Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Тӳпеттей

Иван Бильменов хура «Волгăпа» хуларан тăван ялне таврăнать, инçе мар вӗсен хушши, 30 çухрăм çеç. Ялта ӗçлемест халь вăл, анчах темиçе çул каялла кăна çӗр çынниччӗ. Нумай çул колхозра водительте вăй хучӗ, ЗИЛ-130 автомашинăпа çӳрерӗ, ялан малта пычӗ. Тăрăшуллă шофер вăл, ун машини ялан хутра. Уявсем тӗлне лайăх ӗçшӗн премисем те илетчӗ. Ӗççи вăхăтӗнче машининчен прицеп çаклатса ярса элеватора нумай тырă турттарчӗ, республикипех мала тухрӗ. Уншăн ăна ВДНХ ылтăн медальне пачӗç. Колхоз председателӗ те, ытти пуçлăхсем те ăна шав мухтатчӗç, шанатчӗç, тӗслӗхе хуратчӗç, яваплă рейссене яратчӗç.

калав


Колхоз председателӗ тивӗçлӗ канăва кайсан ун вырăнне Бильменовпа пӗр класра вӗреннӗ Тузиков хушаматлă çынна лартрӗç. Мăнкăмăллă çын вăл, лутра пӳллӗ, икӗ янахлă, пичӗ груша евӗр, çавăнпа куçӗсем хӗсӗннӗ, хырăмӗ те вӗрсе хăпартнă пек. Ун пек çынсене урлăш-тăршшӗ пӗр теççӗ халăхра. Утма вара урисене саркаласа, лаплаттарса утать, калăн, çӗр чӗтретсе патша килет. Хăйне çӗр кăвапи пекех туять юлашки вăхăтра. Хăй йӗри-тавра пултаруллă, ăнăçуллă çынсене чăтма пултараймасть вăл. Ун шухăшӗпе, никам та унран аван пулмалла мар. Вăл малта пыракан Бильменов шофера юратманни, курайманни тӳрех паллă пулчӗ. Шофер малтанхи пекех пухусенче те, ӗçри самантсенче те ялан тӗрӗсне калать, пуçлăхсем умне те тӗрлӗ ыйтусем лартать. Çӗнӗ председатель, чунӗпе хăравçăскер, куçа-куçăн калаçма хăнăхман, вăрттăн хăтланма хăнăхнă, çавăнпа пӗр класра вӗреннӗ çынна курсан айккипе иртме тăрăшать.
Бильменов пӗррехинче чирленипе эрне ӗçе тухаймарӗ. Килчӗ те – ун машинипе председателӗн тăванӗ çӳренӗ иккен, юрăхсăра кăларнă. Капотне пырса тăрăнтарнă, радиаторне шăтарнă, пылчăк çинче нушалантарса моторне хӗртнӗ.
– Мӗн турăр ман машинана? – ыйтрӗ вăл председательтен.
– Темех мар, хытă ан шавла... Майлаштарăпăр... – хуçалăх пуçлăхӗ яланхи пекех тӳррӗн лартнă ыйтуран тарма пикенчӗ.
– Двигатель валли запас чаçӗсем туянса парăр апла.
– Часах çӗнӗ «КамАЗ» килмелле, ун пекки районта та темиçе кăна-ха... Çавна парăпăр сана... – лăплантарса калаçăва вӗçлесшӗн пулчӗ хуçа.
Икӗ эрнерен çӗнӗ машина килчӗ. Анчах ăна колхозра вăтăр çула яхăн ӗçлекен Бильменова мар, салтакран çур çул каялла кăна таврăннă председатель тăванне пачӗç. Çакăнпа килӗшмесӗр Бильменов колхозран тухса кайрӗ, хулана çитсе пӗр пысăк автопредприятие ӗçе кӗчӗ, инçе çула çӳрекен машина çине ларчӗ.
Унтанпа пилӗк çул иртрӗ ӗнтӗ, Бильменов çӗнӗ вырăнта та малтисен ретӗнче. Ăçта кăна çитмерӗ вăл «КамАЗ» автомашинăпа?! Ленинград, Белорусси, Украина – анăç енче. Иркутск, Барнаул – тухăç енче. Пӗрре Якутска та çитсе курчӗ, унтан уйăх ытларахран таврăнчӗ. Ӗçӗ мӗнле – укçи те çапла, шалу лайăх илет. Виçӗ эрне каялла вара вăл хура тӗслӗ «Волга» автомашина туянса ячӗ. Ун пекки халь районта та иккӗ кăна: унăн тата райкомăн пӗрремӗш секретарӗн.
Бильменов автотрасса çинчен анчӗ те ялӗ еннелле грунт çулпа каясшăн пулчӗ. Анчах мӗн ку? Çул пылчăклă кунта, вăйлă çумăр çуса кайнă. Хулара вара асфальта кăна йӗпетнӗччӗ. Çуллахи çумăр çапла вăл, кассăн-кассăн çăвать. Пӗр яла сиктерсе хăварса тепринче вăйлă çума та пултарать. Иван тӗп çул çăрăлса-çӗмӗрӗлсе пӗтнипе унран пăрăнчӗ те  малтан çӳрекен çулпа каясшăн пулчӗ. Анчах унта та кунтинчен аван мар иккен, çумăр çӗре аванах ислетнӗ. Машина пӗр вăхăт хытă сасă кăларса пăркалана-пăркалана пычӗ те тарăн йӗр çине кӗрсе кайсан чарăнчӗ, путса ларчӗ. Водитель мотора сӳнтерчӗ, умне сăнарӗ. Тӗп çулпа хуралса-вараланса пӗтнӗ сарă тӗслӗ УАЗик сиккелесе, айккинелле пылчăк сирпӗтсе килет. Çывхарсан хăй çулӗ çинче хура «Волга» тӗлӗнче 15-20 хăлаçра чарăнчӗ. Бильменов пăхать те – кабинăран Тузиков тухать!  Вăт ку тӗлпулу! Лешӗ ларкăч çинчен шукаласа аран-аран анчӗ те каялла кабина енне çаврăнса машинăран тем илчӗ, пуçне тăхăнса ячӗ.
Акă вăл пуçри япалине ик аллипе тӳрлеткелесе лартса «Волга» патнелле утать. Бильменов пăхрӗ те: Тузиков пуçӗнче тутарсен тӳпеттейӗ! Ку мӗне пӗлтерет? Ма тутар тӳпеттейӗпе вăл? Чăваш пуçӗпе ислам тӗнне йышăнман-тăр ӗнтӗ? Бильменов кабинăран тухрӗ. Тӳпеттейлӗ çын çывхарсан ăна палласа илчӗ те – тăрук утма чарăнчӗ, хаваслă сăнӗ тӗксӗмленчӗ. Унтан пуçри тӳпеттейне хăвăрт кăна хывса илчӗ те ик аллипе хуçлатса шăлавар кӗсйине йăпăрт чиксе хучӗ, алă парасшăн пулса ерипен Бильменов патне пычӗ.
– Мӗн тӳпеттейӗ тăхăнса янă эс, Тузиков? – кулса ярса ыйтрӗ Бильменов.
– Эп сана... туртса кăларма пулăшасшăнччӗ ... путса ларнă пулӗ терӗм... – ыйтуран тарасшăн пулчӗ лешӗ аванмарланса.
– Ку машина манăнне ăçтан пӗлтӗн вара эс? Эс ăна курман вӗт халиччен. Е кампа та пулин арпаштартăн-и?
Лешӗн кӳпшек пичӗ пиçнӗ помидор пек хӗрелсе кайрӗ.
– Эх, Тузиков, Тузиков... – малалла калаçрӗ Бильменов. – Ятупа тата аçу ячӗпе чӗнес те килмест сана. Ăна тивӗçлӗ мар эс. Аллă çултан иртсен те çын пулаймарăн иккен. Мӗнле пулнă – çапла юлнă. Кирлӗ мар мана санран нимле пулăшу та! Эп час хамах тухатăп кунтан. Эс мана кампа арпаштарнине ăнлантăм халь... Хура «Волга» пӗрремӗш секретарӗн кăна вӗт районта. Пуçлăха йăпăлтатассишӗн, юрассишӗн йӗмне пуç çинчен тăхăнма та хатӗр ӗнтӗ эс. Чунна шуйттана сутнă. Нишлӗ чун! Хăравçă мулкач! Район пуçлăхӗ тутар пулсан та чăвашсене хисеплет вăл, ăнланать  чăваш халăхӗ ӗçчен иккенне. Ăслă, йӗркеллӗ çынсене тӳпеттей тăхăнмасан та витӗр курать... Халăх та хăйне хисеплет. Вăл çынсене сан пек тӳпеттей тăхăнса кӗмесен те нумай пулăшнă. Халӗ те пулăшу ыйтма пыракансене нимсӗр кăларса ямасть. Эс вара мӗнпе пулăшрăн çынсене? Ялан ху валли вăрлатăн. Тăранаймастăн. Прокурорсене, судьясене укçа парса тултарса аран тӗрмерен хăтăлса юлтăн ӗнтӗ... Шкулта чухнех ачасен кӗсйисенчен вак укçа вăрлаттăн çав эс. Учительсем хыççăн аван паллăсем илессишӗн чупаттăнччӗ, вӗсене йăпăлтаттăнччӗ, «2» е «3» паллă лартсан  тӳрех аçуна илсе килеттӗнччӗ, ялан ман атте председатель тесе мухтанаттăнччӗ. Учитель ăнсăртран журналне класра хăварсан ăна хăра-хăра уçса ху хушамату тӗлне «5» паллăсем лартаттăн. Класри ачасене пӗр-пӗрин çинчен элеклесе парса çапăçтараттăнччӗ, лайăх вӗренекенсене кӗвӗçеттӗнччӗ, вӗсем çинчен учительсене тем те пӗр йӗпӗлтесе параттăнччӗ. Урамра хăвăнтан кӗçӗннисене пуçтарса «председательле» выляттăнччӗ. Пуçлăха ларсан аван çын пулатăп терӗн пуль. Анчах тилӗрен йытă пулмасть. Илтнӗччӗ çав эс район пуçлăхӗ патне тӳпеттей тăхăнса кӗрет тенине. Халь хам куçпа куртăм... Эх, тӳпеттей!  Эх, Тузиков... Сан хушамату та йытă хушамачӗ, ху та йытă эс! Шавкка йытă! Кашнине вăрттăн çыртса çӳретӗн...
Тузиков тем каласшăнччӗ те – урăх сăмах тухмарӗ. Вăл каялла çаврăнчӗ те аллине тӳпеттей хунă кӗсйине чиксе машини еннелле уттарчӗ.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев