News by date 31 March 2024
-
Пирӗн авторсем: эсир пуррипе хаçатăмăр пуян
«Сувар» хаçатăн пӗр номерӗ те штатра тăман авторсен материалӗсемсӗр тухмасть. Çакна асăрханă-и эсир, хаклă вулакансем? Чăнах та çапла вӗт. Редакци папки пӗрре те пушă тăмасть пирӗн: тӗрлӗ çӗртен тӗрлӗ хайлав вӗçсе килсех тăрать редакци почти урлă. «Суварпа» туслă çыхăну тытакан авторсене чӗререн тав тăвас килет: эсир пуррипе хаçат пуян, тӗрлӗ енлӗ, илемлӗ тухать. Паян вара, хаçатăн юбилейӗ умӗн, вулакансене чи хастар авторăмăрсемпе паллаштарас килет. Паллах, кунта хаçата çыракан пӗтӗм автор пирки каласа паман, вӗсем питӗ нумайăн пирӗн. Юлашки çулсенче «Суварпа» тачă çыхăну тытаканнисем вара шăпах çаксем. Тавтапуç сире, тусăмăрсем! Çак туслăх малашне те аталансах пытăрччӗ.
-
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
Пӗлтӗр хаçатăмăрта «Сувар» тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалласа темиçе тӗрлӗ конкурс та ирттертӗмӗр. «Юрататăп «Сувара» ятлине те. Унта хутшăнакансен хаçата халалланă хайлав (заметка, статья, тӗрленчӗк, очерк, сăвă тата ытти те) çырса ямаллаччӗ. Сăвă та, заметка та, статья та çыракан пулчӗ. Конкурса хаçатăн 30 çулхи юбилейне палăртас умӗн пӗтӗмлетме шантарнăччӗ. Конкурс комиссийӗ ӗçсене пăхса тухнă хыççăн çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ.
-
Пар аллуна, тăван хаçат «Сувар»!
Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн 1-мӗш номерӗ 1993 çулхи август уйăхӗнче кун çути курнă. 1994 çултан вара вăл эрнесерен тухма пуçланă. 30 çул Хусанта пичетленсе эрнесерен вулакан патне васкать вăл. Халӗ, чылайранпа ӗнтӗ, республикăри чăвашсем патне кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне те çитет. «Сувара» Чăваш, Пушкăртстан, Марий Эл республикисенче, Ульяновск, Самара, Челябинск, Ленинград облаçӗсенче çырăнса илсе вулаççӗ. Аса илер-ха хаçатăмăрăн малтанхи утăмӗсене.
-
Пурăн «Сувар» 100 çулччен
«Сувар» хаçат Хусанта çуралнă чăваш журналистикин йăлисене тӗпе хурса акă ӗнтӗ 30 çул республикăн пурнăçне тăван чӗлхепе çутатать. Регионти тӗрлӗ район чăвашӗсене пӗрле чăмăртакан хаçатăн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк, мӗншӗн тесен тăван чӗлхепе культурăна сыхласа малалла аталантарма пулăшать. Кунсăр пуçне кăçал «Шурăмпуç» журнал тухма тытăннăранпа та 105 çул çитрӗ. Хăйӗн 30 çулхи юбилейне «Сувар» мартăн 30-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче ирттерчӗ.