Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта – çăлтăр çумăрӗ!

(Ирина Трифонова). Августăн 5-мӗшӗнче Хусан çăлтăр çумăрӗ айне пулчӗ тесен те йăнăш мар. Çăлтăр тенине кунта тӗнчипе паллă ют çӗршывсемпе Раççей киноактерӗсемпе кинематографисчӗсем тесе ăнланмалла. Николай Досталь режиссер тата сценарист (жюри председателӗ), РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, çыравçă, легендарлă Володя Шарапов рольне вылянă Владимир Конкин (сăмах май, вăл фестиваль церемонине ертсе...

(Ирина Трифонова). Августăн 5-мӗшӗнче Хусан çăлтăр çумăрӗ айне пулчӗ тесен те йăнăш мар. Çăлтăр тенине кунта тӗнчипе паллă ют çӗршывсемпе Раççей киноактерӗсемпе кинематографисчӗсем тесе ăнланмалла. Николай Досталь режиссер тата сценарист (жюри председателӗ), РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, çыравçă, легендарлă Володя Шарапов рольне вылянă Владимир Конкин (сăмах май, вăл фестиваль церемонине ертсе пыраканӗсенчен пӗриччӗ), çамрăкран та çамрăк Светлана Светличная, никампа танлаштарайми, илӗртӳллӗ Ольга Остроумова, вӗçкӗнрех те хăйнеевӗр Марат Башаров, виçесӗр талантлă та сăпайлă Сергей Маховиков, тапса тăракан энергиллӗ, хамăр ял ачи евӗр Кирилл Плетнев, Хусанта çуралнă паллă продюсер Рубен Дишдишян, тутар юрăçи Эльмира Калимуллина тата ытти паллă çынсем хутшăнчӗç Хусанти XIII халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивальне (XIII ХХМК) уçнă çӗре. «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче иртрӗ вăл. Кино, музыка, талант, илем - йăлт пӗрлешӗнсе кайса асран тухми уява çаврăнчӗ çак мероприяти.

Кинофестивале уçнă çӗре кăçал ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăнчӗ. Сăлтавӗ пысăк вара. Республика ертӳçи «Раççей - Ислам тӗнчи» стратегилле ушкăн председателӗ пулнă май, кинофестивальте ун йышăнăвӗпе уйрăм блок йӗркелесе номинацисем палăртнă. Рустам Минниханов форума хутшăнакансене саламласа конкурсра пурне те ăнăçу сунчӗ.

Раççей Муфтийӗсен канашӗн председателӗ, XIII ХХМК президенчӗ Равиль Гайнутдин муфтий шейх тӗн йӗркисене пăхăнса сăмах каларӗ, мăсăльман кинофестивальне ниçта та мар, Тутарстанра йӗркелесе янипе мăнаçланнине пӗлтерчӗ.

Фестивале уçнă хыççăн сцена çине пӗрин хыççăн тепри паллă актерсемпе режиссерсем тухрӗç. Владимир Конкин Хусан Кремлӗнчи православипе ислам тӗнӗсен тӗп символӗсене - мечӗтпе чиркӗве çӗршыва хӳтӗлесе тăракан витязьсемпе танлаштарчӗ, Иран кинематографисчӗсен ушкăнӗн представителӗ Алиреза Шахрохи Бирмăра пыракан юнлă тытăçусем пирки асăнса çӗр çинче тăнăçлăх кирлӗлӗхӗ пирки калаçрӗ, «Наш проповедник» (Египет) кино режиссерӗ Магди Ахмед Али мăсăльман киновӗсене кăтартакан çӗршыва килнипе тӗлӗннине пӗлтерчӗ, мӗншӗн тесен вӗсен патӗнче ăна хирӗççисем нумай. Унтан майпа усă курса вăл Рустам Миннихановран номинацишӗн парăнакан преми калăпăшне ӳстерме ыйтрӗ. Сергей Маховиков куракансене «Журавли» юрăпа, Марат Башаров тутарла юрласа савăнтарчӗç. Кирилл Плетнев кино пахалăхӗ, пӗр-пӗрне илтме пӗлни пирки хавхаланса калаçрӗ. Ун умӗн сцена çине пӗртăван пиччӗшӗпе шăллӗ Калуцкихсем тухнăччӗ, актер шучӗпе кинора та акробатикăри пек пурнăçпа вилӗм хушшинчи пек пулмалла, йăнăшма юрамасть, йăнăшрăн - вилӗм е ӗмӗрлӗхе сусăр юлатăн. РФ тава тивӗçлӗ артисткисене Ольга Остроумовăпа Светлана Светличнаяна курнипех савăннăччӗ те, калаçнине итлеме тата интереслӗрех пулчӗ. Ăс - чи пысăк илем, тесе ахальтен каламаççӗ пуль.

Саламлакансем йышлăн пулчӗç мероприятире. Кашниех фестивалӗн девизӗ тӗрӗс те вырăнлă пулнине, вăл чăнах та культурăсене, халăхсене пӗрлештернине палăртрӗ. Хусанти кинофестиваль тӗнчешӗн, миршӗн, тӗнпе искусство хутшăнăвӗсемшӗн кирлӗ пулнине çирӗплетрӗç. Мероприятие хатӗрленӗ концерт номерӗсем вара яланхи пекех çӳллӗ шайра пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев