News by date 21 November 2016
-
Европа мар
Иртнӗ эрнере Хусанта Мускавпа Санкт-Петербургри тӗнпе светски аслă шкулӗсен специалисчӗсем Хусанти тӗн семинарийӗн студенчӗсем, преподавателӗсем, кăмăл тăвакансем валли лекцисем вуларӗç. Çавсенчен пӗри М.Ломоносов ячӗллӗ МГУн политологи факультечӗн профессорӗ, истори наукисен докторӗ, Раççейӗн Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗсенчен пӗри Сергей Вячеславович Перевезенцев пулчӗ. «XXI ӗмӗрти Раççей обществин пурнăçӗнчи преподобнăй Сергий Радонежскийӗн тӗнпе...
-
100 çултан та пулăпăр
«Россия - Культура» телеканалта «Россия - моя любовь» телекăларăм уçнă. Черетлӗ кăларăмра вӗсем çӗршывра пурăнакан чăваш халăхӗ, унăн историйӗпе йăли-йӗркисем, тӗнӗ, культури пирки каласа пама йышăннă. Ун валли Тутарстанри Аксу районӗнче кӗске кинорепортаж ӳкернӗ. Калăпăшлă темăна сӳтсе явма Мускавран Тутарстанри чăваш писателӗсен союзӗн председательне Николай Михайлович Сорокина чӗнсе илнӗ. Ентешӗмӗр...
-
Юристсем валли
Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанра тепӗр аслă шкул хута кайрӗ. РФ Генеральнăй прокуратурин академийӗн филиалне - Хусанти юридици институтне уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа РФ Генеральнăй прокурорăн пӗрремӗш çумӗ Александр Буксман хутшăнчӗç, пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. Академин регионсенчи уйрăмӗсенчен Хусанти тăваттăмӗш пулать. Филиалсем Санкт-Петербургра, Иркутскра, Крым Республикинче ӗçлеççӗ. Институтра 100 студент...
-
Тăванлаштаракан çӗр çинче
Анатолий Малышевăн «Туйпăлхав», «Тăванлаштаракан çӗр»поэмисене вуланă хыççăн пуçа килнӗ шухăшсем ЧӲК Шур-çарансем пирте пит анлă, Ăçта çырма - унта пӗве. Вăрман айне кӗрсе пытаннă Чăнла ӗмсе выртать Сӗве. Вăрман хӗрри, Кив Çурт таврашӗ, Сăрт çамкинче чӳк йăмрисем, Кăвайт çинче пиçет чӳк ашӗ: Ик вăкăр пуснă элшелсем. (Пӗри - чӳке, тепри...
-
Вăт çынна аван ту
1980-мӗш çулсенче Шупашкар хулинчен Чӗмпӗр тăрăхне таврăнма тӳр килчӗ. Тутарстанпа кӳршӗллӗ районри пысăк яла ӗçе вырнаçрăмăр. Шупашкара кайса хӗнпе пурăнма ӗçе вырнаçнăччӗ, хам валли пӳлӗм илме те май пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм, хăйӗн кӗвӗçлӗхне çӗнтерейменнине пула, мана ӗçрен тытăнса килнӗшӗн, канмалли кун ӗçе кайнăшăн, ӗçре хама усал тытманшăн тата тӗрлӗ сăлтавсем...
-
Эрнелӗх гороскоп 21.11. - 27.11
СКОРПИОН 24.X - 22.XI Ку эрнере проблемăсем нумай пулсан та вӗсене хăвăр тӗллӗнех татса паратăр. Анчах çывăх çыннăр сирӗн пулăшусăр ӗç кăлараймӗ. Ноябрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа спортпа аппаланма пуçласан аван пулӗ, уйрăмах ку кăштах çӳхелме шутланисемшӗн усăллă пулӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Çак тапхăрта çивӗч ыйтусемпе ӗçлемелле мар, вăхăта канса, лăпкăн...
-
Кун хыççăн кун
Ноябрь, 21 Хӗвел: тухать - 7.32, анать - 15.27, кун тăршшӗ - 7.55. Уйăх: тухать - 23.14, анать - 12.52. Пӗтӗм тӗнчери салам кунӗ. Пӗтӗм тӗнчери телевидени кунӗ. РФ налог органӗсен ӗçченӗн кунӗ. Бухгалтер кунӗ. Халăх календарӗпе - Михаил. Йывăçсене пас тытни - хӗлле юр нумай пуласса. Ноябрь, 22 Хӗвел:...