Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Çумăрӗ ан çутăр тата техники чăттăр: Тутарстанра Вырма-2017 пырать

Ытти çулсемпе танлаштарсан, Элкел районӗнчи сиктӗрмесем кăçал тырçие эрнене яхăн кая юлса тытăннă. Августăн 4-мӗшӗнче кăна хире тухнă «Хузангаевское» ял хуçалăх пӗрлешӗвӗн комбайнӗсем. Тухăç вара кăçал иртнӗ çулхисенчен самай ирттерет. - Кӗрхи тулă («Марафон» сорт) гектартан 55 центнер тухать, - пӗлтерчӗ хуçалăх ертӳçи Евгений Чугунов савăнăçне пытармасăр. - Ку тăрăхра...


Ытти çулсемпе танлаштарсан, Элкел районӗнчи сиктӗрмесем кăçал тырçие эрнене яхăн кая юлса тытăннă. Августăн 4-мӗшӗнче кăна хире тухнă «Хузангаевское» ял хуçалăх пӗрлешӗвӗн комбайнӗсем. Тухăç вара кăçал иртнӗ çулхисенчен самай ирттерет.
- Кӗрхи тулă («Марафон» сорт) гектартан 55 центнер тухать, - пӗлтерчӗ хуçалăх ертӳçи Евгений Чугунов савăнăçне пытармасăр. - Ку тăрăхра ун пек тухăç хăçан илнине те маннă-тăр ӗнтӗ. Пирӗн çӗрсем чи лайăх çулсенче те 30 центнертан ытла паман. Кăçал вара нихçанхинчен ирттерет тырпул. Виçӗ кунра 7 пин тонна тырă кӗчӗ те ӗнтӗ. Кунне 2300-2400-шар тонна пухатпăр.
Çапах савăнма иртерех-ха. Тырă вăл пӳлмене кӗрсен кăна тухăç пек хисепленнине çӗр ӗçченӗсем лайăх пӗлеççӗ. Ку кӗркунне «Хузангаевское» хуçалăхăн 30 пин гектартан тырпул пухса кӗртмелле. Çӗрӗсем 4 районта сапаланнă - Спас, Алексеевски, Элкел тата Чистай çӗрӗсем çинче вӗлкӗшет хӗрлӗ ялав. Хирсенче пурӗ 42 комбайн ӗçлет, пурте хамăр çӗршывра туса кăларнисем. Нумай пулмасть тата 3 çӗнӗ хир карапӗ туяннă кунта. Çак кун Сиктӗрме-Хузангаево çывăхӗнче 27 комбайн ӗçлетчӗ. «Донăн» çӗнӗ модификацийӗсем хирсене лайăх тасатса пыраççӗ: хăвăртлăхӗ те пур, жаткисем те сарлака, бункерӗсем те çичшер тонна шăнăçтараяççӗ, кабинисенче - кондиционер. Ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи нӳр ӳкиччен тырă çапаççӗ. Техника кăна чăттăр. Комбайнерсен шалăвӗ те питӗ аван. Вӗсене укçине ӗçне кура тӳлеççӗ.
- Ак, ӗнер кăсăкланса шутласа лартăм: пӗр комбайнер кунӗпе 9 пин тенкӗ ӗçлесе илнӗ, пулăшаканӗ - 4,5. Çавăнпа та кунне 150-180-шар тонна тырă çапни пирӗншӗн нормăна çаврăна пуçларӗ, - тет Евгений Михайлович. - Тухăçа турттаракансем те маларах палăртнă тӳлевпе ӗçлеççӗ - тоннăшăн 30 тенкӗ. Вӗсен те сахал мар тухать. Тăрăшакансене лайăх тӳлес килет.
«Хузангаевское» хуçалăхра çынсем 31 ялтан ӗçе çӳреççӗ. Элкел районӗнче пурӗ 62 ял. Вахта автобусӗсем çынсене ӗçе турттараççӗ. Элкел районӗнчи çӗрсем çинче 400 çын ӗçлет, Алексеевски районӗнче - 400, Чистай районӗнче - 260.
Тырра вырса тăмасăр тӳрех çапаççӗ. Нӳр çук мар ӗнтӗ ун пек чухне. Ирхине вăл 18-19 процента çитет, кăнтăрла иртсен 16-та чакать. Юрать-ха, ку хуçалăхра хирсене десикаци тунă (ӳсен-тăранри фотосинтеза чарса тырра типме пулăшакан препаратсемпе сапни). Районти хăш-пӗр хуçалăхсенчи тырă нӳрӗлӗхӗ 26 процента çитнипе ăна çапаймасăр тертленеççӗ.

Кун чухлӗ тырра ăçта хурса пӗтересшӗн-ши вӗсем?
- Хамăр патра 70 пин тонна шăнăçтараякан кӗлетсем пур, - тет ертӳçӗ. - Алексеевски районӗнчи уйрăмра 15 пин тонна валли вырăн пур. Ыттине Марий Элри «Звениговский» хуçалăха выльăх валли ăсататпăр. Çапах хамăр та 1600 пуç ӗне сăватпăр. 3000 пин пуç выльăх шăнăçтаракан ферма тăватпăр. Çӗнӗ çула выльăх шутне 2 пине çитересшӗн. Алексеевски районӗнче Куркуль ялӗнче çӗнӗ выльăх-чӗрлӗх комплексӗ тăватпăр. Ăна сентябрӗн 1-мӗшӗнче хута ярасшăн. Вăл районта кашни ялта пӗр фермăччӗ. Ун пек контрольлеме йывăр, комбикормне те, çыннисене те. Çавăнпа та эпир йăлт пӗр вырăна пухас терӗмӗр. Сиктӗрме-Хузангаевăра сыр завочӗ тăватпăр. Çулла сӗт хакӗ чакать, çавăнпа та ăна хамăр тирпейлемесен тупăш сахал.
Лайăх тупăш илекен хуçалăхра ытларах çамрăксем ӗçлеççӗ. Яш-кӗрӗм ялта юлать. Патшалăх çурт-йӗр фончӗн программипе сиктӗрмесем çӗнӗ çуртсем тăваççӗ. Пӗлтӗр 72 тăваткал метрлă 10 çурта хута янă, унта çамрăк çемьесем пурăнаççӗ. Кăçал тата 10-шне туса пӗтереççӗ. Çӗнӗ кас майӗпен вăрăмланса Сиктӗрмепе Çӗньяла çывăхлатать. Икӗ яла пӗрлештерсе поселок туса хурас ӗмӗт пур çынсен. Çӗнӗ Сиктӗрмепе çыхăнтаракан çула тума тытăннă ӗнтӗ. Сиктӗрме патша вăхăтӗнче те тавра яла пӗрлештерсе тăнă, халӗ те тӗп яла çаврăнчӗ. Районти чăвашсен таврапӗлӳ музейне те йӗркелесе ярасшăн кунта. Культура ӗçченӗсем тырă выракансене концерт кăтартса савăнтараççӗ.
Кăçал çулла лайăх çанталăкпа савăнтармасть. Юрать-ха, кунта кукуруза акман. Кашни çул пиншер гектар çинче ӳстерекенччӗ вӗсем «хрущев çăкăрне». Кăçал пӗлнӗ пек, акас темен. Кукуруза акнă хуçалăхсем унран вăрлăх тăваймаççӗ-тӗр.

- Сыснасене ӳстерме соя шрочӗ кирлӗ, çавăнпа 2200 гектара соя акрăмăр. Çавăн пирки кăна пăшăрханатăп: ӗлкӗреет-и, çук-и? Ытти культурăсемшӗн савăнатăп кăна, - тет çамрăк ертӳçӗ. - Кăçал 140 гектар люпен акрăмăр. Вăл пăрçа йышши культура, анчах та пăрçа пек йăванмасть. Ăна лайăх вырса илсен малашне пăрçа вырăнне çак культурăна акасшăн.

Сиктӗрме таврашӗнчи 10 пин гектарти тырра 20 кунра пухса кӗртсе ытти районсенчи уйрăмсене пулăшма хатӗрленеççӗ ял ӗçченӗсем.
Алексеевски районӗнчи çӗрӗсем çине 1000 гектар сахăр чӗкӗнтӗрӗ акса пăхнă. Ăна Нурлатри сахăр заводне турттарӗç. Сахăр кондитер цехӗ валли тата сысна амисене кирлӗ, лавккара сутма та. Патока та, жом та выльăх-чӗрлӗх ӳстернӗ çӗрте ытлашши пулмӗç. Чӗкӗнтӗр кăларакан комбайн туяннă ӗнтӗ. Малашлăха çирӗппӗн ура ярса пусаççӗ сиктӗрмесем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев