News by date 8 September 2017
-
Хусанта – çăлтăр çумăрӗ!
(Ирина Трифонова). Августăн 5-мӗшӗнче Хусан çăлтăр çумăрӗ айне пулчӗ тесен те йăнăш мар. Çăлтăр тенине кунта тӗнчипе паллă ют çӗршывсемпе Раççей киноактерӗсемпе кинематографисчӗсем тесе ăнланмалла. Николай Досталь режиссер тата сценарист (жюри председателӗ), РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, çыравçă, легендарлă Володя Шарапов рольне вылянă Владимир Конкин (сăмах май, вăл фестиваль церемонине ертсе...
-
Кăçал пултартăмăр!
( Майя Игнатьева). Элмет республикăра нефть хулин статусне тивӗçлипе çӗнсе илчӗ. Çавăнпа та çулсерен сентябрӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче нефтьпе газ промышленноçӗн ӗçченӗсен кунне элметсем пуринчен чаплăрах ирттереççӗ. Кăçал та çаплах пулчӗ. ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов та çак куна нефтяниксен хулинче ирттерчӗ, çӗнӗ объектсем уçнă çӗре, тӗрлӗ мероприятисене хутшăнчӗ. Сăмах май, кăçалхи программа...
-
Китайла та вӗрентеççӗ
( Вера Александрова). Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнă çӗре çӗршывра çӗнӗ шкулсем уçăлни тахçанах йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ялсенче, шел те, ачасен шучӗ çулран çул чакса пырать, çавна пула вӗренӳ çурчӗсем хупăнни те сайра мар. Хуласенче вара пачах тепӗр майлă - шкулсенче, ача сачӗсенче вырăн çитменни çивӗч проблема. Влаçсем ыйтăва татса парас...
-
Туслăх мӗнрен пуçланать?
( Константин Малышев) Алешкин Саплăкпа Тутар Саплăк хушшинче ӗнтӗ 15 çул ытла хăйне евӗр кӳлӗ пур, ӗлӗк унта пӗчӗк кăна Анаткас çырми юхса выртнă, вăл Чӳк çырмине юхса кӗнӗ. Тутарсемпе чăвашсен хушшинчи чикӗ евӗрех пулнă вăл, хӗр е власть уйăракан ял каччисем çавăнта тӗл пулса «калаçнă» теççӗ. «Унăн пӗр çыранӗнчен...