News by date 5 January 2018
-
Аксупа Çарăмсан районӗсенчен 48 çамрăк салтака кайнă
Аксупа Çарăмсан районӗсенче кӗрхи призыва пӗтӗмлетнӗ, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сальская новь» хаçачӗн сайчӗ. Пӗтӗмлетӳ ларăвӗнче асăннă районсен çар комиссарӗ Дмитрий Палаткин ума лартнă плана çӗр проценчӗпех пурнăçлани пирки каланă. Раççей Федерацийӗн Хӗç-пăшаллă çарӗсене икӗ районтан 48 çамрăка ăсатнă. Кӗрхи призыв вăхăтӗнче хăйсен тивӗçӗсене тăрăшса пурнăçланăшăн çар комиссарӗ Кивӗ Илтрекьел...
-
Ваççа Аниççи çуралнăранпа 125 çул
1893 çулхи кăрлачăн 6-мӗшӗнче (кивӗ стильпе1892 çулхи раштавăн 25-мӗшӗнче) Чӗмпӗр çывăхӗнчи Анат Тимӗрçенте Итесь Ваççи текен чухăн хресчен çемйинче литературăна кӗрсе юлнă пӗрремӗш чăваш хӗрарăм-сăвăçи - Ваççа Аниççи çуралнă. Унтанпа ыран 125 çул çитет. Чухăн пурăннă пулин те, ашшӗ-амăшӗ ăслă-пуçлă хӗрачине питӗ вӗрентме тăрăшнă. Ялти пуçламăш шкула аван вӗренсе пӗтернӗ...
-
Çӗнӗ уроксем пулаççӗ
Кăçалтан шкулсенче вӗренӳ планне çӗнӗ предмет кӗме пултарать - «Çемье пурнăçӗн ăс-хакăл никӗсӗсем» ятлăскер. «Çемье телейӗн урокӗсем» çӗршывăн 38 регионӗнчи шкулсенче иртеççӗ те ӗнтӗ. Çак предметпа кăларнă ятарлă вӗренӳ кӗнекин авторӗсем - Дмитрий Моисеев священник тата Нина Крыгина монахиня. Вӗсем йăлана кӗнӗ çемье хаклăхне пропагандăлаççӗ, çитӗнекен ăрăва вăхăт çитсен çирӗп...
-
Çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр!
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк Д.Никитинăн харпăр архивӗнчен). Ыран «Дакар - 2018» ралли пуçланать. Кăнтăр Америкăра вуннăмӗш, пӗтӗмӗшле илсен хӗрӗхмӗш хутчен иртекенскер, унăн çулӗ виçӗ çӗршыв - Перу, Боливи тата Аргентина - урлă выртать. Чупăва хутшăнакансем ыран, январӗн 6-мӗшӗнче, Перу тӗп хулинчен Лимăран старта тухаççӗ те икӗ эрне хушши ăмăртаççӗ. Финиш Аргентинăри...