Пушкина чăваш чӗлхине куçарнă
Чăваш Республикин халăх поэчӗ Валерий Тургай поэзи юратакансене парне тунă. Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» типографире вырăс поэчӗн Александр Пушкинăн «А сердце оставляю вам» сăвăсен ярăмӗ çутта тухнă. Кӗнекере поэтăн паллă сăввисенчен 65-шӗ кенӗ: «Зимний вечер», «Анчар», «К морю», «Храни меня, мой талисман», «Я памятник воздвиг себе нерукотворный», «Кавказ» тата ыттисем те....
Чăваш Республикин халăх поэчӗ Валерий Тургай поэзи юратакансене парне тунă. Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» типографире вырăс поэчӗн Александр Пушкинăн «А сердце оставляю вам» сăвăсен ярăмӗ çутта тухнă.
Кӗнекере поэтăн паллă сăввисенчен 65-шӗ кенӗ: «Зимний вечер», «Анчар», «К морю», «Храни меня, мой талисман», «Я памятник воздвиг себе нерукотворный», «Кавказ» тата ыттисем те. Вӗсене, паллах, пурне те чăваш чӗлхине куçарнă. Çак сăвăсен пуххи Пушкинăн сăввисене чăвашла та вырăсла та пичетлесе кăларнă пӗртен-пӗр кӗнеке шутланать. Чăваш Енре пичетленсе тухнă Александр Пушкинăн çӗнӗ сăвă пуххи шăп поэтăн çуралнă кун умӗн çутта тухнине те палăртса хăвармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев