Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Европа мар

Иртнӗ эрнере Хусанта Мускавпа Санкт-Петербургри тӗнпе светски аслă шкулӗсен специалисчӗсем Хусанти тӗн семинарийӗн студенчӗсем, преподавателӗсем, кăмăл тăвакансем валли лекцисем вуларӗç. Çавсенчен пӗри М.Ломоносов ячӗллӗ МГУн политологи факультечӗн профессорӗ, истори наукисен докторӗ, Раççейӗн Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗсенчен пӗри Сергей Вячеславович Перевезенцев пулчӗ. «XXI ӗмӗрти Раççей обществин пурнăçӗнчи преподобнăй Сергий Радонежскийӗн тӗнпе...

Иртнӗ эрнере Хусанта Мускавпа Санкт-Петербургри тӗнпе светски аслă шкулӗсен специалисчӗсем Хусанти тӗн семинарийӗн студенчӗсем, преподавателӗсем, кăмăл тăвакансем валли лекцисем вуларӗç. Çавсенчен пӗри М.Ломоносов ячӗллӗ МГУн политологи факультечӗн профессорӗ, истори наукисен докторӗ, Раççейӗн Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗсенчен пӗри Сергей Вячеславович Перевезенцев пулчӗ. «XXI ӗмӗрти Раççей обществин пурнăçӗнчи преподобнăй Сергий Радонежскийӗн тӗнпе пурнăç опычӗн пӗлтерӗшӗ» темăпа лекцине ноябрӗн 13-мӗшӗнче Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйин «Апостол» вырсарни шкулӗнче вуларӗ. Унччен маларах Хусанти тӗн семинарийӗнче «Раççей - çӗршыв-цивилизаци», «Вырăс ăнлавӗсем çурални (XV-XVI ӗмӗрсенчи вырăссен тӗнпе политика шухăшлавӗ)» темăсемпе лекцисем ирттерчӗ.

Сергей Перевезенцев истори наукисен сферинче пӗлтерӗшлӗ фигура шутланать. Вăл 400 ытла статьяпа 40 ытла кӗнеке авторӗ, историк, писатель, философ та, шухăшӗсемпе консерватор пек палăрса тăрать. Харпăр ӳсӗме шкулти вӗрентекенрен пуçланăскер, паян МГУн политологи кафедрин профессорӗ пулнисӗр пуçне 2012 çултанпа Раççейри Православи университечӗн историпе филологи факультечӗн (Çветтуй Иван Богослов ячӗллӗ Мускаври Православи институчӗ) деканӗ пулса ӗçлет. Сергей Перевезенцев историри пулăмсене, обществăн тӗнчекурăмне юлашки вăхăтра ытларах тӗн тата Раççей халăхӗн хăйевӗрлӗхӗ урлă ăнлантарса парать. Ак, мӗншӗн-ха пӗр япала çинех, калăпăр, Европа çыннисемпе танлаштарсан, эпир урăхларах пăхатпăр? Мӗншӗн вăйпа йышăнтарма шутланă ăнлавсене чунпа хирӗçлетпӗр? Мӗншӗн тесен эпир урăхла тӗнчекурăма ăша хывса ӳснӗ. Çапла, 90-мӗш çулсенче Европăпа Америка хуллен, куç хыçӗнче пире ют ăнлавсене йышăнтарма пăхрӗ. Ун чухне Раççей халăхӗ пысăк хăвăртлăхпа пӗтсе пыма пуçларӗ - йăлтах хамăрăн хаклăлăхсене çухатма пуçланипе. Паян çакна Украинăра куратпăр. Енчен те Раççей халăхӗ çак сӗрӗмпе анраса кайнă пулсан, Сергей Перевезенцев шучӗпе, паян эпир пӗтес патне çитеттӗмӗр. Ун сăмахӗсемпе, пӗрре пăхсан ниме тăман пулăмсемех пирӗн ăс-хакăла улăштарса çулран пăрма пултараççӗ. Паянхи Европăра, сăмахран, арçын ачапа хӗр ача хушшинче пысăк уйрăмлăх тума тăрăшмаççӗ - йăлтах пӗр арлăх ушкăнне кӗрекенсем хушшинчи мăшăрланăва хирӗçлес мар тӗллевпе, ятарласа çапла хăтланаççӗ. Пӗрре пăхсан тимлӗх уйăрма та кирлӗ мар унисекс модине те шăпах арлăх уйрăмлăхӗсене сирес тӗллевпе шутласа кăларнă. Çапла майпа Европа арçынпа хӗрарăмăн çутçанталăк панă уйрăмлăхне шăлса тикӗслет. Арçын паян «анне», хӗрарăм «атте» пулма пултарать. Раççей вара хальхи вăхăтра тӗнчипе те çак пулăма хирӗç тăракан çӗршывсенчен пӗри. Сергей Перевезенцев сăмахӗсемпе, Владимир Путин çӗршывра пӗр арлăхри çынсене мăшăрланăва кӗме ирӗк паракан закона йышăнма килӗшменнипех Европа пире хирӗç тăнă, уйрăмах Германи. Шăп çавăн хыççăн Ангела Меркель Раççее кая юлнă çӗршыв тесе питлесе санкцисем йышăнма шутланă. Ним те тăваймăн, ну, тарăхтаратпăр эпир Европăна хамăрăн консервативлă шухăшсемпе. Сергей Перевезенцев шучӗпе, шăпах çакă тытса тăрать те ӗнтӗ Раççей халăхне, православипе туптаннă тӗнчекурăм пи­рӗн никӗс пулса тăрать.
Акă мӗншӗн Сергей Перевезенцев хăйӗн наука статйи­сем­пе публицистика ӗçӗсенче вырăс цивилизацийӗн хăй­­­­тӗллӗнлӗхне çирӗплетме тă­­­рă­шать, историе православи ăнлавӗсен меслечӗсем ур­лă ăнланнин проблемисене тӗп­чет, истори пулăмӗсемпе процесӗсен содержанине уçса парать. «Историлле ата­ланăвăн тӗн факторӗсем» ăнлава та вăлах кӗртнӗ. Историри пулăмсене ăнлантарнă чухне экономика, политика, социаллă, çутçанталăкпа климат факторӗсене çеç мар, тӗне те шута илет. Тӗнпе политика шухăшӗсен концепцийӗн авторӗ те вăлах. Унăн ӗçӗсене Мускав тата пӗтӗм Раççей Патриархӗ Кирилл та пысăк хак панă: «Перевезенцева вуланă чух православи культурипе çыхăннă хамăр историйӗн тӗп тата никӗсӗнчи ăнлавӗсене пӗлмен çынсем Раççей шăпине улăштарма пултарнă истори процесӗсене те ăнланаймӗç», - тенӗ вăл.
Вырсарни шкулӗнчи лекци вырсарникун кăнтăрла 12 сехетре пуçланчӗ. Итлекенсем хушшинче ытларах чиркӗве çӳрекенсем пулчӗç, хăш-пӗри ачисене те илсе килнӗ. Сергей Перевезенцев лекцине тӗнчери паянхи лару-тăрăва тишкернинчен пуçларӗ. Ун шучӗпе, Раççейӗн никам çине пăхмасăр, хăй тӗллӗн аталанмалла. Раççей цивилизацийӗн йӗркеленӗвӗнче тӗп вырăнта географилле вырăн, анлă территори, этноссен тӗрлӗлӗхӗ тăрать. Çапах та, лектор шучӗпе, православи патшалăх йӗркелекен тӗн пулса Раççейре пурăнакан ытти халăхсемпе конфессисене хăй­­сен тӗнӗпе пурăнмашкăн ирӗк паракан гаранчӗ пулса тăрать. Вăл хӗсӗрлекен тӗн мар. Унтан вăл майӗпен наци шухăшлавӗсен хăйевӗрлӗхӗ, тӗнпе интеллект ориентирӗсен йӗркеленӗвӗ çине куçрӗ. Сергей Перевезенцев шучӗпе, Раççей обществине йӗркеленме çветтуй Сергий Радонежскийӗн сăнарӗ нумай пулăшнă. Итлекенсене унăн пурнăçӗпе тӗплӗн паллаштарса халăх аталанăвӗн никӗсӗнче унăн сăнарӗ пулмаллине каларӗ. Владимир кнеçпе Хаяр Иван патша пирки те унăн шухăшӗсене пӗлме интереслӗ пулчӗ. Çӗршывра Раççей нацине туса хурасси пирки те шухăшне пытармарӗ. Историк шучӗпе, Раççей нацийӗн пӗлтерӗшӗпе витӗмӗ çӗршыв гражданинӗ ăнлавран тухмалла мар, енчен те унăн «полномочийӗ» ытларах та сарăлсан, ку çӗршывра пурăнакан халăхсен уйрăмлăхне пӗтерсе хурать, вак халăхсем кун пек хăйсен культурипе чӗлхине çухатма пултараççӗ, хирӗçӳсем сиксе тухассипе те хăрушă - революци пуçланма пултарни таранах. «Пирӗн мӗн пуррине упрама тăрăшмалла, совет тапхăрӗнчи историе кăна аса илер, пиртен пӗр совет халăхне тума тăрăшни лайăхпа вӗçленмерӗ. Халӗ те апла пулмӗ. Чечняна илер, эсир паянтан Раççей нацийӗ пулатăр тенине мӗнле йышăнӗç вӗсем? Паллах, хирӗç тăрӗç, мӗншӗн тесен вӗсем чеченсем. Хальхи лару-тăру вара вӗсене тивӗçтерет, Раççей тытăмӗнче тăрса та вӗсем чеченсем пулса юлаççӗ. Пӗр халăх та хăй ятне çухатма килӗшмӗ. Кун пирки шутламаллах», - терӗ Сергей Перевезенцев.
Юлашкинчен Сергей Перевезенцев итлекенсен ыйтăвӗсене хуравларӗ. Кашнинех тулли те пур енлӗн тивӗçтерекен хурав пама тăрăшрӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев