Елена Мустаева: «Чăвашла вулакан ăру килетех»
Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатне 2018 çултанпа Елена Мустаева (сăнӳкерчӗкре) ертсе пырать. Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан январӗн 27-мӗшӗнче, вăл 60 çулхи юбилейне паллă турӗ. Мӗнле кăмăл-туйăмпа, мӗнле шухăшсемпе кӗтсе илчӗ-ха «Канаш» хаçатăн тӗп редакторӗ паллă куна? Çак тата ытти ыйтусене хавхалансах хуравларӗ вăл.
– Елена Николаевна, ăçта çуралнă эсир?
– Эпӗ 1966 çулхи кăрлачăн 27-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Вăрнар районӗнчи Кушлавăш ялӗнче çуралнă. Пирӗн яла Чăваш халăх поэчӗ Çемен Элкер «Хӗн-хур айӗнче» сăвăлла поэмипе историе кӗртсе хăварнă. Çыравçă историпе кăсăкланнă, ăна тӗпченӗ, çапла поэма çуралнă. Кушлавăш уйӗ теççӗ эп çуралнă вырăна. Вăрманлă çӗр. Тăват çӗр çула яхăн каялла чăвашсем кунти сӗм вăрмана тарса килсе тӗпленнӗ, вăрман касса хăйсем валли акмалли çӗр тунă. Кушлавăш уйӗнче – 12 ял.
– Ачалăхри манăçми самант пирки каласа парăр тархасшăн вулаканăмăрсене.
– Ачалăх манăн интереслӗ, телейлӗ те çутă иртрӗ. Каласа памалли, аса илмелли нумай. Çемьере пирӗн виçӗ хӗр, эпӗ кӗçӗнни. Пӗчӗккӗллех аннепе, Серафима Александровнăпа, пӗрле лавккара сутă тунине астăватăп. «Сима, ку пуканине сутатăр-и?» – тетчӗç вара кулса кӳршӗ Кульцавран килнӗ вырăссем ман çине тӗллесе. Эп хăраттăмччӗ. Атте манăн, Николай Федорович Федоров, 1928 çулта çуралнă. Вăрçă вăхăтӗнче терт-нушине нумай курнă çын, 16 çултах «Тăван çӗршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» медале тивӗçнӗ. Салтак хыççăн ăна милицие ӗçлеме янă. Çапла мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех районта йӗркене сыхланă. 17 ялта пӗр участковăй милиционер пулнă. Ун чухне районта та пурӗ 28 йӗрке хуралçи кăна ӗçленӗ. Вăл питӗ ырăччӗ, нихăçан та ун çăварӗнчен усал сăмах тухнине илтмен. Атте пенсие те ир тухрӗ. Эп 2-мӗш класс пӗтерсен. Çулла вăл ӗне валли утă хатӗрлеме Авруй вăрманне каятчӗ. Пирӗн ялтан пӗр 12 çухрăм таран вăрмана шала кӗмеллеччӗ. Мана та, ачана, пӗрле илсе каятчӗ. Вăрман варринче лесник картунӗ вырнаçнăччӗ. Çав уçланкăра пурнăç вӗресе тăратчӗ, вăрманçăн хуçалăхӗ те, çемйи те пысăкчӗ: унта мунча, утар, кӳлӗ, вăрмана ӗçлеме килекенсем валли барак пурччӗ. Эп лесник ачисемпе кунӗпе выляса çӳреттӗм. Ирпе тăраттăмăр та юнашар вырнаçнă çамрăк хурăнлăха чупаттăмăр. Вăл çурри тӗтре ăшӗнче, хӗвелӗ çӳлелле хăпарса пырать, курăкӗ сывлăмран типмен-ха. Пирӗн алăсенче – куркасем. Хурăнлăхри чӗрӗпсемпе ăмăртса пӗрер курка хурăн çырли пухатпăр та лесник арăмӗ ирхи сăвăмран виç литрлă банкăпа сӗтел çине лартса хунă ăшă сӗтпе çырлана ирсе шур кулачпа çиетпӗр. Атте каçпа Çавал çумӗнче хуранпа çакса ярса яшка пӗçеретчӗ. Çыран хӗрринче хăй тӗллӗн ӳсекен хурлăхан нумайччӗ. Ун çулçипе чей вӗрететчӗ. Çав вăрмантах мана атте пӗрремӗш хут алла çава тыттарчӗ. Вӗлтӗренлӗ вырăна тӗллесе кăтартрӗ те: «Çулса пăхсам», – терӗ. Эп ун чухне 3-мӗш класа куçнă кăна.
– Кăсăклă. Телейлӗ ачалăхпа киленнӗ вăхăт пуринчен ытарлă вăл. Вӗренӳ çине куçар. Илнӗ пӗлӳ сире карьерăра пулăшать-и?
– Тӗрӗссипе каласан, эп журналист пуласси пирки ӗмӗтленмен. Ача чухне радио итлеме юрататтăм. Пӗр рубрикăра журналистсем республикăри паллă çынсемпе калаçаççӗ. Эх, вӗсен пурнăçăн, ăслăлăхăн вăрттăнлăхӗсене нумай пӗлмелле теттӗм. Кульцаври вăтам шкултан вӗренсе тухсан Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи вырăс уйрăмне вӗренме кӗтӗм. Шкула ӗçлеме каймаллаччӗ. Качча кайрăм. Вара йӗппи ăçта, çиппи те çавăнта тенӗ пек мăшăр хыççăн Ульяновска килтӗм. Валериан Ромашкин редактор 1991 çулта «Канаш» хаçат редакцине ӗçлеме илнӗренпе кăçал çу уйăхӗнче 35 çул пулать. Аслă пӗлӗве пăхса мар, пултарулăха хакласа корректортан корреспондента, пай пуçлăхне çити куçарса пычӗ пуль тетӗп Валериан Федорович мана. Пысăк тав ăна шаннăшăн, хакланăшăн, ăслă сӗнӳсем панăшăн.
– Сирӗн шутăрпа наци хаçачӗн редакторӗн мӗнлерех пулмалла?
– Паллах, редакторăн журналистикăна, медиаиндустрин хальхи тытăмне, законсене, чӗлхене, стилистикăна лайăх пӗлмелле. Çав вăхăтрах çынсемпе уççăн та тан калаçмалла, вак-тӗвекре те чи кирлине курмалла, çыравçă этикине пăхăнмалла, цифрăллă технологисемпе тан утмалла, пысăк тавракурăмлă пулмалла, пуринпе те интересленмелле, пуриншӗн те явап тытма яланах хатӗр пулмалла.
– Эсир Ульяновск облаçӗнчи пӗртен-пӗр чăваш хаçачӗн тӗп редакторӗ кăна мар вӗт – сирӗн çинче халь хăвăрăн çурт, унпа çыхăннă мӗнпур хуçалăх ӗçӗсем, çемье яваплăхӗ. Çаплах эсир «Хунав» чăваш театрне, «Шевле» литература пӗрлешӗвне ертсе пыратăр, «Содружество» библиотекăри «Асамлă çип» тӗрӗ кружокне çӳретӗр, калавсем çыратăр. Мӗнле ӗлкӗретӗр? Хавхалану вăрттăнлăхӗ мӗнре-ши?
– Анлă ыйту. Ăçтан пуçламаллине те пӗлместӗп. Паллах, хам çине мӗнпур хуçалăх ӗçӗсем тиенӗç тесе эпӗ нихăçан та шутламан. Пысăк инкек, юратнă мăшăр Олег Николаевич ăнсăртран пурнăçран уйрăлса кайни мана ирӗксӗрех хамăрăн çемье тата кил-çурт рулӗ умне тăратрӗ. Суймастăп, эп ялан упăшка хыçӗнче пынă, мӗнпур ыйтусене вăл татса панă, чăн-чăн çемье пуçӗ пулнă. Эп – хӗрарăм вырăнӗнче. Пахчари е ытти вак-тӗвек ӗçсене эпир мăшăрпа ялан пӗрле пурнăçланă, хăна-вӗрле килес пулсан та сӗтеле пӗрле хатӗрленӗ. «Аш-какайпа пулла арçыннăн пӗçермелле», – тетчӗ Олег. Ялан пӗрле – шăкăл-шăкăл калаçса. Ӗçпе тачă çыхăннипе эпир мӗнпур мероприятие пӗрле çӳренӗ. Çавăнпа та мăшăрăм çут тӗнчерен уйрăлсан шалтан ăш-чике, чуна веçех, тӗппипех çăлса кăларнă пек туяттăм хама. Пушанса юлтăм. Пурăнма пӗр интерес та çукчӗ. Хам кăна мар вӗт-ха, пирӗн виçӗ ача, эпӗ йӗрсе ларнипеле кама çăмăл? Вӗсемшӗн хама хам алла илтӗм. Пушă вăхăт мана кирлӗ марччӗ, ӗçлемелле-ӗçлемелле, пуçа ăçта та пулин чикмелле. Майӗпен театрпа çӗнӗрен репетицисем ирттерме пуçларăм, спектакльсем лартрăмăр, «Еткере» ертсе пытăм. Театра чи малтан эпир чăваш автономийӗ çумӗнче йӗркеленӗччӗ. Олег Мустаев ун чухне председатель: «Иккӗмӗш спектакльте мана та роль пар, ман та выляс килет», – тетчӗ вăл. Театра пӗтерсе хунă пулсан леш тӗнчерен Олег ман утăма ырламастчӗ тесе шутлатăп.
Автономи çумӗнчи тӗрӗ кружокӗ те вӗт Олег Николаевич сӗннипе, ырланипе уçăлчӗ. Наталья Новоселец ăна пилӗк çул ытла ертсе пырать. Йӗп тытма пӗлмен ачасем килеççӗ те ун патне чăваш эрешӗсене тӗрлеме вӗренеççӗ. Юн туртăмӗ тейӗн, манăн та шăпах чăвашла тӗрлеме вӗренес килетчӗ. Хӗресле ачаран тӗрленӗ эпир. Чăваш тӗрри вӗт вăл – хăй тӗнче. Вырсарникунсерен эпир халь библиотекăра пухăнатпăр. Ульяновск облаçӗн карттине тӗрлерӗмӗр кружока çӳрекенсем. Веçех алăпа. Иртнӗ çул Шупашкарта Тӗрӗ музейӗнче Наталья Новоселецпа Сергей Кольцовăн ӗçӗсен куравӗ уçăлчӗ. Ăна О.Н.Мустаев çуралнăранпа 60 çул çитнине халалларӗç. Унта кружока çӳрекенсен ӗçӗсене те тимлӗхсӗр хăвармарӗç. Ман ӗçсем те куравра пурччӗ, куншăн савăнатăп.
Çырасси пирки каласан, эпӗ калавсен икӗ кӗнекине кăна кăларнă. Хуйха пула юлашки виçӗ çул ытла çырăнмасть. Чунри пушăлăх пултарулăхра кансӗрлет. Пушă чунпа калав çырни вăл – сăмах пуххи, компьютер çырнă пек. Куншăн мана çывăх çынсем вăрçаççӗ. Ялан кичемлӗхре пулни вăл çылăх теççӗ. Турă пулăшсан кӗçех çӗнӗ калавсем çуралӗç тесе шутлатăп. Сывлăх çеç пултăр, çак ӗçсене малашне те илсе пырасчӗ. Мăшăрăм пуçланă ӗçсене пӗтерес марччӗ.
– Театр сирте мӗнле çӗнӗ енсем çуратрӗ, вăратрӗ?
– Тӗрӗссипе, театрпа эп шкулта вӗреннӗ чухнех кăсăкланнă, кружока çӳренӗ. Кӗçӗн классенче мана вырăс чӗлхипе литература учителӗ Сергей Никифорович Плотников сан Мускава театр училищине вӗренме каймалла тетчӗ. Ку халь, паллах, кулăшла. Театр вăл – хăйне евӗрлӗ пурнăç шкулӗ. Вăл çыннăн шалти туйăмӗн вăй-хăватне уçса парать, аталанма пулăшать. Вăйă урлă (эпир вӗт чунра яланах ачасем), пӗр-пӗринпе тата куракансемпе хутшăнни çынра çирӗплӗх çуратать. Хăвна шанма пуçлатăн. Куракансем спектакль хыççăн тăвăллăн алă çупни, вӗсене эпир лартнă ӗçсем килӗшни чуна савăнтарать. Артистсем те чунӗпе пуянланаççӗ, лайăх енне улшăнаççӗ, ӳсеççӗ. Мана та театр çавнах парать, эп çынсене лайăхрах ăнланма пуçларăм, вӗсен тӗллевӗсене куратăп, нумай çынпа паллашатăп. Сцена çине çăмăллăнах тухса калаçасси, куракансемпе çур минут хушшинче курăнман çыхăну йӗркелесси, пуçăннă ӗçе вӗçне çитересси, театр ушкăнӗпе пӗр команда пулса пӗр тӗллевпе малалла каясси – театр вăратнă енсем. Эп артистсемшӗн вăхăтлăха АННЕ пулса тăни пысăк яваплăха вӗрентет.
– Хăвăрăн çамрăклăх рецепчӗн вăрттăнлăхне уçса параймастăр-ши?
– Култаратăр. Ун пек вăрттăнлăх çук. Чун таса пулсан, çынна усал тумасан, начаррине сунмасан, чӗлхе-çăвара тирпейлӗ тытсан, кӗвӗçмесен, ыйтакана пулăшу аллине тăссан, ырă ӗçсем тума тăрăшсан, кашни пулăмра чи малтан япăххине мар, лайăххине курма тăрăшсан çын ватăлмасть. Çыннăн шалти тасамарлăхӗ пичӗ çине тухать тесе ахальтен каламаççӗ. Çавăнпа çынсене юратăр, ырă чунлă пулăр, усал ӗç ан тăвăр, вара ватăлмастăр!
– «Канаш» хаçатăн пуласлăхне мӗнле куратăр? 50 çултан ăна çырăнакансем пулаççӗ-ши?
– Пирӗн облаçри пӗртен-пӗр чăваш хаçачӗн малашлăхӗ пултăрччӗ. Шел, лару-тăру çулсерен йывăрланса пырать: почта начар ӗçлет, унăн уйрăмӗсене ялсенче хупаççӗ, почтальонсем çитмеççӗ. Кăçал, авă, наци кăларăмӗсене («Канаш», «Ялгат», «Эмет») социаллă пӗлтерӗшлӗ мар хаçатсен шутне кӗртсе «Раççей Почти» хакне 65 процент ӳстерчӗ. Ку, пирӗн регионта çапла пулса тухрӗ. Çаксем пурте «Канашăн» тиражне пысăк витӗм кӳчӗç. Тираж чакрӗ. Пысăк тав Ульяновск облаçӗн правительствине хаçата кăларма укçа-тенкӗ çулсерен уйăрса панăшăн. Редакци штачӗ пӗчӗкленсе пырать. Паяна виççӗн кăна ӗçлетпӗр. Эпир хӳтлӗхсӗр. Тата хальхи вăхăтра чăваш ялӗсенче ачисене мӗн пӗчӗкрен вырăсла калаçтарас йăла çирӗпленчӗ. Чăн чăваш ачисем тăван чӗлхене пӗлмеççӗ. Малашне кам вулӗ чăвашла калавсемпе сăвăсене, хаçата? Пысăк ыйту. Паллах, истори спираль евӗр çаврăнать тенине шанас килет, чăваш чунлă, чăвашла калаçакан, вулакан ăру килетех.
– «Канаш» хаçата çырăнакансене эсир мӗн суннă пулăттăр? Çырăнманнисене мӗн калăттăр?
– Чăваш хаçатне çырăнакансене пирӗнпе пӗрле пулнăшăн пысăк тав сăмахӗ калатăп. Эсир – чăн-чăн чăваш чунлă, ырă та паттăр çынсем. Сире çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Кăçалхи çырăнтарура пулăшу аллине тăснă фермерсене, усламçăсене тепӗр хут тав калатăп. Хаçата çырăнакансем пур чухне Ульяновск облаçӗнче чăваш сăмахӗ путланмӗ. Çырăнманнисене те сывлăх, телей сунатăп. Вӗсем йăх, тăван чӗлхе, тăванлăх хаклăхне ăнланса илеймен-ха хальлӗхе. Тен, вӗсем патне ку çитӗ. Редакцие тӗрлӗрен çынсем килеççӗ, пӗрисем ачаран мана чăвашла вӗрентмен, халь вӗренес килет теççӗ, кружок уçма сӗнеççӗ, хаçата вуласа куллен пӗр сăмах та пулин чăвашла вӗренетпӗр теççӗ. Теприсем, чунӗсенче чăвашлăх çуккисем, халь чăвашла никам та вулама пӗлмест, «Канаша» вырăсла кăлармалла тесе кăшкăраççӗ. «Канаш» хаçатăн тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе культурине аталантарасси, çак çӗр çинче сыхласа хăварасси.
– Сирӗн ӗмӗт?
– Вăрçă чарăнтăрччӗ, Раççейре пурнăç лайăхлантăрччӗ, çынсем чунӗпе çемçелччӗр. Пурин те çемьере, кил-çуртра телей, юрату хуçалантăр, никам та ан чирлетӗр. Усалли ан пултăр. Таса та ырă, çутă тӗнче пирки ӗмӗтленетӗп эпӗ.
Наталья КУДРЯШОВА калаçнă.
И.Данилова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев