Василий Иванч чей ӗçме чӗнет
Августăн 19-мӗшӗнче иртекен Шупашкар кунӗ кăçал интереслӗ пулассине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Программăна кӗртнӗ мероприятисенчен пӗри - «Чапай чей ӗçме чӗнет» проект. Вăл В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта 13-15 сехетсенче иртет иккен. Чапаев палăкӗ патӗнче 100 çул каяллахи тумтирпе паллашнисӗр пуçне ун чухнехи апат-çимӗçе тутанса пăхма тата Василий Иванч лашипе (шурă...
Августăн 19-мӗшӗнче иртекен Шупашкар кунӗ кăçал интереслӗ пулассине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Программăна кӗртнӗ мероприятисенчен пӗри - «Чапай чей ӗçме чӗнет» проект. Вăл В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта 13-15 сехетсенче иртет иккен. Чапаев палăкӗ патӗнче 100 çул каяллахи тумтирпе паллашнисӗр пуçне ун чухнехи апат-çимӗçе тутанса пăхма тата Василий Иванч лашипе (шурă утпа) ярăнма та пулать-мӗн. Мероприятие йӗркелӳçӗсем палăк тавра тăрса «Чапая ытала» флешмобпа вӗçлеме хатӗрленеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев