News by date 31 March 2018
-
Хиджаблă хӗрсем те чăвашла кӗрешесшӗн
Виçӗ регион, тăхăр команда, сакăвуникӗ спортсмен. Нурлат районӗнчи Ялавăрта кун чухлӗ нумай кӗрешекен пухăнманччӗ-ха. Черетлӗ Чăваш кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи турнирне малтанхи çулсенчи пекех ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн кӗрешсе ирттерчӗç. Вăл вырăнти тулли мар вăтам шкул спортзалӗнче иртрӗ, спортсменсем харăсах икӗ кавир çинче вăй виçрӗç. Ăмăртăва шкул ачисем...
-
Март уйăхӗнче хӗлле-тӗк, сентябрьте çулла
(Ирина Кузьмина).Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн наука сотрудникӗсем кăçал çулла типӗ те шăрăх çанталăк тăрасса шантараççӗ, тесе пӗлтерет news.mail.ru сайт. Анчах та 2010 çулхи пек аномальлӗ пулмасть-мӗн вăл, 2016 çулхине аса илтерӗ. Чи шăрăх кунсенче 34-35 градусран иртмӗ. Танлаштарма: 2016 çулта - 31-32, 2010 çулта - 40. Институтăн аслă...
-
Хусанти танк училищин черетлӗ выпускӗ
(Ирина Кузьмина. А. Главатских сăнӳкерчӗкӗ). Ӗнер Хусанти Аслă çар танк училищинче 122 курсант офицер званине илчӗ. Курсантсене хатӗрлемелли çӗнӗ программăпа вӗреннӗ пӗрремӗш выпуск ку. Çавăнпа малашне çар училищисенче курсантсем унчченхи пек пиллӗк мар, тăватă çул кăна вӗренсе офицер званине март уйăхӗнчех илӗç. Сăмах май, çӗнӗ программăпа вӗреннисен выпускӗ çӗршыври ытти...