Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

55 çул каялла Андриян Николаев космоса вӗçнӗ

Ыран, августăн 11-мӗшӗнче, Совет Союзӗн икӗ хутчен Геройӗ, летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» космос карапӗпе тӗнче уçлăхне вӗçнӗренпе 55 çул çитет. Çак паллă куна Шупашкарта паллă тумасăр хăвармаççӗ. Ирхине унăн палăкӗсем умне чечексем хураççӗ, митинг иртет. 14 сехетре вара оперăпа балет театрӗнче Андриян Николаева тата ытти космонавтсене халалланă курав уçăлать....

Ыран, августăн 11-мӗшӗнче, Совет Союзӗн икӗ хутчен Геройӗ, летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» космос карапӗпе тӗнче уçлăхне вӗçнӗренпе 55 çул çитет.

Çак паллă куна Шупашкарта паллă тумасăр хăвармаççӗ. Ирхине унăн палăкӗсем умне чечексем хураççӗ, митинг иртет. 14 сехетре вара оперăпа балет театрӗнче Андриян Николаева тата ытти космонавтсене халалланă курав уçăлать. «1962 çулхи август уйăхне аса илер» çавра сӗтел хыççăн 16 сехетре çак театртах савăнăçлă мероприяти пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев