Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр!

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк Д.Никитинăн харпăр архивӗнчен). Ыран «Дакар - 2018» ралли пуçланать. Кăнтăр Америкăра вуннăмӗш, пӗтӗмӗшле илсен хӗрӗхмӗш хутчен иртекенскер, унăн çулӗ виçӗ çӗршыв - Перу, Боливи тата Аргентина - урлă выртать. Чупăва хутшăнакансем ыран, январӗн 6-мӗшӗнче, Перу тӗп хулинчен Лимăран старта тухаççӗ те икӗ эрне хушши ăмăртаççӗ. Финиш Аргентинăри...

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк Д.Никитинăн харпăр архивӗнчен). Ыран «Дакар - 2018» ралли пуçланать. Кăнтăр Америкăра вуннăмӗш, пӗтӗмӗшле илсен хӗрӗхмӗш хутчен иртекенскер, унăн çулӗ виçӗ çӗршыв - Перу, Боливи тата Аргентина - урлă выртать. Чупăва хутшăнакансем ыран, январӗн 6-мӗшӗнче, Перу тӗп хулинчен Лимăран старта тухаççӗ те икӗ эрне хушши ăмăртаççӗ. Финиш Аргентинăри Кордоба хулинче январӗн 20-мӗшӗнче пулать.

Яланхи пекех раллире Раççей чысне Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлет. Хальхинче вăл тăватă экипажпа хутшăнать:

500-мӗш экипаж: пилот - Э.Николаев, штурман - Е.Яковлев, механик - В.Рыбаков;

502-мӗш экипаж: пилот - Д.Сотников, штурман - Р.Ахмадеев, механик - И.Мустафин;

507-мӗш экипаж: пилот - А.Мардеев, штурман - А.Беляев, механик - Д.Свистунов;

515-мӗш экипаж: пилот - А.Шибалов, штурман - Д.Никитин, механик - И.Романов.

«Дакар» чемпионӗн титулӗшӗн кăçал «КАМАЗ-мастерсăр» пуçне грузовиксен лидерӗсем IVECO, TATRA, RENAULT, SCANIA, LIAZ, МАЗ тата ыттисем кӗрешеççӗ. Пурӗ «Дакар» стартне 54 çӗршывран 332 автомобиль, çав шутра 42 спорт грузовикӗ, тухать.

Тутарстан командине пысăк ăнăçу сунатпăр, такăр мар çулсем те такăр пулччăр вӗсемшӗн, финиша тăватă экипажăн та пуринчен малтан çитмелле пултăр.

«Сувар» вулаканӗсем уйрăмах 515-мӗш экипажа çӗнтерӳпе таврăнма сунаççӗ. Пирӗн йăхташăмăр, чăваш каччи Дмитрий Никитин шăпах асăннă экипажра ăмăртать. Дима çинчен тӗплӗнрех çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать http://suvargazeta.ru/ru/the-news/item/15906-kamaz-masterti-dmitriy-nikitin---chăvash.html

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев