене уçса пăхрӗ. Мăшăрлă пулни пирки нимӗн те çырман Анжела. «Апла-тăк унăн упăшки çук», – иккӗленчӗ арçын. «Салам! Хăçан тепре экскурсие килетӗр?» – тесе çыру шăрçаларӗ те çывăрма выртрӗ. Икӗ çын хушшинче 10 утăм, эсӗ хăвăн 5 утăмна тунă хыççăн сана никам та кӗтсе илмерӗ пулсан, каялла çаврăнса кай тенине аса илчӗ. Вăл хăйӗн пӗрремӗш утăмне турӗ. Анжела ăна хирӗç килӗ-ши?

Хуравласса кашни кун кӗтрӗ, анчах Анжела соцсетьре пӗр эрне пулман. Тӗлӗнтермӗшсем шăпах кӗтме пăрахсан пулаççӗ иккен. Е шăпа пӳрнӗ телей çапла майпа шăл çӗмӗрсе кӗрет-ши? Анжела хуравпа пӗрле хăйӗн телефон номерне те çырнă. Ку пӗр утăм кăна мар, харăсах 5 утăм туни пулать вӗт! Костя çухалса кайрӗ: мӗн калаçмалла? Виçӗ кун шухăшласа çӳрерӗ.

Эпир ăс-тăн мӗн каласса итлес пулсан нихăçан та юратса кураяс çукчӗ. «Вăл мана килӗштермӗ», «Пирӗн нимӗн путли те пиçмӗ, кайран вăл мана пăрахӗ» тесе пӗтӗм пурнăç иртсе кайӗ. Ку айванла шухăшлав пулнине Костя та ăнланать. «Мӗн пулать те мӗн килет», – тесе вăл телефон номерне пусрӗ. Лини тепӗр вӗçӗнчи сасăран хаклăраххи уншăн нимӗн те çуккине ăнланчӗ.

 

* * *

Костя чăлантан коробка илсе кӗчӗ. Чăрăш капăрлатрӗ вăл, йăмăхакан теттесене туртса кăларчӗ. Унăн тинех пурăнас, йӗри-тавра илемлетес килчӗ. Чылайранпа çакăн пек туйăм хуçаланман унăн чунӗнче. Тем хушăрах урама гирлянда тухса çакрӗ. Эх! йӗпе юр çунă-тăк, юр кӗлетке те ăсталаса лартӗччӗ. Йăлтах ӗлӗкхи пек. Çӗнӗрен пурăнма тытăнма кая юлман-ха вăл, 40-ре кăна. Тепӗр хутчен ашшӗ пулма та хирӗç мар. Анжела килӗштӗрччӗ кăна. Вăл хирӗç пулмӗ, 35-рискер качча кайма та, амăшӗн телейне курма та ӗлкӗреймен-ха.

Кил-çуртра тирпейленӗ хыççăн Костя Анжелăна кӗтме çул çине тухрӗ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле Çӗнӗ çула уявлама калаçса татăлнăччӗ. «Юрать, çавăн чухне экскурсие эсӗ килтӗн», – терӗ Костя. «Сана вара мана шыраса тупнăшăн тавах», – хуравларӗ Анжела. Кӗçех кил-çурт­ра техӗмлӗ шăршă сарăлчӗ. «Хӗрарăм пурри мӗн тери аван иккен», – пăшăлтатрӗ Костя сӗтел хатӗрлеме пулăшнă май. Çынна телейлӗ пулмашкăн тепӗр çын кирлӗ. Ăна тупас тесен шăпана кăна шанса алă усса лармалла маррине, телейшӗн татăклă утăм тумаллине иккӗшӗ те ăнланчӗç. Асамлăхпа тулнă каç вăрттăн ӗмӗтсем пурнăçланнине курса капăр чăрăш та савăнчӗ.

Алина ИÇӖМПИ.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши