Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Китайла та вӗрентеççӗ

( Вера Александрова). Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнă çӗре çӗршывра çӗнӗ шкулсем уçăлни тахçанах йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ялсенче, шел те, ачасен шучӗ çулран çул чакса пырать, çавна пула вӗренӳ çурчӗсем хупăнни те сайра мар. Хуласенче вара пачах тепӗр майлă - шкулсенче, ача сачӗсенче вырăн çитменни çивӗч проблема. Влаçсем ыйтăва татса парас...

( Вера Александрова). Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнă çӗре çӗршывра çӗнӗ шкулсем уçăлни тахçанах йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ялсенче, шел те, ачасен шучӗ çулран çул чакса пырать, çавна пула вӗренӳ çурчӗсем хупăнни те сайра мар. Хуласенче вара пачах тепӗр майлă - шкулсенче, ача сачӗсенче вырăн çитменни çивӗч проблема. Влаçсем ыйтăва татса парас тесе тăрăшмаççӗ мар - çулсерен унта е кунта çӗнӗ вӗрентӳ учрежденийӗ уçăлать.

Кăçал та Пӗлӳ кунӗ тӗлне Раççейре 79 çӗнӗ шкул уçăлчӗ. Çакăн пирки Ярославльте иртнӗ Пӗтӗм Раççейри уçă урок вăхăтӗнче РФ Президенчӗ В.В.Путин пӗлтерчӗ. Маларах çӗршывăн Премьер-министрӗ Д.А.Медведев кăçал çулталăк вӗçлениччен пурӗ 170 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени уçăлмалли пирки хыпарланăччӗ, вӗсенче 100 пин ача вӗренме пултарать-мӗн. Кăçал партăсем хушшине пурӗ 15,5 миллион вӗренекен ларнă, çакă пӗлтӗрхипе танлаштарсан 1 миллиона яхăн ытларах.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанра тăватă шкул уçăлчӗ: Çӳлту салипе Çырчаллинче пӗрер тата Хусанта иккӗ. Хусанти 180-мӗш номерлӗ нумай профильлӗ полилингвальнăй гимназие уçнă çӗрте эпир те пулса куртăмăр.

Çӗнтерӳ проспекчӗн вӗçӗнче вырнаçнă шкула Советски районӗнче пурăнакансем тахçантанпах кӗтнӗ. Çичӗ çул каялла социаллă ипотека программипе çакăнта хута янă 10 çуртра, тӗпрен илсен, пӗтӗмпех çамрăк çемьесем пурăнаççӗ, кашни çемьерех вăтамран 2-4 ача. Ку тăрăхра çывăхра пӗр шкул та çукчӗ халиччен. Ачасен тӗрлӗ шкулсене транспортпа çӳреме тивнӗ. Ачисене аякри шкулсене леçсе-кайса илсе халтан кайнă ашшӗ-амăшӗ çак шкула вӗсенчен те ытларах кӗтнӗ тени тӗрӗсех. Хула мэрӗ, республика Президенчӗ патне мӗн чуль çыру çырман-ши вӗсем, депутатсем патне миçе хутчен хăвăртрах çӗнӗ шкул тума пуçламашкăн пулăшма ыйтса пыман-ши - кун пирки хăйсем кăна пӗлеççӗ. 2015 çулхи апрельте шкул тума палăртнă тӳреме стройтехника килсе ӗçлеме пуçласан нумайăшӗ малтан хăй куçне хăй ӗненмерӗ. Строительсем кунсерен ӗçлеме пуçласан вара кашнин чунӗнче шанăç çуралчӗ. Çӗнӗ шкул куç умӗнче ӳссе-ӳссе пычӗ, шăп кăçалхи вӗренӳ çулӗ пуçланнă тӗле строительсем хăйсен ӗçне вӗçлерӗç.

Пӗлӳ кунӗнче çӗнӗ гимнази пуçласа 980 ача валли хăйӗн алăкӗсене уçрӗ. Çӗнӗ вӗренӳ учрежденине уçма ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Людмила Огородова, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Энгель Фаттахов тата ытти пуçлăхсем килчӗç.

Р.Н.Минниханов ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшне çӗнӗ шкул уçăлнă, çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнă ятпа саламларӗ. «Паян эпӗ иккӗмӗш çӗнӗ шкул уçнă çӗре хутшăнатăп. Кунта киличчен Çырчаллинче çакăн пекех пысăк вӗренӳ çурчӗ уçрăмăр. Пирӗн тӗп тӗллев - ачасене аталанса конкурентлă пулма условисем туса парасси. Ку шкул хальхи вăхăт ыйтнине пур енчен те тивӗçтерет, кирли пӗтӗмпех пур кунта. Сире çитӗнӳсем сунатпăр, гимнази чи малтисен йышне кӗтӗр, ачасем ăнăçуллă пулччăр!» - терӗ вăл, гимназие вӗренӳ оборудованийӗ туянма сертификат парнеленӗ май.

Хусан мэрӗ И.Р.Метшин та пурне те пӗлӳ кунӗпе саламларӗ, çак шкула тунă строительсене тав турӗ, ачасене лайăх вӗренме сунчӗ.

Л.М.Огородова пухăннисене РФ вӗрентӳпе наука министрӗн саламне вуласа пачӗ: «Сентябрӗн 1-мӗшӗ вăл яланах харпăр олимп юхăмӗнчи çӗнӗ тапăр пуçламăшӗ. Шанатăп, паян космоса, тарăн океансене парăнтаракансен, пысăк ăсчахсен, инженерсемпе гуманитарисен çӗнӗ ăрăвӗ çуралать. Вӗрентӳпе наука системи çакă пурнăçлантăр тесе хăйӗнчен килнине пӗтӗмпех тăвӗ. Уяв ячӗпе пурне те!»

Пӗрремӗш шăнкăрав янăранă хыççăн çӗнӗ гимнази директорӗ И.И.Саяхов шкулпа паллаштарчӗ. Хăнасемпе журналистсем библиотекăра, вӗренӳ пӳлӗмӗсенче, столовăйӗнче пулса курчӗç, спорт залӗнче гимнастикăпа аппаланакан хӗрачасемпе кӗрешӳçӗ арçын ачасен пултарулăхне, бассейнра çамрăк ишевçӗсен ăсталăхне курса киленчӗç. Акт залӗнче пысăк концерт йӗркеленӗччӗ.

1224 вырăнлă шкулта ку вӗренӳ çулӗнче 980 ача вӗренӗ, мӗншӗн тесен 9, 10 тата 11-мӗш классене вӗренме илмен хальлӗхе. Çакна тин уçăлнă вӗренӳ заведенийӗн ку çул вӗçӗнче тухса каякан классене кăлармашкăн лицензи çуккипе çыхăнтараççӗ. Тепӗр çул вара çӗнӗ гимназие аслă классене каякансене те вӗренме илӗç. Кашни класра пилӗкшер параллель уçма палăртнă пулин те, 1-мӗшпе 3-мӗш класа каякансен шучӗ сӗре пысăк пулнипе ултшар класс уçма тивнӗ кăçал - кашнинчех 30 ытла ача.

Çӗнӗ шкулта пӗтӗмпех çӗнӗ пулни паллă ӗнтӗ. Сӗтел-пукан та кунта трансформер, цифрăллă лабораторисемпе лингафонлă установкăсем те çителӗклӗ, сасă тата видео çыртаракан студисем, икшер спортзал тата бассейн, хореографи залӗ, 560 куракан вырнаçмалăх акт залӗ, 436 лармалли вырăнлă столовăй, стоматологипе медицина пӳлӗмӗ, спорт площадки... Гимназири вӗрентӳ системи икӗ тӗп направленипе аталанӗ: чӗлхесем тата информаципе технологисем. «Полилингвальный» тени нумай чӗлхесем вӗренме май пулнине пӗлтерет. Кунта та акăлчан чӗлхисӗр пуçне вӗренекенсем китай, араб, турккă, испан тата француз чӗлхисене вӗренме пултараççӗ. Сăмах май, акăлчан чӗлхине кӗçӗн классенченех вӗренме пуçлаççӗ пулсан, 5-мӗш класран пуçласа пӗр хӗвелтухăç чӗлхине вӗренесси обязательнăй программа шутланать. Ашшӗ-амăшӗсенчен ытларахăшӗ хăйсен ачисене китай чӗлхине вӗрентесшӗн-мӗн...

Çӗнӗ шкул уçăлни аван, паллах. 180 № гимназире вӗренме пуçланă ачасем савăнса пӗтереймеççӗ. Пӗр енчен кунта пӗтӗмпех çӗнӗ, интереслӗ, тепӗр енчен килтен аякра мар. Ăс-тăна, пултарулăха аталантарма пӗтӗм çул уçă. Ырă çул пултăр эппин!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев