Юристсем валли
Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанра тепӗр аслă шкул хута кайрӗ. РФ Генеральнăй прокуратурин академийӗн филиалне - Хусанти юридици институтне уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа РФ Генеральнăй прокурорăн пӗрремӗш çумӗ Александр Буксман хутшăнчӗç, пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. Академин регионсенчи уйрăмӗсенчен Хусанти тăваттăмӗш пулать. Филиалсем Санкт-Петербургра, Иркутскра, Крым Республикинче ӗçлеççӗ. Институтра 100 студент...
Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанра тепӗр аслă шкул хута кайрӗ. РФ Генеральнăй прокуратурин академийӗн филиалне - Хусанти юридици институтне уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа РФ Генеральнăй прокурорăн пӗрремӗш çумӗ Александр Буксман хутшăнчӗç, пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. Академин регионсенчи уйрăмӗсенчен Хусанти тăваттăмӗш пулать. Филиалсем Санкт-Петербургра, Иркутскра, Крым Республикинче ӗçлеççӗ. Институтра 100 студент харăс вӗренме пултарать, педагогсем - 12-ӗн.
Саламлă сăмахӗнче Александр Буксман Тутарстан ертӳçисене тав турӗ, ун сăмахӗсемпе, аслă шкул Рустам Миннихановăн пуçарăвӗпе уçăлнă. «Кунта вӗрентӳ процесне çӳллӗ шайра йӗркелеме мӗн кирли йăлтах пур. Урăх çӗртен вӗренме килекенсем валли хăтлă 32 номер, 25 вырăнлăх парковка хатӗр. Преподавательсен йышне те çирӗплетнӗ. Вӗсем пурте профессионалсем. Вӗсен тарăн пӗлӗвӗ вӗренекенсене те кирлӗ шайра хатӗрлеме пулăшасса шанатăп», - терӗ Генеральнăй прокурорăн çумӗ.
Рустам Минниханов та хаклă хăнана тав туса тутарстансен пуçарăвне йышăннăшăн тав турӗ. «Хусанти юридици шкулӗн историйӗ 200 çул каялла пуçланнă. Пирӗн опыт пуян, йăласем çирӗп. Эсир шаннине тӳрре кăларма тăрăшăпăр», - терӗ республика ертӳçи.
Рустам Минниханов сăмахӗсемпе, çӗнӗ институтра паха вӗрентӳ процесне йӗркелемелле, çӗршыва пысăк квалификациллӗ специалистсем кирлӗ. Закон йышăнасси те улшăнсах тăрать. Çавăнпа та Хусанта çӗнӗ вӗрентӳ заведенийӗ уçни, Президент шучӗпе, республикăшăн та, Раççей субъекчӗсемшӗн те усăллă пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев