News by date 19 July 2021
-
ЙЫВАН КЫРЛЯ – МАРИ ХАЛĂХӖН ПАЛЛĂ АКТЕРӖ, СĂВĂÇӖ
Ăçтиçук хулиганла пулăм трагеди патне илсе çитернӗ, ăна айăпласа лагере ăсатнă
-
Чӑваш Республикинчи тутар ялӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ
Патӑрьелӗнче иккӗмӗш кун ОМОН ҫӗр каҫать
-
Тутарстанри районсен больницисем автопаркӗсене ҫӗнетӗҫ
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ялти фельдшерсене пӗрремӗш пулӑшу кӳмешкӗн 90 автомобиль уҫҫи панӑ. Ҫак машинӑсем районсенчи 42 больница валли
-
Кӗçӗн классенче вӗреннӗ чухнех пьесăсем çырма пуçланă
Левтина Марьене чăвашла вулакансенчен нумайăшӗ аван пӗлет. Аслисем кăна мар, ачасем те. Вăл чăваш театрӗсем валли пьесăсем те сахал мар çырнă. Унăн тӗрлӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче «Хитре Марье», «Пурçăн кӳлӗ вăрттăнлăхӗ», «Венчете санпа тăрасчӗ» тата ытти кӗнекисем тухнă. Алевтина Никитична Нестерова (Левтина Марьен чăн ячӗ) 1945 çулхи августăн 22-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районне кӗрекен Хурапха ялӗнче çуралнă. «Эп улттăра чух пирӗн çемье Çичӗпӳрте пурăнма куçрӗ. Халӗ икӗ ялӗ те мана хăйсен тесе хисеплеççӗ», – йăл кулать вăл. Алевтина Никитична Чăваш патшалăх пукане театрӗпе Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗнче ӗçленӗ, Çӗнӗ Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх центрӗнче драма тата вокал кружокӗсем ертсе пынă. 2001 çултанпа ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ. Пӗлтӗр ăна «Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе наградăланă.
-
Тӳпеттей
Иван Бильменов хура «Волгăпа» хуларан тăван ялне таврăнать, инçе мар вӗсен хушши, 30 çухрăм çеç. Ялта ӗçлемест халь вăл, анчах темиçе çул каялла кăна çӗр çынниччӗ. Нумай çул колхозра водительте вăй хучӗ, ЗИЛ-130 автомашинăпа çӳрерӗ, ялан малта пычӗ. Тăрăшуллă шофер вăл, ун машини ялан хутра. Уявсем тӗлне лайăх ӗçшӗн премисем те илетчӗ. Ӗççи вăхăтӗнче машининчен прицеп çаклатса ярса элеватора нумай тырă турттарчӗ, республикипех мала тухрӗ. Уншăн ăна ВДНХ ылтăн медальне пачӗç. Колхоз председателӗ те, ытти пуçлăхсем те ăна шав мухтатчӗç, шанатчӗç, тӗслӗхе хуратчӗç, яваплă рейссене яратчӗç.
-
Якути ҫунать, вӑрманти пушарсене сӳнтереймеҫҫӗ
Ним тумасӑрах этемлӗх хӑй пурӑнакан ҫӗре варалать. Малашне те нимӗн те тумасан, эпир тайгасӑр тӑрса юлма пултаратпӑр.
-
Дедушкин – асра юлакан хушамат
Таврапӗлӳпе интересленсе кампа кăна тӗл пулман-ши эпӗ, кампа кăна калаçман-ши? Шупашкарта вӗреннӗ чухне Чăваш патшалăх университечӗн доценчӗпе Николай Степанович Дедушкинпа час-часах курнăçаттăм. Ытларах чухне хваттерӗнче пуплесе лараттăмăр. Вăл хамăрăн тăван яла – Пăва районӗнчи Элшеле – питӗ юрататчӗ. Час-часах Чăнлăпа Сӗве хутлăхӗнче çӳренине, пулă тытнине аса илетчӗ.