Туй-тăк, туй пултăр тесен – Кремльте çырăнмалла!
Туй-тăк, туй пултăр тесен, ниçта та мар, Кремльтех çырăнмалла. Хусансен малашне çакăн пек майсем те пур. Пӗрлешсе çемье çавăрма шутланисене «Хусан Кремлӗ» музей-заповедник хапăлласах кӗтнине пӗлтерет музей пресс-служби. Вӗсене хальхи вăхăтра «Çемье историйӗ - республика историйӗ» курав иртекен «Манеж» курав залӗнче те, авалхи крепоçăн уçă площадкисенче те çырăнтараççӗ. Кремльте пӗрлешме...
Туй-тăк, туй пултăр тесен, ниçта та мар, Кремльтех çырăнмалла. Хусансен малашне çакăн пек майсем те пур. Пӗрлешсе çемье çавăрма шутланисене «Хусан Кремлӗ» музей-заповедник хапăлласах кӗтнине пӗлтерет музей пресс-служби. Вӗсене хальхи вăхăтра «Çемье историйӗ - республика историйӗ» курав иртекен «Манеж» курав залӗнче те, авалхи крепоçăн уçă площадкисенче те çырăнтараççӗ.
Кремльте пӗрлешме кăмăл тунă пӗрремӗш çамрăксене Илья Сиркинпа Диляра Исхановăна ыран, августăн 10-мӗшӗнче, Благовещени соборӗ умӗнчи площадкăра çырăнтарма хатӗрленеççӗ.
Ильяпа Диляран алли çăмăл пултăрччӗ, Хусан Кремлӗнче нумай-нумай телейлӗ çемье, çав шутра чăвашсен те, чăмăртантăрччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев