Елена Мустаева: «Турă мӗн те пулин панă пулсан ăна çӗр ăшне чавса чикни çылăх пулать»
Елена Мустаева çыравçă тата журналист Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Кушлавăш ялӗнче çуралнă. Кульцаври вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи вырăс уйрăмӗнче вӗреннӗ. Пӗр вăхăт вырăс чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗçленӗ. 1991 çултанпа Ульяновск хулинчи «Канаш» хаçатра вăй хурать. 2000 çултанпа Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн пайташӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Уй варринче çинçе хăва» кӗнеки пичетленнӗ.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература вăл – халăх пурнăçӗн пӗр пайӗ, ку е вăл вăхăтра çынсем мӗнле кăмăлпа, шухăшсемпе пурăннине, вӗсен туйăмне кăтартаканни. Литература мана пурнăçри хăш-пӗр йывăрлăхран тухма пулăшать, унта хам валли хуравсем шыратăп, тупатăп.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Çырма пурнăç хавхалантарать. Паянхи пурнăçри интереслӗ самантсене, пулăмсене сăнласа хăварас килет. Каласа панисенчен, ӗлӗкхинчен мӗн пӗлнине те хут çине куçаратăп. Евангелире каланине те шута илмелле: Турă мӗн те пулин панă пулсан ăна çӗр ăшне чавса чикни çылăх пулать.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Юратнă поэтсем – Лариса Рубальская, Андрей Дементьев; прозаик – Антон Чехов.
– Юратнă кӗнеке.
– Виктор Гюго – «Собор Парижской Богоматери».
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Май пулнă пулсан эпӗ, паллах, хамăн ентешпе, чăваш халăх çыравçипе Çемен Элкерпе курса калаçнă пулăттăм. Унран ыйтса пӗлмелли нумай манăн. Çемен Элкер çуралнă Пысăк Упакассинчен манăн тăван ял виçӗ çухрăмра вырнаçнă, асаннен тăван ялӗ вăл. Çемен Элкер – пирӗн Кушлавăш уйӗн мăнаçлăхӗ, мухтавӗ.
– Пурнăç девизӗ.
– Вырăссен «Все, что ни делается – к лучшему» каларăшӗ. Иртнӗ куншăн ан кулян.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Тӗрӗссипе, хайлава çырса пӗтерсен никама та вулаттармастăп. Пӗрер уйăх вырттаратăп та тепре вуласа тухатăп. Вара хама килӗшсен хаçата ярса паратăп. Ят-сум çӗнсе илнӗ, ăслă çынсен, литературоведсен сӗнӗвӗ тата хаклавӗ маншăн питӗ пӗлтерӗшлӗ, паллах. Эп хама çыравçă тесе калаймастăп, вӗренсе кăна пыратăп-ха. Анчах паян, май килнӗ чухне, çул пуçламăшӗнче мана ырă сăмах каласа çырма хавхалантарса пыракан «Тăван Атăл» журналăн ун чухнехи тӗп редакторне Василий Кервене питӗ пысăк тав каласшăн. Василий Гаврилович манăн калавсене журнала вырнаçтарчӗ, калавçăсен конкурсӗнче 2-мӗш вырăна тухрăм. Вăлах сан кӗнеке кăлармалла, санра пултарулăх пур тесе пулăшу аллине тăсрӗ. Питӗ пысăк тав ăна. Çывăхра пурăннă пулсан пӗр иккӗленмесӗр хайлава чи малтан Василий Кервене вулаттарнă пулăттăм.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Е.Мустаева архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Ăнăçусем сунатăп...
0
0