Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ваççа Аниççи çуралнăранпа 125 çул

1893 çулхи кăрлачăн 6-мӗшӗнче (кивӗ стильпе1892 çулхи раштавăн 25-мӗшӗнче) Чӗмпӗр çывăхӗнчи Анат Тимӗрçенте Итесь Ваççи текен чухăн хресчен çемйинче литературăна кӗрсе юлнă пӗрремӗш чăваш хӗрарăм-сăвăçи - Ваççа Аниççи çуралнă. Унтанпа ыран 125 çул çитет. Чухăн пурăннă пулин те, ашшӗ-амăшӗ ăслă-пуçлă хӗрачине питӗ вӗрентме тăрăшнă. Ялти пуçламăш шкула аван вӗренсе пӗтернӗ...

1893 çулхи кăрлачăн 6-мӗшӗнче (кивӗ стильпе1892 çулхи раштавăн 25-мӗшӗнче) Чӗмпӗр çывăхӗнчи Анат Тимӗрçенте Итесь Ваççи текен чухăн хресчен çемйинче литературăна кӗрсе юлнă пӗрремӗш чăваш хӗрарăм-сăвăçи - Ваççа Аниççи çуралнă. Унтанпа ыран 125 çул çитет.

Чухăн пурăннă пулин те, ашшӗ-амăшӗ ăслă-пуçлă хӗрачине питӗ вӗрентме тăрăшнă. Ялти пуçламăш шкула аван вӗренсе пӗтернӗ хӗрачана учитель сӗннипе ашшӗ Чӗмпӗре И.Я.Яковлев патне илсе çитернӗ. 1905 -1906 çулсенче Аниççа чăваш шкулӗнче вӗренет. Çак вăхăтра вăл А.С.Пушкинăн, М.Ю.Лермонтовăн тата Н.А.Некрасовăн поэмисемпе сăввисене юратса вулать. Хăй те сăвăсем çырма тытăнать. Анчах та Аниççан чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухма май килмен. Йывăр та тертлӗ пурнăç ытларах çăкăр çинчен шухăшлаттарнă. Çавăнпа И.Я.Яковлев шкулӗнче вӗренекен çамрăк Аниççа ашшӗ-амăш килне таврăнать. Шкулта мӗн вӗреннине манас мар тесе, Ваççа Аниççи ялти шкула çӳренӗ. Ялти шкулта учительте ӗçлекен, патша йӗркине курайман С.С.Сорокин поэт, алăпа çырнă «Хайхи» ятлă журнал кăларса тăнă. Аниççа ăна пулăшнă, хăйӗн малтанхи сăввисене те çак журналта пичетленӗ. Кивӗ тӗнче çӗннипе улшăнасса çамрăклах ăнланнă вăл.

1907 çулта Аниççа «Ялта», « Камран пулăшу ыйтас» ятлă сăвăсем çырать, вӗсем Хусанта тухса тăракан «Хыпар» хаçатра пичетленсе тухаççӗ. Сăввисен айне «Т.В.А.» тесе алă пуснă. Ку вăл « Тимӗрçенти Ваççа Аниççи» тенине пӗлтернӗ.

1916 çулта Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче учитель ятне илме зкзаменсем тытать. Мелекесс патӗнчи Авральте ачасене вӗрентме пуçлать. Çирӗм пӗре çитсен, Анисия Васильевна Ялавăр чăвашне, Александр Васильевич учителе, качча тухать. Атăл тăрăхӗнче хăрушă выçлăх вăхăтӗнче Княгининсен çемйи Томск кӗпӗрнинче Терехино ялӗнче пӗр çулталăк хушши пурăнать. Йышлă ача-пăчаллă , чирлӗ упăшкаллă Анисия Васильевна «пӗр лав тырăлла» кунти ачасене вӗрентет. Упăшки сывлăхӗ япăхрах пулнипе 1929 çулта вилсе каять. Анисия Васильевна пилӗк ачапа тăрса юлать.

Аслă Октябрь революцине Ваççа Аниççи хапăлласа кӗтсе илнӗ. Ун чухне вăл Мелекесс таврашӗнче учительте ӗçленӗ, обществăлла пысăк ӗç туса пынă: ял сценисем çинче спектакльсенче вылянă, юрăсем юрланă. Пьесисене те вырăсларан хăех куçарнă, ял пурнăçӗ çинчен комеди те çырнă. Хут пӗлмен хресченсене çырма-вулама вӗрентнӗ.

Анисия Васильевна ачаллах сăвăсем çырма тытăннă. «Усал пуп» сăввине вăл вун иккӗре чухнех çырнă. Ваççа Аниççин пӗрремӗш кӗнеки «Çутă çăлтăр хăпарчӗ» 1966 çулта тухнă, 1972 çулта «Ӗмӗт çитрӗ» ятлă тепӗр кӗнекине пичетлесе кăларать.

1973 çулта Анисия Васильевна хăйӗн ачисемпе пӗрле тăван ялне - Анат Тимӗрçене килсе кайнă. Хавхаланса таврăннă хыççăн сăвăç çийӗнчех «Хам çралнă ялăм» сăвă çырнă.

1975 çулта раштав уйăхӗнче , 83 çула кайсан, Ваççа Аниççи ӗмӗрлӗхе куçне хупнă.

Анат Тимӗрçен ялӗнчи музейре ăна халалласа пысăк стенд йӗркеленӗ. Унта поэтессăн хăш-пӗр япалисем, сăввисемпе поэмисем упранаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев