News by date 31 May 2017
-
Тăвăла пула ачасен футбол турнирне куçараççӗ
Июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвари тӗп стадионра «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн ирттермелли ачасен футбол турнирне июнӗн 2-мӗшне куçарнă. Сăлтавӗ - республика çине вăйлă çил-тăвăл çывхарса килни. Вăл Тутарстан çийӗн майăн 31 - июнӗн 1-мӗшӗсенче иртмелле. Синкертен ачасене упраса хăварас тесе район ертӳçисем турнира уяр çанталăклă куна куçарма йышăну тунă. Спортпа кăсăкланакансене июнӗн 2-мӗшӗнче...
-
Уявсен тапхăрӗ пуçланнă
Май уйăхӗнче вырăссен «Каравонӗ» республикăри халăхсен уявӗсен тапхăрне уçрӗ. Мероприятисен лаптăкӗсем кăçал Менделеевски, Лениногорск, Теччӗ, Мамадыш районсемпе Нурлат тата Çырчалли хулисем пулаççӗ: Июнӗн 3-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи Илнеть ялӗнче мари культурин «Семык» республика уявӗ иртет; Июнӗн 11-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Мордовская Кармалка ялӗнче мордва (эрзя) культурин «Балтай» уявӗ; Июнӗн 24-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи...
-
Сасартăк тăвăл тухсан
Паян, май уйăхӗн 31-мӗшӗнче МЧС-ран шторм асăрхаттарăвĕн хыпарӗ çитнӗ: июнӗн 1-мӗшӗнче кăнтăрлапа каç республикăра вырăнĕ-вырăнĕпе аслатиллӗ вăйлă çумăр, пăр, вăйлă çил (секунда 18-23 метр) пулма пултарать. Çавна кура МЧС управленийӗ çакнашкал сĕнÿсем парать: çанталăк пăсăлнă вăхăтра урамра пулсан электричество линийĕсем, йывăçсем, рекламăпа витрина стенчӗсем çумӗнчен кайма тăрăшăр. Сурансенчен сыхланса юлас...
-
Алтай тăрăхне торнадо çитнӗ (видео)
Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Алтай тăрăхӗнче çил-тăвăлпа пăр иртсе кайнă. Гришков ялӗ çумӗнче торнадона та асăрханă, телее кура вăл яла çаврăнса иртсе кайнă.
-
Пушкина чăваш чӗлхине куçарнă
Чăваш Республикин халăх поэчӗ Валерий Тургай поэзи юратакансене парне тунă. Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» типографире вырăс поэчӗн Александр Пушкинăн «А сердце оставляю вам» сăвăсен ярăмӗ çутта тухнă. Кӗнекере поэтăн паллă сăввисенчен 65-шӗ кенӗ: «Зимний вечер», «Анчар», «К морю», «Храни меня, мой талисман», «Я памятник воздвиг себе нерукотворный», «Кавказ» тата ыттисем те....
-
Çӗпрел районӗнче православи фестивалӗ иртет
Июнь уйăхӗн 10-мӗшӗнче 8.00 сехетре Кивĕ Çӗпрелĕнчи Сергий Радонежский храмӗнче литургия иртет. Ун хыççăнах, 11.00 сехетре православи фестивалӗ "ТРОИЦКИЕ НАПЕВЫ" уçăлать. Ку мероприяти Çӗпрел тăрăхӗнче иккӗмӗш çул иртет. Унта республикăри ушкăнсем пуçтарăнаççӗ. Программи те питӗ кăсăклă: халăх юррисем, ташă номерӗсем тата ыттисем те. «Пӗтӗм çынна ку уява йыхравлатăп, килсе фестивалӗ...
-
Слонсем вăрă профессине алла илнӗ
Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă. Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа кабинăна хобочӗпе çапнă. Водитель машинăра пӗччен кăна мар, арăмӗпе тата...
-
«ТАТМЕДИА» АО кăçал та пысăк парнесем вылянтарать
Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...