News by date 31 December 2017
-
Çӗнӗ çул ячӗпе саламлатпăр!
Тутарстанра тата унăн тулашӗнче пурăнакан мӗн пур чăваша Çӗнӗ 2018 çулпа саламлатпăр! 2017 çул тинех иртсе кайрӗ. Нумайăшӗнӗн вăл çăмăлах пулмарӗ-тӗр, çав шутра укçа-тенкӗ енчен те. Хаксем питӗ хăвăрт ӳссе пычӗç. Пирӗн хаçат та самай хаклăланчӗ. Çакна вулакансен шучӗ чакса пыни те систерет. Çапах та аптăрамастпăр, çӗнӗ куна шанчăкпа пăхатпăр....
-
Чăваш фермерӗ Экосистема-Эртил йышӗнче
Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Алексей Амосов фермер Çӗнӗ çултан çӗнӗлле ӗçлеме пуçланине пӗлтерет район сайчӗ. Чăваш фермера çак кунсенче Экосистема-Эртеле илнӗ иккен. "AGRARIUM" Цифрăллă Эртил- блокчейн системине тӗпе хурса ӗçлекен цифрăллă платформа. Фермершăн та, инвесторшăн та питӗ ансат мел, мӗншӗн тесен мӗнпур процеса уçăмлă та курăмлă тăвать. Фермер хăй...
-
Çӗнӗ çул Хусан тăрăх утать
Çулталăкри чи хаваслă уяв кунӗсенче Хусан хула çыннисемпе хăнасем валли кану мероприятийӗсем нумай хатӗрленӗ. Акă ӗнтӗ виççӗмӗш кун Remue Menage франци театрӗн тăватă метр çӳллӗшлӗ упа-пуканисем Хусанти парксенче представленисем кăтартаççӗ. Тӗнчипе паллă театра курса юлас тесен васкăр, паян Урицкий (15. 00 сехетре), Химиксен Культура çурчӗ патӗнчи «Хыр вăрманӗ» ( 18...