News by date 10 August 2017
-
Çумăрӗ ан çутăр тата техники чăттăр: Тутарстанра Вырма-2017 пырать
Ытти çулсемпе танлаштарсан, Элкел районӗнчи сиктӗрмесем кăçал тырçие эрнене яхăн кая юлса тытăннă. Августăн 4-мӗшӗнче кăна хире тухнă «Хузангаевское» ял хуçалăх пӗрлешӗвӗн комбайнӗсем. Тухăç вара кăçал иртнӗ çулхисенчен самай ирттерет. - Кӗрхи тулă («Марафон» сорт) гектартан 55 центнер тухать, - пӗлтерчӗ хуçалăх ертӳçи Евгений Чугунов савăнăçне пытармасăр. - Ку тăрăхра...
-
Сиктӗрмесем юрла-юрла тырă выраççӗ
Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хузангаево ялӗн çывăхӗнчи хирсене космосла хăвăртлăхпа тыр-пултан тасатаççӗ. Вуншар çӗнӗ комбайн пӗр хирте ӗçлесе кунне 400-450 гектар пушанать. Çакă, паллах, «Хузангаевсикй» ял хуçалăх предприятийӗ вырмана лайăх хатӗрленнипе те çыхăннă. Çанталăк çумăрпа кансӗрлемесен тырăсене кунта 20 кунра вырса пӗтерме палăртаççӗ. Тухăçӗ те савăнтарать, вăтамран пӗр гектартан 50 центнер тырă...
-
Василий Иванч чей ӗçме чӗнет
Августăн 19-мӗшӗнче иртекен Шупашкар кунӗ кăçал интереслӗ пулассине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Программăна кӗртнӗ мероприятисенчен пӗри - «Чапай чей ӗçме чӗнет» проект. Вăл В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта 13-15 сехетсенче иртет иккен. Чапаев палăкӗ патӗнче 100 çул каяллахи тумтирпе паллашнисӗр пуçне ун чухнехи апат-çимӗçе тутанса пăхма тата Василий Иванч лашипе (шурă...
-
55 çул каялла Андриян Николаев космоса вӗçнӗ
Ыран, августăн 11-мӗшӗнче, Совет Союзӗн икӗ хутчен Геройӗ, летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» космос карапӗпе тӗнче уçлăхне вӗçнӗренпе 55 çул çитет. Çак паллă куна Шупашкарта паллă тумасăр хăвармаççӗ. Ирхине унăн палăкӗсем умне чечексем хураççӗ, митинг иртет. 14 сехетре вара оперăпа балет театрӗнче Андриян Николаева тата ытти космонавтсене халалланă курав уçăлать....
-
Шупашкара тӗрӗксем килеççӗ
РФ Культура министерствин, Раççей халăхӗсен культурин центрӗн, Шупашкар хула администрацийӗн тӗп мероприятийӗсен планӗпе тата ЧР Культура национальноçсен, архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе августăн 19-21-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раççей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раççейри тӗрӗк халăхӗсен фестивалӗ иртет. Шупашкарта фестиваль мероприятийӗсем харăсах темиçе площадкăра иртеççӗ. Çапах та тӗп площадка Хӗрлӗ тӳрем пулать. Кунта фестивале театрализациленӗ...