Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Дедушкин – асра юлакан хушамат

Таврапӗлӳпе интересленсе кампа кăна тӗл пулман-ши эпӗ, кампа кăна калаçман-ши? Шупашкарта вӗреннӗ чухне Чăваш патшалăх университечӗн доценчӗпе Николай Степанович Дедушкинпа час-часах курнăçаттăм. Ытларах чухне хваттерӗнче пуплесе лараттăмăр. Вăл хамăрăн тăван яла – Пăва районӗнчи Элшеле – питӗ юрататчӗ. Час-часах Чăнлăпа Сӗве хутлăхӗнче çӳренине, пулă тытнине аса илетчӗ.

Таврапӗлӳçӗсен тӗпчевӗсем халăхăмăра хăйне хăй хаклама, юратма, хисеплеме вӗрентеççӗ

– Эпӗ тăван ялтан ачаллах тухса кайнă, – терӗ вăл пӗринче. – Малтан Хусанти педтехникумра, унтан Шупашкарти пединститутра вӗрентӗм. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнтăм. Çар хӗсметӗнче 20 çул ытла тăнă хыççăн Ленинградра пурăнтăм. Шупашкара куçса килсен кăна хамăр яла çулталăкра пӗрре те пулин çитсе килме тăрăшаттăм. Шел, çав вăхăт тӗлне çывăх тăванăмсем пурнăçран кайса пӗтнӗпе пӗрехчӗ. Вӗсен кун-çулӗпе ятарласа интересленме малтанах вăхăт пулмарӗ, халӗ ӗнтӗ кая юлтăм темелле. Эсӗ, шăллăм, çамрăк-ха, хăвăрăн йăхăр пирки халех материал пухма пуçла.  Тата эсӗ чăваш халăх Просветителӗ И.Я.Яковлев кун-çулӗпе те интересленетӗн. Вăл уçнă Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче Дедушкинсем те вӗреннӗ. Тӗпче! Шыра!
Эпӗ вӗрентекенӗм пилне чыслăн пурнăçларăм тесе шутлатăп. Анне тăванӗсем – Скворцовсем – çинчен çирӗм çул ытла тӗрлӗ чăнлав (архив пӗлтерӗвӗсем, сăнӳкерчӗксем, асаилӳсем) пухрăм, алçыру хатӗрлерӗм. Вăл «Шăнкăрчисем Аслă Çӗнтерӳшӗн кӗрешни» ятпа кӗнекеленсе тухрӗ те кашни тăван патнех çитрӗ. Николай Степанович каланине те манмарăм. Чăнах та, Дедушкинсен йăхӗнчен учителе тухнисем чылайăн. Акă, эпӗ пӗлекеннисем: А.Н.Дедушкина (Скворцова) чылай çул Хусанти шкулта математика вӗрентнӗ, паллă ученăя Н.И.Лобачевские хисеплесе музей йӗркеленӗ. Унăн тетӗшӗсем: Иван Никифорович математика учителӗ пулса Элшелти шкулта ӗçленӗ, директорта тăрăшнă. Лука Никифорович вăрçăччен Элшелти шкулта математика тата юрă урокӗсене илсе пынă. Афанасий Никифорович юриста тухнă, пӗр вăхăт Ташкент хулинче ӗçленӗ. Шел, вăрçăра хыпарсăр çухалнă.
Ытти Дедушкинсене те асăнса хăварар: Кирилл Сергеевича аслă ăрурисем ырăпа аса илеççӗ. Вăл шкулта вăрçăччен те, вăрçă хыççăн та математикăпа физика предмечӗсене вӗрентнӗ. Петр Степанович, Вера Степановна Дедушкинсем учителе тухнă, шкулта ӗçленӗ. Вӗсем Элшел  шкулӗн историйӗнче ырăпа çырăнса юлнă.
Анчах та Дедушкинсен йăхӗнчен И.Я.Яковлев шкулӗнче кам вӗреннӗ-ши? Г.А.Александров историкăн «Истоки. Чувашская интеллигенция» кӗнекине тишкеретӗп. Унта 1919 çулччен Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче учитель Свидетельствине илнисен ячӗ-шывӗсене панă. Дедушкин хушамат тӗл пулмасть. В.М.Богданов кăларнă «Воспитанники Яковлевской школы» (1998 ç.) кӗнекене алла илетӗп – пур! 58-мӗш страницăра Чӗмпӗрти чăваш педагогика училищинче вӗренекенсен сăнӗсене панă. Икӗ чипер хӗр хушшинче патвар каччă И.Н.Дедушкин ларать икккен. Шел, Иван Никифорович пирки урăх хыпар çук.
Пӗлетӗп-ха, А.Н. Скворцова хăйӗн педагогикăри ӗç-хӗлне пӗтӗмлетсе 2007 çулта «Вверх по наклонной» кӗнеке кăларнă. Ăна эпӗ Элшелӗнчи «Тăхăрьял» музейӗнче упранакан В.А.Дедушкин архивӗнче тупрăм.  Шел, Александра Никифоровна тăванӗсем пирки питӗ сахал пӗлтернӗ. Кӗнеке редакторӗ кун пирки ыйтсан: «Кирлех-ши çырма? Кама интереслентерӗ вăл?» – тесе хуравлать (акă вăл, хамăр историе тӗплӗ хакламаннин тӗслӗхӗ! – В.Ц.). Çапах та мана интереслентерекен тӗлсем те пур иккен кӗнекере.
«Пирӗн анне, Ирина Федоровна Дедушкина, вулама та, çырма та пӗлместчӗ, анчах пурнăçа лайăх ăнланакан ăслă хӗрарăмччӗ. Вăл 1880 çулта çуралнă. Ун чухне хӗрачасене вӗренме яман, ара, шкулӗсем те  чиркӳ прихучӗн, халăх калашле – пупсен шкулӗсем пулнă вӗт. Анне пӗр класс та вӗренмен пулин те çутçанталăк вăрттăнлăхӗсене лайăх ăнкаратчӗ. Вăл уйăх хăçан тулса çитессине пӗлетчӗ, сăнанисем тăрăх ыран çанталăк мӗнле пулассине тӗрӗс калатчӗ. Эпир унран пурнăçа вӗренеттӗмӗр, хăй шутсăр нумай пӗлнӗ ваттисен сăмахӗсемпе туптармăшсене ăша хываттăмăр.
Анне нумай пӗлесшӗн çунатчӗ, эпир вулакан кӗнекесемпе интересленетчӗ. Кунӗпе ӗçлесе ывăнсан та, каçпа, манăн тетене – Лукана – мӗн те пулин вуласа пама ыйтатчӗ те питӗ тимлӗн итлетчӗ, тепӗр чухне вулава чарса хăй мӗнле ăнланнине пӗлтеретчӗ. Çавăнпа анне классика хайлавӗсен сюжечӗсене пӗлетчӗ, «Капитан хӗрӗ», «Обломов», «Маймăл» («Недоросль»), «Головлев господинсем» ятлă произведенисенчи геройсене астăватчӗ. Вăл ачисем учителе тухнишӗн питӗ савăнатчӗ.
Аттене, Никифор Алексеевич Дедушкина, пӗртте астумастăп, мӗншӗн тесен вăл вилнӗ чух эпӗ çулталăк та тултарайман-ха. Анне каланă тăрăх, вăл çирӗп кӗлеткеллӗ, ӗçчен çын пулнă. Пӗр минут алă усса, ӗçсӗр ларайман-мӗн. Атте Граждан вăрçинче пулнă. Пӗр çапăçура йывăр аманнă, çавна пулах киле таврăнсан нумаях пурăнайман. Вӗреннӗ çынсене вăл питӗ хисепленӗ, ывăлӗсене учителе кăларас тесе тăрăшнă.
Пирӗн асра юлакан хушамат – Дедушкин. Юрă-кӗвӗ çынсене пӗрлештерекен аслă вăй теççӗ. Чăнах та, пирӗн çемьене юрă-кӗвӗ пӗрлештеретчӗ пулас, мӗншӗн тесен 9 çын пурăнакан килте вăрçăнни те, хирӗçни те пулман. Пӗр-пӗрне килӗштерсе, юратса пурăнаттăмăр, аслисене хисеплесе, кӗçӗннисене хӗрхенсе. Ачасем пурте музыка инструменчӗсем калатчӗç: эпӗ – балалайка, Лука тете – гитара, Афанасий тете – мандолина, Иван тете – саксофон.
Манăн тете, Лука Никифорович, хамăр тăрăхри пӗртен пӗр шкулта ӗçлетчӗ.  Ăна пурте хисепленине, юратнине кураттăм, ялти çамрăк арсем ун пек пулма ăнтăлатчӗç. Вăл илемлӗ сăн-питлӗ, ăшă кăмăллă çынччӗ.  Çамрăксем хăйсен  учительне куçпа юрататчӗç. Вӗсем унран тӗслӗх илетчӗç, ун пек пурăнма тата ӗçлеме тăрăшатчӗç. Ман тете пурнăç йӗрки киленӗçлӗ пулмалла тетчӗ. Вăл чăнах та савăнса пурăнатчӗ...»
Шел, Александра Никифоровна тăванӗсем пирки урăх çырман.  Çапах та Лука Никифорович çинчен хăш-пӗр чăнлавсем тупрăмах.
Тутарстан Республикин «Астăвăм» кӗнекинче (пуç хунисен) çапла картса çырнă: «Дедушкин Лука Никифорович 1910 г.р.». Урăх нимӗн пӗлтерни çук. Аслă Çӗнтерӳ кунӗ умӗн çеç интернет-ресурсра çакăн пек çырнă хыпар тупăнчӗ: «Дедушкин Лука Никифорович, 1910 г.р., красноармеец. Место службы: 13 б-н, ВПП и ЗП». Оборона министерствин Подольскри Тӗп архивӗнче чăн информаци пулма пултарать, анчах ăна çывăх тăванӗсене кăна параççӗ. Вӗсем çук çав. Тăванӗсен тăванӗсем каланă тăрăх, çакă паллă пулчӗ: Лука Никифорович Çӗнтерӳ хыççăн яла килнӗ, анчах вăхăтлăха, курма çеç. Çар хӗсметне малалла тăсма ăна Кавказа янă. Унта пӗр вăхăт фашистсем хуçаланнă тăрăхра тăнăç пурнăç йӗркелес тесе «вăрман тăванӗсемпе» кӗрешнӗ чухне пуç хунă пулас. Чăн-и çак хыпар, чăн мар-и – тӗпчемелле, шырамалла.
Дедушкинсен тепӗр ывăлӗн – 1910 çулта çуралнă Афанасий Никифоровичăн – шăпи те синкерлӗ килсе тухнă. Вăрçă пуçлансан 1941 çулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче ăна çара илнӗ. «Астăвăм» кӗнеки Афанасий Никифорович Дедушкин хӗрлӗармеец 1942 çулхи январь уйăхӗнче хыпарсăр çухалнине пӗлтерет. А.Н.Дедушкинăн ывăлӗ Василий Афанасьевич чăваш тӗнчинче паллă çынччӗ, культурăн хисеплӗ ӗçченӗ. Санитари врачӗн ӗçӗсене пурнăçласа тивӗçлӗ канăва тухсан вăл пӗтӗм вăй-хăватне чăвашлăхшăн пачӗ, тăван ялӗнче Г.Т.Тимофеев ячӗллӗ «Тăхăрьял» музейне йӗркелеме хастар хутшăнчӗ. Вăл ашшӗн шăпине уçăмлатас тесе нумай тăрăшнă, анчах архивсенче «хыпарсăр çухалнă» тенӗ çеç.
Лука Никифорович та, Афанасий Никифорович та Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗренмен. Эппин, вӗсен тетӗшӗн Иван Никифоровичăн кун-çулне йӗрлемелле.
Иван Никифорович Дедушкин 1901 çулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче çуралнă. Ялти икӗ класлă училищӗрен вӗренсе тухсан 1912 çулта  Чӗмпӗрти чăваш шкулне кӗнӗ. Экзаменсенче вăл арифметикăпа тата геометрипе «5» илнӗ, ытти предметсемпе – «4». Экзамен хучӗ çине шкул инспекторӗ И.Я.Яковлев: «Йышăнас!» – тесе çырса хунă (Чăваш патшалăх истори архивӗ. 207 фонд. 1 Опись, 805 №). Элшел шкулӗнче панă характеристикăра çапла картнă: «…Дедушкин Иван Никифорович Элшелти икӗ класлă училищӗре 4 çул вӗренсе тулли курс пӗтерчӗ. Хăйне сăпайлă тытнипе палăрса тăчӗ. Чиркӳри службăсене йӗркеллӗ çӳрерӗ, чиркӳре юрлама тата вулама юрататчӗ, пур предметпа та питӗ лайăх вӗренчӗ» (Çавăнтах).
Иван Никифорович чăваш шкулӗнче 5 çул пӗлӳ илнӗ. Архив хучӗсем вăл 3-мӗш курсран кайнине пӗлтереççӗ. Кашни класӗнче икшер çул вӗренмелле пулнă вӗт, çавăнпа тулли курс пӗтерсе учитель Свидетельствине илнисен йышӗнче И.Н.Дедушкина курмастпăр. Мӗншӗн-ха? 1918 çул. Самана пăтранăвӗнче Чӗмпӗр чăваш шкулӗ хупăнас патнех çитнӗ. Патшалăх пулăшăвӗсӗр тăрса юлнăран вӗренекенсене тытса тăма йывăрланнă. Ачасене каникула янă, тăван ялӗсене ăсатнă. Шурă çарсене тата чехсене Чӗмпӗртен хăваласа ярсан вӗренекенсене чӗнсе илнӗ. Çак вăхăт тӗлне чăваш шкулӗнчен учительсен семинарийӗ туса хунă. Анчах вӗренӳ йӗркеленсе çитеймен-ха. 1919 çул пуçламăшӗнче Урал тăрăхӗнче шурă çарсем вăй илеççӗ. Хăрушлăх Атăл енне те çитме пултарнă. Учительсен семинарийӗ арçын ачасен икӗ класне Хӗвелтухăç фронтне ăсатать. Хăйсен ирӗкӗпе çырăннисен йышӗнче И.Н.Дедушкин та пулнă. Кăна Элшел çынни А.М.Харитонов юрист «Элшел шкулӗн кун-çулӗ» асаилӗвӗнче ӗнентерет  (Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн архивӗ. А.М. Харитонов фончӗ). И.Н.Дедушкин Граждан вăрçинче пулнине Оборона  министерствин Тӗп архивӗ те çирӗплетет (ЦАМО. 33 фонд, 686196 Опись). Паллă журналист И.Матросов «Советская Чувашия» хаçатра пичетленнӗ «В шестнадцать мальчишеских лет…» тӗрленчӗкӗнче учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ арçын ачасем хăйсен ирӗкӗпе фронта кайнине тӗплӗн çырса кăтартнă. Çапла, И.Н.Дедушкинăн вӗренӗвӗ Граждан вăрçине пула татăлнă, анчах вăл тулли пӗлӳ илес ӗмӗтне пăрахăçламан, çапăçусем вӗçленсенех Чӗмпӗре таврăннă. Çав вăхăт тӗлнелле кунта каллех улшăнусем пулнă-мӗн: учительсен семинарийӗн никӗсӗ çинче  Чăвашсен халăх вӗрентӗвӗн практика институтне уçнă. Учитель ятне И.Н.Дедушкин çак институтра илнӗ.
Элшел шкулӗн кадрсен тытăмне çырса пынă хутсенче И.Н.Дедушкин математика учителӗнче 1943 çулччен ӗçленине палăртнă. Унтан ăна вăрçа ăсатнă. Малтанах вăл 345-мӗш Белостоцк стрелоксен дивизийӗнчи артиллери полкӗн телефонисчӗ пулнă. Граждан вăрçинче çапăçнине тата педагогика пӗлӗвӗ пуррине кура ăна сержант ятне панă. 1944 çулта музыка взводне куçарнă – чăваш салтакӗ кӗвве тата сасса лайăх туйнă, музыка инструменчӗсемпе калама пӗлнӗ.  Оркестр дивизи чаçӗсене походсенче, маршсенче, строй смотрӗсенче çар кӗввисем каласа хавхалантарнă. Çапăçусем вăхăтӗнче ытти тивӗçсене те пурнăçланă, паттăрлăх кăтартнă. Оркестр ертӳçи 1945 çулхи апрелӗн  21-мӗшӗнче награда хучӗ çырнă: «…Сержант Дедушкин служит в муз. взводе с декабря 1944 года. За время службы в муз. взводе показал себя дисциплинированным, примерным воином и отличным музыкантом. Активно участвовал в большой и ценной работе в частях и подразделениях дивизии по разучиванию личным составом Государственного Гимна Советского Союза, а также по обслуживанию тактико-строевой подготовки частей и подразделений дивизии. В период штурма города и крепости Кенигсберг отлично выполнял боевую работу в медсанбате и не считаясь с временем и отдыхом оказывал помощь раненым бойцам и офицерам и активно помогал  мед. персоналу медсанбата в санитарной обработке раненых. За честный и самоотверженный труд в оказании помощи доблестным воинам достоин Правительственной награды – медали «За боевые заслуги» (ЦАМО, сайт «Подвиг народа.ру»).
1945 çулхи июль уйăхӗнче тепӗр хушу çитет: И.Н.Дедушкин сержанта Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăласси пирки. Чыслав хутӗнче çапла палăртнă: «Сержант Дедушкин И.Н. во  время боев в Восточной Пруссии и штурма гор. Кенигсберг отлично работал в медсанбате и, не считаясь ни с какими трудностями, самоотверженно оказывал помощь раненым бойцам и офицерам. Одновременно в тяжелых условиях боя и марша т. Дедушкин, как музыкант, образцово выполнял задания командования по обслуживанию оркестром частей и подразделений дивизии в походах и на строевых смотрах. Тов. Дедушкин И.Н. достоин Правительственной награды ордена «Красная Звезда».
Демобилизаци йӗркипе тăван тăрăха таврăнсан Иван Никифоровича Элшелӗнчи тулли мар вăтам шкул директорне лартнă. Ертӳçӗре 1949 çулчченех тăрăшнă, унтан учитель ӗçне куçнă. Каярахпа Хусана кайнă, кунти пӗр шкулта математика учителӗ пулса тăрăшнă. 1978 çулта пурнăçран уйрăлнă. Шел, И.Н.Дедушкин пирки кунтан ытла пӗлеймерӗм.
Темле аванах мар йăла пур çав: çын вилсен унăн япалисене кăларса пăрахаççӗ е çунтарса яраççӗ. Кун пек тӗслӗхсене эпӗ чылай курнă. «Ах, çунтарса ятăмăр çав», «Кăларса пăрахрăмăр, çухатрăмăр» теççӗ вара ӳкӗнсе. Е тата тупăк ăшне докуменчӗсене, наградисене хурса янисем сахал пулнă-им?!
И.Н.Дедушкинăн еткерçисем унăн кун-çулӗпе интересленмен пулас. Пӗрремӗш мăшăрӗнчен çуралнă ывăлӗн Р.И.Николаевăн (Элшел çынни, Шупашкарта пурăннă, архитектор, СССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ) мăнукӗсем мăн аслашшӗн хаклă хучӗсене, сăнӳкерчӗкӗсене тупас тесе тимлеççӗ-ха, анчах кая юлман-ши?
Çак йӗркесене çыртăм та шухăша путрăм – таврапӗлӳçӗсем пархатарлă ӗç пурнăçлаççӗ. Вӗсен тӗпчевӗсем халăхăмăра хăйне хăй хаклама, юратма, хисеплеме вӗрентеççӗ. Кашни ял-хула, кашни çемье историне çырса, лайăх çынсен кун-çулне кăтартса парса хамăрăн киревсӗр тыткаларăшсенчен, уйрăмах ăмсануран, кӗвӗçӳрен, чăкăлтăшлăхран, лайăххине начар пек курма хăнăхнинчен, тăван чӗлхерен, ырă йăла-йӗркесенчен сивӗнессинчен пӗчӗккӗнех хăтăлса пырассăн туйăнать. Çапла пултăрччӗ!

Василий ЦЫФАРКИН.
Пăва районӗ,
Элшел.
Автор архивӗнчи
сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев