Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнӗ уроксем пулаççӗ

Кăçалтан шкулсенче вӗренӳ планне çӗнӗ предмет кӗме пултарать - «Çемье пурнăçӗн ăс-хакăл никӗсӗсем» ятлăскер. «Çемье телейӗн урокӗсем» çӗршывăн 38 регионӗнчи шкулсенче иртеççӗ те ӗнтӗ. Çак предметпа кăларнă ятарлă вӗренӳ кӗнекин авторӗсем - Дмитрий Моисеев священник тата Нина Крыгина монахиня. Вӗсем йăлана кӗнӗ çемье хаклăхне пропагандăлаççӗ, çитӗнекен ăрăва вăхăт çитсен çирӗп...

Кăçалтан шкулсенче вӗренӳ планне çӗнӗ предмет кӗме пултарать - «Çемье пурнăçӗн ăс-хакăл никӗсӗсем» ятлăскер. «Çемье телейӗн урокӗсем» çӗршывăн 38 регионӗнчи шкулсенче иртеççӗ те ӗнтӗ. Çак предметпа кăларнă ятарлă вӗренӳ кӗнекин авторӗсем - Дмитрий Моисеев священник тата Нина Крыгина монахиня. Вӗсем йăлана кӗнӗ çемье хаклăхне пропагандăлаççӗ, çитӗнекен ăрăва вăхăт çитсен çирӗп те нумай ачаллă çемье çавăрма вӗрентеççӗ.

Асăннă предмет шкулсен планне чăн та кӗрӗ-и, хальлӗхе паллă мар, мӗншӗн тесен çак пуçарăва хирӗç çынсем те пур иккен.

Пуçламăш шкулта вара çитес икӗ çулта шахмат урокне вӗренӳ планне кӗртме хатӗрленеççӗ. РФ вӗрентӳ министрӗ Ольга Васильева каланă тăрăх, шахматла выляма пӗлни вӗренӳ пахалăхне ӳстерет. Раççейре 40 регионра шахмат урокӗсем пур, вӗсен пӗлӗвӗ ыттисеннипе танлаштарсан самай çӳллӗрех-мӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев