Туслăх мӗнрен пуçланать?
( Константин Малышев) Алешкин Саплăкпа Тутар Саплăк хушшинче ӗнтӗ 15 çул ытла хăйне евӗр кӳлӗ пур, ӗлӗк унта пӗчӗк кăна Анаткас çырми юхса выртнă, вăл Чӳк çырмине юхса кӗнӗ. Тутарсемпе чăвашсен хушшинчи чикӗ евӗрех пулнă вăл, хӗр е власть уйăракан ял каччисем çавăнта тӗл пулса «калаçнă» теççӗ. «Унăн пӗр çыранӗнчен...
( Константин Малышев) Алешкин Саплăкпа Тутар Саплăк хушшинче ӗнтӗ 15 çул ытла хăйне евӗр кӳлӗ пур, ӗлӗк унта пӗчӗк кăна Анаткас çырми юхса выртнă, вăл Чӳк çырмине юхса кӗнӗ. Тутарсемпе чăвашсен хушшинчи чикӗ евӗрех пулнă вăл, хӗр е власть уйăракан ял каччисем çавăнта тӗл пулса «калаçнă» теççӗ. «Унăн пӗр çыранӗнчен теприне сиксе каçма та пулатчӗ», - аса илеççӗ кунти пенсионерсем.
Пурăна-киле пӗчӗк çырма çӗре чава-чава тем тарăнăш çырансем йӗркеленӗ. Çав çырмана пула аслă çул та ишӗлме пуçланă. Геодезистсем саплăксене Чӳк çырмине пӗвелеме сӗнеççӗ. Пысăк дамба хӗлӗпе те çăвӗпе самай шыва упракан пулса тăрать. Ялти шыв юратакан кайăк-кӗшӗкӗн юратнă вырăнне çаврăнать пӗве. Сăртра каçпа çамрăксем пухăнса ларкалаççӗ.
2017 çулхи çулла вӗçленеспе Саплăкра пурăнакансем кунта кану вырăнӗ йӗркелеме шутлаççӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев пӗлтернӗ тăрăх, тутарсемпе чăвашсене пӗр яла пӗрлештерекен вырăна «Туслăх кӳлли» ят пама йышăннă. Çак ялтан тухнă Çӗпрел район пуçлăхӗ Александр Шадриков та ку шухăша ырланă, ӗçре тӗрев пама пулнă.
Çапла тытăнать хӗрӳ ӗç. Темиçе кун хушшинчех кӳлӗ хӗрринчи çурма утрав пек лаптăка çӗр турттарса тикӗслеççӗ, пысăк беседка, сцена туса хураççӗ. Районти предприятисем, ялти фермерсем, усламçăсем кăмăлпах йӗркелӳ ӗçӗсенче пулăшнă. Сăрт çине «Туслăх кӳлли» тесе аслă çул çинченех курăнакан пысăк баннер çакса хураççӗ. Чăвашсемпе тутарсен туслăхӗн символне тирпейре тытма калаçса татăлаççӗ çынсем.
Уçăлса çӳремелли, канмалли илемлӗ вырăна çаврăнать ялсем хушшинчи ӗлӗкхи чикӗ вырăнӗ. Кӳлӗре ишме кимӗ яраççӗ, сăртра сăмаварсемпе чей вӗретеççӗ, хăть Акатуй ирттер. Сăмах май каласан, çитес çул шăпах çак вырăнта тума шутлаççӗ саплăксем районти чăвашсен Акатуйне. Тен, вăл çак уявăн яланхи вырăнӗ пулса тăрӗ.
«Туслăх кӳлли» вара августăн 30-мӗшӗнче ялта пурăнакан икӗ халăх çыннисене, ытти ялсенчи хăнасене хăй тавра пухрӗ. Савăнăçлă программа икӗ чӗлхепе илсе пырăнчӗ. Шупашкартан килнӗ юрăçсемпе вырăнти артистсем концерт кăтартрӗç, вӗсемпе пӗрле ял халăхӗ ташласа савăнчӗ. Республика кунӗ Саплăкра салютпа вӗçленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев