Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнӗ çул Хусан тăрăх утать

Çулталăкри чи хаваслă уяв кунӗсенче Хусан хула çыннисемпе хăнасем валли кану мероприятийӗсем нумай хатӗрленӗ. Акă ӗнтӗ виççӗмӗш кун Remue Menage франци театрӗн тăватă метр çӳллӗшлӗ упа-пуканисем Хусанти парксенче представленисем кăтартаççӗ. Тӗнчипе паллă театра курса юлас тесен васкăр, паян Урицкий (15. 00 сехетре), Химиксен Культура çурчӗ патӗнчи «Хыр вăрманӗ» ( 18...

Çулталăкри чи хаваслă уяв кунӗсенче Хусан хула çыннисемпе хăнасем валли кану мероприятийӗсем нумай хатӗрленӗ. Акă ӗнтӗ виççӗмӗш кун Remue Menage франци театрӗн тăватă метр çӳллӗшлӗ упа-пуканисем Хусанти парксенче представленисем кăтартаççӗ. Тӗнчипе паллă театра курса юлас тесен васкăр, паян Урицкий (15. 00 сехетре), Химиксен Культура çурчӗ патӗнчи «Хыр вăрманӗ» ( 18 сехетре) парксене каймалла, аса илтеретпӗр представлени тӳлевсӗр. Çаплах çанталăк кăшт сивӗтсен хула катокӗсе те ярăнма кӗтеççӗ. Кунсăр пуçне январӗн 8-мӗшӗччен Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнче уяв тӳремӗ ӗçлет. Ăна ТР Ял хуçалăх министерстви Татпотребсоюзпа тата Коопераци институчӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Хусансемпе хăнасем уяв тӳремӗнче тӗрлӗ конкурс, викторинăна хутшăнса приз илме тата тӳлевсӗрех шӳрпепе чей ӗçме тата хулари артистсемпе пӗрле ташлама, юрлама пултараççӗ. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев